Чăваш Республикин хисеплĕ çыннисем!
Сире Пĕлÿ кунĕпе тата çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă ятпа чун-чĕререн саламлатăп!
Çĕнĕ пĕлÿ илесшĕн çунни, професси ăсталăхне лайăхлатса пыма, ăс-хакăл тата ÿт-пÿ тĕлĕшĕнчен аталанма ăнтăлни – ку чухнехи пурнăçăн мĕн пур тытăмĕнче çыншăн ăнăçăвăн никĕсĕ.
Чăваш Ен вĕренÿ тытăмĕ тĕрлĕ енлĕ аталаннă çынна пурнăç çулĕ çине тухмашкăн пулăшма тивĕçлĕ. XXI ĕмĕр ыйтнипе килĕшÿллĕн мĕн пур шайри вĕренÿ учрежденийĕсенче анлă модернизаци пырать, пурлăхпа техника никĕсĕ çирĕпленет, вĕренÿ тата лаборатори оборудованийĕ çĕнелет.
Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче Чăваш Республикинче 1000 ытла вĕренÿ заведенийĕ хăйсен алăкĕсене уçать. Вĕсенче 318 пин вĕренекенпе студент, çав шутра пĕрремĕш класа каякан 13 пин ача, пĕлÿ илĕç.
Юлашки 3 çулта шкулсен пурлăхпа техника никĕсне çĕнетме 3,5 млрд ытла тенкĕ хывнă. Çак вăхăтра юсав кирлĕ шкулсен 50 ытла процентне çĕнĕ сăн кĕртнĕ. Хуласенчи тата ялсенчи пысăк шкулсен апатланмăшĕсене модернизацилеме 210 млн тенкĕ уйăрнă, çавна май çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче шкул ачисен 70 ытла проценчĕ ку чухнехи оборудовани çинче хатĕрленĕ паха апата çийĕ.
Юлашки икĕ çулта республикăра ача сачĕсем анлăн тума пуçларĕç. Строительство, юсав шучĕпе тата ача сачĕсенчи лаптăксемпе тивĕçлипе усă курнипе 2011-2013 çулсенче çĕнĕрен 13610 вырăн уçăлнă. 2015 çулхи авăнăн 1-мĕшĕ тĕлне Чăваш Енре ача сачĕсенчи черет ыйтăвне татса парĕç.
Шанатăп: Чăваш Республикин вĕренÿ тытăмĕ малашне те конкуренцие хутшăнма пултаракан, пысăк пĕлÿллĕ тата культурăллă специалистсем хатĕрлĕ.
Пурне те ырлăх-сывалăх, çĕнĕ çитĕнÿсем, пултарулăх ĕçĕнче ăнăçу, телей сунатăп!
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М. Игнатьев
Уважаемые жители Чувашской Республики!
От всей души поздравляю вас с Днём знаний и началом нового учебного года!
Жажда новых знаний, стремление к совершенствованию профессионального мастерства, к духовному и физическому развитию являются для человека залогом успеха во всех сферах современной жизни.
Система образования Чувашии призвана способствовать формированию гармоничной, всесторонне развитой личности. В соответствии с требованиями ХХI века в учебных учреждениях всех уровней проводится масштабная модернизация, укрепляется материально-техническая база, обновляется учебное и лабораторное оборудование.
В новом учебном году в Чувашии распахнут свои двери более 1000 учебных заведений, в которых будут получать образование 318 тыс. учащихся и студентов, в том числе более 13 тыс. первоклассников.
На обновление материально-технической базы школ в последние три года было направлено более 3,5 млрд. рублей. За это время капитально отремонтировано более 50 процентов школ, нуждающихся в ремонте. На модернизацию столовых городских и крупных сельских школ выделено 210 млн. рублей, и в новом учебном году уже более 70 процентов школьников будут получать качественное питание, приготовленное на современном оборудовании.
Впервые за долгие годы началось масштабное строительство детских садов. За счет строительства, реконструкции и эффективного использования имеющихся в детских садах площадей в 2011-2013 годах открыто 13610 новых мест. К 1 сентября 2015 года в Чувашии будет решена проблема очередей в детские сады.
Уверен, что система образования Чувашской Республики будет и в дальнейшем готовить конкурентоспособных специалистов с высоким уровнем знаний и культуры.
Желаю всем крепкого здоровья, новых открытий, творческих свершений, счастья и благополучия!
Глава Чувашской Республики М. Игнатьев