Культура сферин хисеплĕ ĕçченĕсем, культура ĕçĕн ветеранĕсем!
Сире хăвăрăн професси уявĕпе чун-чĕререн саламлатăп. Эсир хамăр халăхăн культурине, ырă йăлине сыхласа хăварса малалла аталантарас тесе тимлетĕр. Çапла майпа халăха хамăрăн историе ытларах пĕлме, юратма пулăшатăр. Районта пурăнакансем пушă вăхăта усăллă ирттерччĕр тесе, çын пултарулăхне тупса, ăна малалла пурнăçа кĕртчĕр тесе нумай тăрăшатăр. Çынсем ăс-хакăл, нравственноç тĕлĕшĕнчен аталаннинче те, çитĕнекен ăрăва воспитани парассинче те сирĕн ĕçĕр çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Юлашки çулсенче районти культура учрежденийĕсем хăйсен ĕçне палăрмаллах лайăхлатрĕç. Районти 30 тĕслĕхлĕ библиотекăна паян çынсем тĕрлĕ ыйтупа килеççĕ. Халĕ районта Культура çурчĕсене çĕнетес ĕçсем малалла пыраççĕ. Паянхи куна Мăн Сĕнтĕрти, Кашмашри, Ваçкассиинчи, Чуманкассинчи Культура çурчĕсене çĕнетнĕ. Вĕсене паянхи кун ыйтакан оборудовани вырнаçтарнă. Кăçал Орининти Культура çурчĕ те вĕсен йышне кĕрĕ, халĕ унта юсав ĕçĕсем пыраççĕ.
Мартăн 18-мĕшĕнче «2010 çулхи Чăваш Республикин культура территорийĕ» республикăри конкурса йĕркелесе ирттерекен эксперт комиссийĕ хăйĕн ларăвĕнче Муркаш районĕ «2010 çулхи Чăваш Республикинчи культура территорийĕ» ята çĕнсе илнине палăртрĕ. Çакă пирĕн районшăн чыс пулнипе пĕрлех яваплăха татах та ÿстерет. Республикăри тĕрлĕ мероприятисене хамăр тăрăхра çÿллĕ шайра хатĕрленсе ирттерес тесе тăрăшма хистет.
Эсир малашне те хăвăрăн тивĕçĕре чун-чĕре хушнă пек пурнăçласса шанас килет. Пурне те çăмăл мар, анчах пархатарлă ĕçре пысăк çитĕнÿсем тума ырлăх-сывлăх, телей сунатăп. Çемйĕрсенче яланах килĕшÿпе юрату, тату пурнăç хуçалантăр. Пултарулăхпа ĕçшĕн çунса тăни сирĕнте пĕрре те ан иксĕлтĕр. Ĕçĕрсем яланах ăнса пыччăр.
Район пуçлăхĕ Ю.А. Иванов.