Хисеплĕ ĕçпе вăрçă ветеранĕсем, тыл ĕçченĕсем, хаклă ватăсем!
Ыран Ватă çынсен кунне уявлатпăр. Районта пурĕ 11 пин те 81 пенсионер пурăнать. Сирĕн хушăра Аслă Отечественнăй вăрçăра Тăван çĕршыв ирĕклĕхне хÿтĕленĕ, Аслă Çĕнтерĕве çывхартассишĕн тылра ырми- канми вăй хунă ватă çынсем те сахал мар. Вăрçă хыççăн та сирĕн пурнăç çăмăл пулман: халăх хуçалăхне ура çине тăратассишĕн кунне-çĕрне пăхмасăр вăй хунă, çĕршывăмăр çирĕп те хăватлă пултăр тесе тимленĕ. Тавах сире нимпе танлаштарма çук паттăрлăхăршăн. Сирĕн умăрта эпир çĕре çити пуç таятпăр. Паянхи çамрăк ăру сирĕн умăрта ĕмĕр-ĕмĕр парăмра.
Хисеплĕ çыннăмăрсем! Эсир нихăçан та йывăрлăхсем умĕнче пуçăрсене усман. Çирĕппĕн малаллах утнă, вăй хунă. Сирĕн пуян опытăр пирĕншĕн çав тери хаклă. Эпир сирĕнтен вĕренсе, йывăрлăхсене чыслăн çĕнтерсе пыма тивĕçлĕ.
Районти ветерансен канашĕ, район администрацийĕн пуçлăхĕ çумĕнчи пуян опытлă ватă çынсен канашĕ, вĕсен усăллă сĕнĕвĕсем пире ĕçре пулăшса пыраççĕ, малалла çул кăтартса параççĕ, çĕнĕ çитĕнÿсем тума хавхалантараççĕ. Кунçулăр вăрăм, ватлăхăр канлĕ килтĕр тесе, эпир хамăртан килнине йăлт тăвăпăр.
Сире пурне те Ватă çынсен кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп.. Çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр, канлĕ ватлăх сунатăп. Çывăх çыннăрсен ăнланăвĕ, чун ăшши пурнăçăра лăпкăлăх кÿтĕр.
Район пуçлăхĕ Ю.А.Иванов.