Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Письма с фронта

Ну вот чунăм, паян 1-мĕш сентябĕренче, шкулсенче çĕнĕ вĕренÿ çул, тапраннă кун санăн пата иртнĕ çырава чăсма пуçларăм. 1942-43 вĕренÿ çулĕ пуçланни ятпа сан пата и сирĕн учительсем патне питĕ пысак красноармейский салам яратăп, и çак вĕренÿ çулне сире телейлă иртерме сĕнетĕп. А епĕ паянхи кунпа Саратов хулинче госпиталите выртатăпĕ Паян ренгенра пултăм, но результат каламарĕç, пхм пулать, пока паллă мар. Интерĕсно, Настя, ренген кабинетне канччен подготовится тăвас пулать. Подготовка заключается в том, что клизма лартаççĕ. Но вот кĕçĕр каç икĕ хут клизма лартрĕç. Ним йавăрри те çук, питĕ неудобно, тешнĕн тесен клизмене хĕрсем лартаççĕ, инститран практикана пынăскерсем. Кулаççĕ, ахăраççĕ. Мана клизма лартнă чух пĕри калать: «Пĕтĕм хамăм ĕмĕре шухăшласа турăнатăм, хăçан клизма вĕренĕпши» - тесе. Хăй ахăрать анчах. Питĕ неудобно. Но ничего. Вот ренген кабинетĕнче пултăм, но пока результат пĕлместеп-ха. Если шыраса тупреç пулсан ман ранăна, то малалла кунта или урăх çĕрти госпитальте лечиться тума шанчах пур, а шыраса тупимарĕç пулсан, каллех каяс пулать тепĕр хут хытă чирличчен. Но малтанхи пек хытă чирлесен, едва ли чĕррĕнех çăлалма пулать.

Халь çырăва малалла чăсатăп.

Настя, астăватни Люсяна; Йепле хитреччĕ. Вĕт Москваран епĕ уна валли калпаксем, игрушкăсем, костюм илсе киллччĕ, анчах епĕ килнĕ çĕре, вăл уже хытă чирлесе кайнă, кайран есĕ унпа больницара нумай выртрăн, юлашки кун вăл ман алрах вилсе карĕ. Мĕн чул хупкă, мĕн чул махăру; Уншăн Галя çуралчĕ. Астăватни Якимовăран сана усатрăм хулана çитиччен. Хам питĕ хăраттăм есĕ чăтимастăн пуль тесе. Ак пĕчек Галяна йăтса килтĕмĕр, каллех савăнăç. Уна иккĕн пĕрле кашнă кун притус çинче шыв етшăтса чăпăл тăваттăмăр. Савăнаçлă кунсем тапрансаччĕ çеç 27 мĕш августа. Кăнтăрла иртсен военкоматран звонок ман пата института: «Паян комиссине килмелле».Кăнтăрла иртсен комисенче пултăм. Кăшт пăхкаланă хыççăн: «Годен».

28 мĕш августăра каймалла Кр. армине.Тулаевпа хулана ерех шырвма карăмăр. Тупса ĕçрĕмĕр. Кузьмасем Якимовака пычĕç. Ĕçрĕмĕр, урайне выртрăмăр, нумай калаçса выртрăмăр. Манан санпа юлашки каç тен нумайлăха, тен ĕмĕрлĕхех юлашки хуш пĕчĕккĕрен пĕрле юратса вĕренĕ юнсене пĕрлештерес килеччĕ. Есĕ çĕрле вăратма обещать турăн. Анчах епĕ хытă çывăрнă пулас, и есĕ те основательно тăватма вăтаннă что ли. Юлашки каç ахалех иртрĕ... 10 сехĕт тĕлне военкомата каймалла. Вот Кузьмапа юлашки хут пĕр пĕрни аллине тытрăмăр тăвалла сывпуллашма. Кузьма макарчĕ. Епĕ Кузьмана каларăп: «Епĕ арминчен киличчен çавах вăрçă тапранать. Есĕ хĕвел анăçĕнче, епĕ хĕвел тухăçĕнче çапăçапăр,» - тесе. Чăнах пулчĕ епĕ калани, анчах ман камăн та х. ан вăрçмалла пулчĕ. Кузьмаран çыру илтĕм, вăл фронта кайсан. Еп каланă сăмахсене асанса çырнă, алтĕ йăвăр вуллама.

Есĕр Галяпа иксĕр, Катя мана усатрăр институт патнĕ çитиччен. Хĕвел хĕртет. Акă юлашки хут санпа и Галяпа сыв пуллатрăм. Есĕ мана хăвăн куçульпе çунă йеп-йепе туттăра тыттартап. Килтĕн илсе килнĕ япаласенчен ним те юлмарĕç. Хам таханса тухнă тумтирсем. Хĕвел тухалех пулас. Уйăх каялла килитеп юлпă япаласенчен бритвăпа туттăр çеç пурччĕ. Анчах уйăх каялла бритвапа та фашистсем разбомбить туреç. Халь единственный туттăр юлчĕ, уна усратăп, хамран уйăрмастап. Вăл тутăра хам чун тухмасăр çан аллине тыттармастăп, а если киле çавăрăнса çитсен сана паратăп пуçтарса хуша на память.

Институт патĕнче санран уйăрлса станцапа кайсан кăнтăрла иртни 5 сехет иртсен автобус çине 16-ăн ларса Канаша кайрăмăр. Канашран çурçĕр иртсĕн 21 сехетрен кажется ларса карăмăр та хусанта кăштах чарăнса тăтăмăр. Унтан малалла Свердловск хушине çитиччен. Свердловск хулинче пĕр талăк пурăнтăмăр, çимеллисем имтĕмер. Юлашки хут пĕр стопачкине 20 тенкĕ парса ерех ĕçрĕм, и малалла турăмăр, и çав çулпак кăçал 11 мĕш июленче каялла хĕвел анăçпе килтĕм.

Инçетри хĕвел тухăçенче хăштах икĕ çул пурнаймарăм. Килтен тухса кайнăранпа, пÿртре вырăн çинче нумай та пуранимарăм, çĕр айĕнчех, çĕртен чавса тунă шăтакра ĕмĕре иртертĕм. Манăн тумтир - шинель, манăн тюшек - шинель, манăн одеяло, простир – шинель,манăн çитар-ал. Хĕллехи 50-55 градус снаçи – манăн тăлăп – шинель, манăн çăмата – ботинки или атă. Çуллахи шăрăхра та пурте пур çурăм хыçĕнчех. Иртĕç кунсем. Вăхăт çитрĕ мана та хĕвел анăçнелле куçма. Вот Х. А. Кунта мĕн курнине калас та килместь.

Ак хал госпиталите. Уйăх иртрĕ ентĕ епĕ госпиталсем тăрăх çÿреме пуçлани.

Ренгента пултăм, хырăмри ранăна шыраса тупреç. Ĕнер врач каларе, что «тепер 5-6 кун хушши сана укол тăвартăр» - тесе. Тем пулать кайран. Хăшесем калаççе – киле яраççе тесе, тенрисем – тыла, виççĕмĕш – таçта.

Настя, паян 3 мĕш сентябĕренчи мала кун, мединститутра вĕренекен практиканкасем çыранса илсе изучать тума пуçлареç. Аран уларăлса пĕтрĕм.

Настя, урăх ним çырмаллăх та çук. Ку хушăра сан пата çырусем чылай çыртăм. Илетĕпте сантан çыру, тем ли чунăм, сывă пул. Настя, Галяна лайăх пăх.

Питĕ хытă чуп туса уйăрлатăп.

Çăркаç «Тринадцать» кино куртăмăр. Вăл кинона епĕр санпа Шупашкарта пăхнăччĕ.

Сыва пулар!

Сирен Миша.1942 год.

 

 

Салам манран юратнă семье!

Настя, 3-4 кун çеç сан пата и ирхи патне çырусем ятăм, есĕр вăя çырусене те илеттĕр, те илимасшăр – пĕлместĕп. Паян 9 мĕш апрелĕнче, сан пата татах çыру ярас тесе шухăшларăм, чтобы мана çыхашса ан шыраччăр тесе.

Иртнĕ çырусенче епĕ сана çырса пĕлтерсеччĕ, что епĕ хальхи вăхăтра немец йăттисенчен освободить тунă территоринче тесе. Хальхи вăхăтра та çавăнтах. Çавăнпа та пурнăç пока нимĕн те улшăнман манăн, пĕр пекех пырать. Ман пата çыру обязательно çырăр конверт çинчи адреспа( скоро точный адрес пулать, ун чух çыру çырма хушса ярăн, мĕншĕн тесен епĕ сирĕн пурнăç çинчен нимĕн те пĕлместĕп). Питĕ пĕлес килет ман сирĕн пурнăç, Настя. Манăн сире мĕнле курас килнине пĕлесчĕ. Настя, юлашки вăхăтра епĕ сана, Галяна часах тĕлекре куракан пулса карăм. Çăркаç хамран-хаш тĕлĕнсе кайрăм: куçа хупнă çеç, çавăрса кайман та, есĕ кĕрет ман паталла утса пыратăн, куçа уçрам та никам та çук, питĕ тĕлĕнсе карăм вара.

Настя, пурăнăпăр-ши епĕр пĕрле малалла. Ĕлĕн çамрак чух иртнĕ вăхăтсене астăватап та питĕ тĕлеймелле аван вет пулнă. Иртрĕç çав кунсем, Настя, нумай вăхăт лайăх иртертĕмĕр, но нумай вăхăтсене скучнă иртерни те пулнă. Безусловно нумайне санран килнĕ, çапла вĕт;

Настя, вот халь тепĕр хут ĕлĕкхи обстановкăпа пурăлса курасчĕ. Вот халь Шупашкарти Центральный библиотекăна кĕрсе ларса, йе научный библиотекăна - ĕлекхи пек кĕненесем вуласа экзаменсене хатĕрлеме, вот халь институтăн аудиторинче Дмитрия Федорчăн лекцине итлес, общий собранисенче пулас, вечерсенче. Просто аса илме хĕп, пĕтĕм настроени пите каять. Проклятый Гитлер пĕтĕмпех пĕтерчĕ. Халь институтран звонока итлес выранле пулеметпа автомат сасси илтенет, ĕлекхи джас оркестр, танца выранне артиллери музыкĕ илтенет. Эх, иртрĕç нумай, Настя!

Çавăралса çитĕтеп ĕлекхи пурнăç калас, ну ун чух хамăр ватăлатпăр. Ну, сывă юлсан ничего. Вот епĕр çамрак. Разве ватă. Асту иртнĕ кĕркуннехипе, есĕ нимен те улшăнман, тĕрекленнĕ çеç. Хам улшăннине пĕлместеп. Но конечно ытла ĕлекхи мар, икĕ çул арминче, а скоро çулталăк фронта килни. Здоровье петет.

Сывă пул только Настя и епĕ вывă юлам, каллех телейлă кунсем çитĕç.

Лайăх пăх Галяна.

Иксĕре те хыта чуп тăватăп.

Сире чĕререн юратакан Миша.

 

 

Аван пурнатăр Настя;

Настя, епĕ сан пата 16-го çыру çырса ярсаччĕ, походра чух. 17-го лагере тавăрнтăмăр. Манăн вар ыратма пуçларĕ Те врач патне обратится турăм. Вăл мана юсанма госпиталя направлени пачĕ. Вот с 17-го июня епĕ госпитальра пурнатăп. Вар ытлашши хытах ыратмасть, но врачсем каланă тăрăх лечиться тумасан хуже пулать теççĕ. Вот паянхипе виçĕ кун ĕнтĕ госпитальре. Çиметен авăн, лекарство параççĕ, орошение желудка тăваççĕ и т. д. Правда лечиться тумасан ĕç тухас çук, кимăс справа тумалла пулать атто, но кунта вăхăта иртериччен лечиться тунине çитмĕ туĕм.

Только есĕ ан хăра, что хытă чирлесе кайнă тесе, ничего Настя, аптраманрăп. Вот епĕ пурнакан комната 4 çынна валли, çакă кумнăттăра тватсăмăрта политработниксем, иккĕшĕ мăийрипе, а иккĕн варпа.

Настя, санран нумай пулать çыру илмелли, нимле хыпар та пĕлместĕп килти çинчен. Мĕнле хула пурнăçĕ; Сирĕн патра халь те çанталăк сивĕ - и; Тата хĕвел анăç йенелле мĕнле хытарсем халăх хушшинче илтетĕн, салтака мĕнле илеççĕ. Пуçланать, наверное, вăл йенче.

Мĕнле Катя экзамен тытса пĕтерчĕ и Галя мĕнле пурнать; Ялта мĕнле пурнăçсем; Ăçта пурнатăн;

Питĕ курас килет, знаешь питĕ курас килет, Настя, сире. Ах, тепĕр çулталăк ытлараха, лару–тăрулайăх пулсан, йепле иртерес ярса сире курас.

Ну, сывă пул Настя чунăм. Лайăх пăх Галяна,ху чипер, таса пурăн.

Салам пурне те.

Хытă чуп тăватăп.

Санăн Миша. 20.06.41 г.

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика