Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Стихи учителям

Çав кун асран тухмасть нихçан та,

Пĕрремĕш хут класа кĕни,

Учитель калаçни...

Пур тантăш,

Шыв сыпнăн шăппăн итлени.

 

Вăлах вĕрентрĕ вулама,

Таса, хитре çырма.

 Пăхмасăр сăвă калама,

Тăван çĕре савма.

 

Эпир ăна тăнланă мар-и

Пĕр пăлханса, пĕр савăнса.

Ун чух вырнаçнă ун сăнарĕ

Чуна мĕн ĕмĕр манмасса.

 

Шăпах лараттăмăр класра,

Юхатчĕ сассăр уççăн.

Вĕреннĕçемĕн сан тавра

Пĕрлешрĕмĕр пĕр туслăн.    

 

Сан мăшăр  çĕмĕрт куçсенче

Мĕн чул ăс-хал çиçетчĕ!

Анне ăшши те вĕсенче,

Тăванлăх та çитетчĕ.

 

Учителĕн ĕçĕ пит йывăр:

Атте те, анне те пулан.

Анне-тĕк – выртса эс ан çывăр,

Атте-тĕк – ларса эс ан кан.

 

Мухтавлă, чыслă ĕçĕре

Нумай вăй-халăр кайнă.

Çÿç кăтрисем те çулсерен

Чĕркĕмĕл пек шуралнă.

 

Тавтапуç, вĕрентекенĕм,

Халиччен çĕршер çынна

Эс çунат парса çĕкленĕ.

Пирĕнтен хисеп сана!   

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика