Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Поздравление главы администрации Моргаушского района Ю.А. Иванова с Днем защитника Отечества

Хаклă ентешсем! Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсем, вăрçăн йывăр çулĕсене чăтса ирттернĕ тыл ĕçченĕсем, мирлĕ вăхăтрах çапăçусене хутшăннă салтаксем, çара кайма хатĕрленекен çамрăксемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсем!

 

Сире пурне те Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисен кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп.

 Çак уяв вăл Тăван çĕршыва юратакансен, унăн мирлĕ пурнăçĕпе лăпкăлăхне сыхлакансен,  паттăрлăхпа хăюлăх уявĕ. Çĕршыва хÿтĕлесси пирĕн çĕршыври кашни çыннăн чыслă та хисеплĕ тивĕçĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтерÿ тунă ветерансемпе  тыл ĕçченĕсен умĕнче эпир ĕмĕрĕпех парăмра. Пире вĕсем мирлĕ  те телейлĕ пурнăç парнелерĕç, вăрçăпа юхăннă тăван çĕршывăмăра ура çине тăратас ĕçре ырми-канми вăй хучĕç.  Паян та вĕсем çитĕнекен ăрăва  патриотла воспитани парас ĕçе хутшăнаççĕ, çамрăксем вĕсенчен тĕслĕх илсе ÿсеççĕ. Паянхи çамрăксем аслă ăру çыннисен ĕçне малалла тăснине, Тăван çĕршывăмăр  паян та шанчăклă алăра пулнине çар конфликчĕсене хутшăннисен паттăрлăхĕ те çирĕплетсе парать. Афган вăрçинче те, ытти вĕри точкăсенче те пирĕн салтаксем çĕршыв умĕнчи тивĕçе чыслăн пурнăçларĕç. Паттăр ывăлсем çитĕнтернĕ салтак амăшĕсен умĕнче эпир çĕре çити пуç таятпăр.

Çĕршыв  тĕрекĕ, унăн пуласлăхĕ  пирĕнтен кашнинченех  килет. Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Д.А. Медведевăн Указĕпе килĕшÿллĕн 2011 çул  Раççей космонавтикин çулталăкĕ шутланать. Çакă пире тĕнче уçлăхне пĕрремĕш çĕкленекенсем пекех хамăр ĕçре кашнинех малта пымалли, кашнин хăйĕн ĕçĕнче пултаруллă пулмалли çинчен калать.    Хамăрăн тăрăшуллă ĕçпе район, республика, Раççей çирĕплĕхĕшĕн  тимлемелле, пĕрле пĕр тĕллевпе вăй хумалла пирĕн.  Чăваш Республикин Президенчĕ М.В. Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче палăртнă пек, пирĕн çамрăксене шанмалла, вĕсене хăйсен пултарулăхне пурнăçа кĕртме çулĕсене уçса пымалла. Ачасене мĕн пĕчĕкренех аслă ăрури паттăр салтаксен ырă тĕслĕхĕ çинче воспитани парассине тĕпе хумалла. Вĕсем çĕршыва хÿтĕлеме юрăхлă çынсем пулса ÿсчĕр тесе тăрăшмалла, çак ĕçе вăйлатмалла. Тăван çĕршывăн пуласлăхĕ, çирĕплĕхĕ вĕсенчен кашнинчен килнине мĕн пĕчĕкрен ăша хывса ÿстермелле.

Сирĕн пурин те сывлăхăр  çирĕп, кунçулăр вăрăм та телейлĕ пултăр. Ĕçĕрсем ăнса пыччăр. Çемьере килĕшÿпе юрату, тату пурнăç хуçалантăр.

 

Район администрацийĕн  пуçлăхĕ                                    Ю.А. Иванов.

 

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика