Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Сĕнÿсем пурте вырăнлă (районная газета "Знамя Победы", №27 от 14 апреля

Çынсемшĕн пĕлтерĕшлĕ пулса тăракан ыйтусене татса панă чухне хальхи вăхăтра вырăнта пурăнакансемпе тĕл пулса канашласси, вĕсен шухăш-кăмăлне, сĕнĕвĕсене шута илесси йăлара. Çакă тĕрĕслĕхпе çыхăнни иккĕлентермест. Вырăнти ыйтусене вĕсенчен лайăхрах кам пĕлме пултарĕ-ха тата; Тăвакан ĕçсем чи малтанах çынсене пурăнма хăтлăрах та меллĕрех условисем туса парассипе çыхăнмалла вĕт-ха.

Кун пек мероприяти апрелĕн 12-мĕшĕнче район администрацийĕнче иртрĕ. Пĕлетпĕр, Шупашкар агломерацине кĕме тивĕçнĕ май федерацин «Пахалăхлă тата хăрушлăхсăр çул-йĕр» программипе пирĕн районта иртнĕ çул район тата республика çулĕсем çинче юсав ĕçĕсем туса ирттерме май килчĕ. Кăçал вара район çулĕсем çинче татах тăватă объектра юсав ĕçĕсем туса ирттерме пăхнă. Аукционсем ирттерсе çулсене юсакан организацисене те палăртнă ĕнтĕ. Шăпах çак ĕçсене тишкерчĕç те ĕнтĕ ял çыннисемпе район администрацийĕнче тĕл пулнă май.

Федераци программине хутшăнса районта пĕлтĕр туса ирттерме май килнĕ ĕçсемпе тата ку енĕпе кăçал умра тăракан задачăсемпе район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - капиталлă строительство тата общество инфраструктурине аталантарассин пайĕн пуçлăхĕ Алексей Матросов паллаштарчĕ. Кăçалхи ĕçсем шутĕнче «Мăн Сĕнтĕр - Мăн Хураçка - Ишмула», «Муркаш - Хорнуй - Платкасси», «Волга» - Шомик» тата «Тойкилтĕ - Кĕртекасси» çулсене юсасси. Планланă 2019 çулта пирĕн районта ĕçсем пурнăçламалли объект шутĕнче вара «Исетерккĕ - Актай» çул та пур.

Кăçалхи объектсенче ĕçсене туса ирттернĕ чухне мĕн çине тимлĕх ытларах уйăрмалли, мĕнле тусан çынсемшĕн меллĕрех пуласси пирки депутатсен район Пухăвĕн депутачĕ Аслександр Сидюшкин, Муркаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Андрей Мясников, Катькас ял тăрăх администрацийĕн пуçлăхĕ Геннадий Лебедев тата ыттисем сĕнÿ паракансем пулчĕç. Сĕнÿсем çуран çÿрекенсем валли юсакан хăш-пĕр çулсем хĕррипе тротуарсем йĕркелессипе, автобуссем чарăнмалли вырăнсенче павильонсем тăвассипе, шыв пухăнакан вырăнсенче çул айĕпе юхса тухма пăрăхсем хурса хăварассипе т. ыт. те çыхăннă.

Кунсăр пуçне çулсене юсакан организацисен представителĕсемпе тĕл пулса конкретлă объектсенче татса пама вырăнта палăртмалли ĕçсем те пур. Çавăнпа та çывăх вăхăтрах çулсене юсакан подряд организацийĕсен представителĕсемпе пĕрле объектсенче пулса курма калаçса татăлчĕç. Çулсене юсассипе ĕçсем тытăнсан вара общественноç тĕрĕслевĕн ĕçне йĕркелемелли пирки те каларĕç.

В. ШАПОШНИКОВ.

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика