Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Пахалăхлă çулсем ытларах пулаççĕ ("Знамя Победы", №49 от 07.07.2018г.)

Çул-йĕр строительстви

Пахалăхлă çулсем ытларах пулаççĕ

Федерацин «Хăрушлăхсăр тата пахалăхлă çул-йĕр программи» пирĕн районта ăнăçлă пурнăçа кĕрсе пырать. Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулсемпе тата Шупашкар районĕпе пĕрле Шупашкар агломерацине кĕме тивĕçнĕ май, район территорийĕнче республика тата район çулĕсене юсассипе калăпăшлă ĕçсем пурнăçа кĕреççĕ.

 

Сăмах май. Федераци проектне Раççей Федерацийĕн 36 субъекчĕ хутшăнать. Программăпа килĕшÿллĕн Чăваш Республикинче пĕлтĕр 123 объектра ĕçсем туса ирттернĕ. Çавна валли пĕтĕмпе 1 млрд та 250 млн тенкĕ, вăл шутран çуррине федераци бюджетĕнчен уйăрнă.

 

Иртнĕ çулхи ĕçсем хыçа юлчĕç ĕнтĕ. Çапла вара федераци программипе, федарци шайĕнчен тата республика бюджетĕнчен укçа-тенкĕ уйăрса парса пулăшнипе 2017 çулта «Волга - Вурмой» çула юсама май килчĕ. Кунти 1,7 километр ытла çула юсама пĕтĕмĕшле 8 млн тенкĕ ытла уйăрнă. Çавăн пекех республика пĕлтерĕшлĕ «Муркаш - Лантăш» çула та юсаса çĕнетнĕ.

Асăннă программа çулсене юсассипе тата тăвассипе кăна çыхăнман. Çавăн пекех çулсем çинче пулакан инкек-синкеке чакарасси, çул çÿрессине хăрушлăхсăр тăвасси те пысăк пĕлтерĕшлĕ самант пулса тăрать. Çавна май пĕлтĕрех районти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 6 вăтам шкул - Мăн Сĕнтĕр, Йÿçкасси, Чуманкасси, Муркаш, Юнкă тата Ярапайкасси шкулĕсем çывăхĕнчи çуран çÿрекен çынсем çул урлă каçмалли вырăнсене хăрушсăрлăх хатĕрĕсемпе тивĕçтерме май килчĕ.

Программăпа пăхнă кăçалхи ĕçсем татах калăпăшлăрах. Пĕтĕмĕшле 4 объектра ĕçсем туса ирттерме палăртнă. Пĕтĕмпе 24 километра яхăн çулсене юсамалла. Уйăракан укçа-тенкĕ сумми 125 млн тенкĕпе танлашать.

Çулсене юсас ĕçсем районта май уйăхĕ вĕçленеспех тытăнчĕç. 4 объектри ĕçсене икĕ организаци туса ирттерет. 9 километр тăршшĕ «Муракаш - Хорнуй - Платкасси» тата 1,6 километр тăршшĕ «Тойкилтĕ - Кĕртекасси» çулсене чикĕллĕ яваплăхлă «Строительствăпа монтаж управленийĕ» общество пурнăçлать. Çак вăхăта подряд организацийĕ «Тойкилтĕ - Кĕртекасси» çула юсаса пĕтернĕпе пĕрех ĕнтĕ. Асфальтăн тÿрлетмелли тата тĕп сийĕсене сарса çитернĕ. Çавăн пекех масар патне каймалли çул юппине туса хăварнă. Çул хĕррисене тикĕслесе тухасси кăна юлнă.

Çак кунсенче вара организаци техники районти хăйĕн тепĕр объектĕнче - «Муркаш - Хорнуй - Платкасси» çула тунă çĕрте ĕçлеме тытăнчĕ. Кунта ĕç калăпăшлăрах - юсамалли çул тăршшĕ 9 километр. Ĕçсене пĕтĕмпе 40 млн тенкĕлĕх ытла пурнăçламалла пулать. Апла пулин те строительсем графика пăсма шухшламаççĕ. Тикĕслемелли сие июлĕн 15-мĕшĕ тĕлне, тĕп сие августăн 1-мĕшĕ тĕлне сарса пĕтерме шантараççĕ.

 

Сăмах май. Шупашкар агломерацийĕн шайĕнче пĕлтĕр çул çинче инкек-синкек тăтăшах пулакан 14 вырăна пĕтернĕ, çуран çÿрекенсем валли 4651 метр чикĕлевсем тунă, çул хĕресленĕвĕсене çур километр ытла сарлакалатнă, çуран çÿрекенсем çул урлă каçмалли 8 вырăна хальхи техника хатĕрĕсемпе тивĕçтернĕ, çутă диочĕллĕ çул-йĕр паллисене 62 вырнаçтарнă. Кăçалхи ĕçсем татах калăпăшлăрах.

 

Район территорийĕнчи тепĕр икĕ объектри ĕçсене акционерсен «ТУС» обществи пурнăçлать. Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕпе - капиталлă строительство тата общество ифраструктурине аталантарассин пайĕн пуçлăхĕпе Алексей Матросовпа асăннă организацин объекчĕсенче пулса куртăмăр. «Волга - Шомик» çула юсассипе ĕçсене çывăх вăхăтрах вĕçлеме палăртаççĕ. Çулĕ вара кĕскех мар - 6,4 километр. Асфальтăн танлаштармалли сийне сарса пĕтернĕ ĕнтĕ. Игорь Задонский маçтăр каласа панă тăрăх, тĕп сие сарса пĕтерме тата çул хĕррисене тикĕслесе тухма татах тепĕр 10 куна яхăн кирлĕ пулать. Вара юсаса çĕнетнĕ çул хатĕр пулĕ.

Районшăн иртнĕ çул «проблемăллă» пулса тухнă тепĕр объектри ĕçсене те асăннă подряд организацийĕ пурнăçлать. Сăмах «Мăн Сĕнтĕр - Мăн Хураçка - Ишмула» çул пирки пырать. «Партнер-Холдинг» строительство организацийĕн явапсăрлăхне пула пĕлтĕр ку объектра ĕçсене вăхăтра вĕçлеме май килмерĕ. Кăçал вара çула юсаса пĕтерĕçех. Мĕншĕн тесен акционерсен «ТУС» обществи - республикăри чи шанчăклă строительство организацийĕсенчен пĕри. Кăçал «ТУС» строителĕсем 8,3 километр тăршшĕ «Элĕк - Ишек» çула та юсанă, Красноармейски районĕнче те ĕçленĕ. Сăмаха çилпе вĕçтерни пулман.

 

Сăмах май. Кăçал республикипе федерации программипе çулсене 140 километр ытла юсаççĕ. Çавна вали пĕтĕмĕшле 1,5 млрд тенкĕне яхăн уйăраççĕ.

 

«Мăн Сĕнтĕр - Мăн Хураçка - Ишмула» çула тунă çĕрте ĕçсем паян ыран анлăн тытăнмалла. Çул тăршшĕ 7 километра яхăн. Çак вăхăта техникăна вырăна çитерсе ĕçсене тытăнаççĕ. Кивĕ çул сийне хырса-шăлса тасатма пуçланă ĕнтĕ. Апла пулсан кăçалах Мăн Сĕнтĕртен Мăн Хураçкана тата Ишмулана çитме те яка та тикĕс асфальт çул пулĕ.

В. ШАПОШНИКОВ.

Сăн ÿкерчĕксенче: акционерсен «ТУС» обществин çул-йĕр ĕçченĕсем Владимир Агапов грейдерист тата асфальт сармалли агрегат машинисчĕсем Георгий Карповпа Валерий Воронов çак кунсенче «Мăн Сĕнтĕр - Мăн Хураçка - Ишмула» çула тунă çĕрте ĕçе кÿлĕнчĕç.

Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика