Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Обращение И.А.Васюхина (на чувашском язаке)

Чыс та хисеп сире, вăрçă ветеранĕсем, маттур салтаксем!
 
Çак 20–мĕш ĕмĕрте миçе вăрçă пулса иртмен-ши? Миçе çын ĕмĕрĕ татăлман-ши? Миçе ача ашшĕ-амăшĕсĕр тăлăха  юлман-ши? 
Ку вăл истори.
Малтанах  империализм  вăрçи, унтан Граждан вăрçинче  нумай  çул çапăçнă, кăштах  халăх ура çине  тăма пуçласан 41-мĕш çулхи  çĕртме  уйăхĕн 22-мĕшĕнче Аслă Аттелĕх вăрçи  пуçланнă. Фашистла Германи  никама  пĕлтермесĕр, тискер кайăкла  мирлĕ халăх çине хаяррăн  тапăннă.
 
Тăватă уйăх хушшинче  пирĕн тĕп хула, Мускав, патне çитсе тăнă. Миçе хула, миçе ял, мĕн чухлĕ завод, фабрика, мĕн чухлĕ  çын пурнăçĕ фашистсен аллинче пĕтмен-ши -ăна никам та, нихçан та шутласа кăлараймĕ.
Хăрушă та хаяр  çапăçусем пулса иртнĕ, анчах совет салтакĕсем ирсĕр фашистсене хирĕç пĕтĕм вăйне-халне, хăйсен пурнăçне шеллемесĕр Тăван çĕр-шыва хÿтĕленĕ. Аслă Аттелĕх вăрçинче ватти-вĕтти те,  хĕрарăмсем те-кам алла хĕç-пăшал тытма пултарнă – пурте Тăван çĕр-шыва хÿтĕленĕ. Тылра, заводсемпе фабрикăсенче, колхоз уй-хирĕсенче ватă-вĕтĕ кăна ĕçлеме юлнă. Хуçалăхсенчи машинăсене, тракторсене, лашасене – мĕн кирлине пурне те вăрçă хирне илсе  кайнă.
Мĕнле чăтăмлă та хастар пулнă пирĕн асаттесем, асаннесем.
Тăватă çул çапăçнă çак Аслă Аттелĕх вăрçинче. Тĕрлĕ наци халăхĕ çапăçнă пулсан та, питĕ туслă, алла-аллăн тытăнса, Сталина шанса Çĕнтерÿ кунне кĕтсе илме пултарнă.
Чыс та мухтав совет салатакĕсене!
Нимĕç фашисчĕсем пирĕн çĕре туртса илсе телей курса пурăнасшăн пулнă, совет çыннисене чурара  усрасшăн пулнă. Çук! Вĕсен ĕмĕчĕ татăлнă. Ěмĕрлĕхех… Яланлăхах… Текех вĕсем хăйсен хура ĕмĕтлĕ пуçĕсене çĕклеймĕç.
Эпир, хальхи ачасем, Аслă Аттелĕх вăрçи çинчен асаттесемпе асаннесем каланинчен, кĕнекесенчен, илемлĕ фильмсем курнипе, истри урокĕсенчен пĕлетпĕр. Вăл вăрçăра миçе çын ĕмĕрĕ татăлман-ши? Миçе хĕрарăм мăшăрĕсĕр, миçе ача ашшĕ-амăшĕсĕр тăлăха юлман-ши?
Аслă Аттелĕх вăрçине кашни ялтан, кашни хуçалăхран ватти те, яшши те Тăван çĕр-шыва хÿтĕлеме тухса кайнă. Унтан, паллах, пурĕ таврăнайман: кам çапăçура паттăррăн çапăçса пуçне хунă, кам хыпарсăр çухалнă, кам тыткăна лекнĕ.
Тĕслĕхрен, Муркаш районĕн Юнкă ял Советне кĕрекен Юнкăпуç ялĕнче çак вăрçăна 89 çын Тăван çĕр-шыва хÿтĕлеме тухса кайнă. 42 çын çапăçу хирĕнче пуçне хунă. Çак çынсен пурнăçĕ, ĕмĕчĕ татăлнă. Паттăррăн çапăçнăшăн пурне те Асăну кĕнекине кĕртнĕ.
 Çулсем пире Аслă Аттелĕх вăрçинчен аякка-аякка илсе каяççĕ. Кĕçех нимĕç фашисчĕсене çапса аркатнăранпа, Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 60 çул çитет. Пирĕн районтан та Тăван çыр-шыва хÿтĕлеме сахал мар çын тухса кайнă. Хăйсен пурнăçне, сывлăхне шеллемесĕр çапăçнă вĕсем тăшманпа, хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнă.
Вĕсенчен пĕри- Васюхин Иван Алексеевич. 1924-мĕш çулхи кăрлач уйăхĕн 5-мĕшĕнче Юнкăпуç ялĕнче çуралнă. Ачалăх питĕ хăвăрт иртсе кайнă.  Вăл çичĕ класс пĕтерсен, 16 çула çитсен, Улатăр хулинчи ФЗО шкулне вăрман хуçалăх енĕпе  вĕренме каять. Унтан вĕренсе пĕтернĕ хыççăн 1942-мĕш çулта 18 çулхи каччăна Хĕрлĕ çара илеççĕ.
Пĕремĕш çапăçăва 1943 çулхи утă уйăхĕнче  Курск пĕккинче кĕрет. Çак çапăçура йывăр аманать. Госпитальте сывалнă хыççăн Донец юханшыв урлă чугун çул кĕперĕ хывнă çĕрте ĕçлет.
215 метр тăршшĕ йывăç кĕпере 5 талăк хушшинче туса пĕтереççĕ. Çур талăк хушшинче 15 поезд фронт линийĕ урлă каçма ĕлкĕрет. Ун хыççăн вăрçă вучĕпе пиçĕхнĕ  салтака зенитилă оруди шанса параççĕ. Лиски столицинче Дон урлă хывнă кĕпере тăшмансенчен сыхлать. Каярахпа 58-мĕш стрелковăй девизинче 270-мĕш стрелковăй полкри 76-мĕш полк батерейинче малтан снарядсем паракан, кайран наводчик, пур ĕçсене те  вĕренсе çитнĕ хыççăн – орудии командирĕ пулса тăрать.
Васюхин командир ертсе пыракан оруди расчёчĕнче 5 наци халăхĕ пулнă: чăвашсем, вырăссем, бурятсем, украинецсем, башкирсем. Питĕ туслă çемье. «Пĕри - пуриншĕн, пурте – пĕриншĕн» девизпа пурăннă, çапăçнă.
1944-мĕш çулхи хĕллехи шартлама сивĕре тăшмана хупăрласа илсе вĕсен 11500 салтакне, 60 танкне, 10 «фердинантне» тата нумай-нумай çар техникине пĕтернĕ. Висла урлă каçса малалла нимĕç салтакĕсене хĕвел анăç енне хăваланă. Ака уйăхĕн вĕçĕнче  Берлин  патне çывхарнă. «Берлин урамĕсенче çав тери вăйлă çапăçусем пулчĕç, -каласа парать  ватă салтак хăйĕн асаилĕвĕсенче. – Кăнтăр кунĕнче хĕвел çути курăнми тĕтĕм-тусан мăкăрланса тăчĕ, кăшкăрса илтĕнми шăв-шав янăрарĕ. 1945-мĕш çулхи çу уйăхĕн 7-мĕшĕнче пăшал сасси илтĕнмерĕ, 8-мĕшĕнче Берлин хулин стенисем çине Çĕнтерÿ сăмахĕсем çыра-çыра хучĕç пирĕн салтаксем».
Çакăнпа вăрçă пĕтрĕ тесе шутларĕç салтаксем.
Çук, пĕтмен-ха. Унтан Карпат тăвĕсем урлă Прага хулине ирĕке кăларма илсе кайнă Васюхинсен дивизине.
Вăрçă çулĕ 58-мĕш стрелковăй дивизин питĕ кăткăс пулнă. Дивизи вăрçă пуçлансан 6 уйăхран Оборона министрĕн приказĕ тăрăх Ульяновск облаçĕнче йĕркеленнĕ. Кунта тĕрлĕ полксем: артиллерии, сапёрсем, артдивизион, çыхăну, химирен сыхлакан, разведка роти – пĕтĕмпе 25 пин салтак .
Вара  нарăс уйăхĕнче 13 эшелонпа хĕвеланăçне тухса кайнă. Калуга облаçне çитсен «Зайцева гора» текен шурлăхра, вăрманлă вырăнта, оборона йышăннă. Çав коммуникацине çĕмĕрсе тăкма, сывлăша çирĕплетме приказ параççĕ. Тăшман йышăннă тĕп штаб айне 40 кун хушшинче траншея алтса 25 тонна взрывчатка хурса сывлăша сирпĕтеççĕ. 1944-мĕш çулхи утă уйăхĕн 13-мĕшĕнче Висла хĕрринчи çапăçура И.А..Васюхин ертсе пыракан оруди расчёчĕ тăшманăн «Фердинант» пушкипе  30 салтакне пĕтернĕ. Çак çапăçури паттăрлăхшăн оруди командирне 3-мĕш степеньлĕ Мухтав орденĕпе наградăланă.
1945-мĕш çулхи кăрлач уйăхĕн 12-мĕшĕнче Домбно районĕнче Васюхин И.А. хăйĕн орудийĕпе тăшман оборонине татса кĕрсе тăшманăн вут-хĕм сапакан вырăнĕсене, нумай-нумай салтакĕсене пĕтернĕ.
Куçа-куçăн вилĕмпе кĕрешнĕ çапăçура хастарлăх кăтартнăшăн оруди командирне Васюхин Иван Алексеевича 1945-мĕш çулхи пуш уйăхĕн 15-мĕшĕнче Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăланă.
Иван Алексеевичăн пурĕпе миçе медаль-ши?
Хĕрлĕ çăлтăр орденĕ, III-мĕш степеньлĕ икĕ орден, медаль «За отвагу», «Берлина илнĕшĕн», «Прага хулине нимĕç салтакĕсенчен ирĕке кăларнăшăн», «За победу над Германией» тата ытти орденсемпе медальсем илме тивĕçлĕ пулнă.
Вăрçă пĕтсен те тÿрех яла таврăнмасть хастар салтак. Тăван яла 1947-мĕш çулхи пуш уйăхĕнче çеç таврăнать.
Хусах пулса нумай пурăнас темест, çав çулах çĕртме уйăхĕнче чипер, сăпайлă хĕре Марфăна килĕштерсе çемье çавăрма шутлать. Унтан вăраха ямасăр колхоз ĕçне пуçăнать. Арканса, ишĕлсе пĕтнĕ хуçалăхра  нумай çул хушши тăрăшса, чунне парса ĕçлет. Кĕçĕн колхозникран пуçласа председателе çитет Иван Алексеевич. Ырми-канми колхоз хуçалăхĕшĕн, унăн пуласлăхĕшĕн, çынсене тĕрĕс воспитании парассишĕн нумай тăрăшать. Халĕ вăл ĕçпе вăрçă  ветеранĕ.
Иван Алексеевич Васюхин республикăри Асăну Кĕнеки çине кĕнĕ.
Васюхинсем пĕр хĕрпе пĕр ывăл пăхса ÿстернĕ. Иккĕшĕ те аслă пĕлÿ илсе тăван колхозра ĕçленĕ. Мăшăрланса ватăсене мăнукĕсемпе савăнтарчĕç. Ветеранăн кил-йышĕнче те вăрçăри çемьери пекех интернационаллă çемье: чăвашла, вырăсла, çармăçла калаçаççĕ ку çемьере, мĕншĕн тесен кинĕ - çармăç хĕрĕ, кĕрÿшĕ - Украина çынни. Питĕ туслă та ĕçчен çемье…
Иван Алексеевичпа Марфа Петровна çур ĕмĕр тăршшĕ пĕрле пурăнинне ылтăн туй туса палăртрĕç. Халĕ ĕнтĕ унтанпа нумай çул  иртрĕ. Паян кун Иван Алексеевич - кăвак çÿçлĕ, çирĕп кĕлеткеллĕ вăр-вар арçын.
Паян Иван Алексеевич пурнăçĕпе кăмăллă.. Пенси укçи çителĕклĕ, пурăнма çитет.
«Хамăр Президента, Н.В.Федорова, пысăк тав. Ун вăхăтĕнче пурнăç нумай лайăхланчĕ. «Кăвак çулăмпа» усă курма тытăнтăмăр», - тет ветеран.
 
Çапла пурăнать паян Юнка ял администрацине кĕрекен Юнкăпуç ялĕнчи Иван Алексеевич Васюхин салтак.
Татах та нумай пурăнма сывлăхĕ, вăй-халĕ пултăрччĕ ватă салтакăн. Пирĕн вара ватă çынсене, çавăн пек паттăрсене, яланах сума сăвасчĕ.
Чыс та хисеп сире, хисеплĕ ветерансем, маттур салтаксем.
Пěр-пěрипе эпир паллашнă
Вут-хěмлě çумăр айěнче.
Патрон е сухари пайланă
Пěрре çеç мар çав кунсенче.
Суранлансан та, пит тěл пенě,
Алран яман хěçпăшала.
 
Аркатнă тăшмана, çěнтернě,
Çěнтернě чăн-чăн паттăрла.
Манмастпăр, нихăçан манмастпăр
Çěршывшăн пуç хунисене.
Туссем, сыхлар-и ир те, каç та
Вěсем пекех Мир хěвелне.

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика