Хисеплĕ учительсем, вĕрентÿ учрежденийĕсен ĕçченĕсем, воспитательсем, педагогика ĕçĕн ветеранĕсем!
Сире пурне те професси уявĕ- Пĕтĕм тĕнчери учительсен кунĕ ячĕпе чун- чĕререн саламлатпăп.
Учитель ĕçĕ мĕн ĕмĕртенпех сумлă та пархатарлă пулнă. Эсир ачасене ăс-тăн панипе пĕрлех вĕсем чăн - чăн çын пулса ÿсчĕр, тесе тимлетĕр. Паян информатикăпа анлă çыхăну тапхăрĕнче сирĕн яваплăх татах та ÿсет. Çĕнĕ технологие алла илсе, ачасене тарăн пĕлÿ памалла. Вĕсене йывăрлăхсене çĕнтерме, пурнăçра хăйсен вырăнне тупма вĕрентмелле. Çакнв валли эсир хăвăрăн ĕçе, ачасене юратни, вĕсен пуласлăхĕшĕн çунса тăни кирлĕ. Çак пархатарлă енсем сирĕнте нихăçан та иксĕлмессе, малашне эсир татах та пуçаруллăрах пуласса эпĕ шансах тăратăп. «Вĕрентÿ» приоритетлă наци проекчĕ вара сире çĕнĕлле татах та ÿсĕмлĕрех вăй хума хавхалантарса пырĕ
Хисеплĕ вĕрентекенсем! Район, республика, çĕршыв пуласлăхĕ сирĕн тăрăшулăхăрпа пуçарулăхăртан, ачасене мĕнле вĕрентсе воспитани панинчен нумай килет. Кăçал Ăс-хакăлпа чун аталанăвĕн çулталăкĕнче çакăн пĕлтерĕшне уйрăмах лайăх туятпăр.
Сире хăвăрăн тивĕçĕре тÿрĕ чунпа пурнăçлама ырлăх-сывлăх сунатăп. Çăмăл мар ĕçĕрте вăй- хал та , чăтăмлăх та, чун ăшши те çиттĕрччĕ сирĕн. Пурне те çирĕп сывлăх, ăнăçу, тврочествăлла хавхалану, телей сунатăп.
Район пуçлăхĕ Ю.А.Иванов.