01 сентября 2003 г.
Никамшăн та вăрттăнлăх мар ĕнтĕ, хальхи ялти çамрăк çынсенчен ытларахăшĕ ĕçке ерĕнсе хăйсен пурнăçри телейне эрех-сăрапа улăштарни. Ялти пурнăç кулленхи ĕçрен тытăнса тăни паллă пулсан та, хăйсен ĕçсĕрлĕхĕпе, илемсĕр сăнĕпе урама тĕссĕрлетекенсем "уçăлса" çÿренине час-часах куратăн. Мĕн хистет-ши вĕсене хаяр шĕвек кĕленчипе çывăхланма;" - шухăшлатăн вара çавсем çинче куçсем чарăнсан. Кашнинех сăлтавĕ йышлă пулех. Ман шутпа вара ытларах чухне вĕсене пурнăçри пĕчĕк ăнманлăхсем тĕрĕс çултан çухатса яраççĕ, çутă малашлăха ĕненме пăрахни, хăшĕсем вара пачах çĕр çинчи пурнăçăн илемлĕхне курманни вăй-хăвата пĕтерет.Çавăнпа вĕсемшĕн пурнăç кичеммĕн, тĕксĕммĕн курăнать. Малтанах ун пек çынсенчен пăрăнатăн, çав вăхăтрах шеллетĕн те. Вĕсен чунĕсем мĕн тери тăлăх та пушă пулнине туйса илетĕн те - мĕскĕнсене пулăшас килет.
Çакăн пек пулăшас тĕллевпех ĕçлет те район администрацийĕн культурăпа çамрăксен ĕçĕсен пайĕ. Августăн 20-мĕшĕнче ял администрацийĕсем çумĕнче йĕркеленĕ çамрăксен ушкăнĕсемпе комитечĕсен ертÿçисен семинар-вĕренĕвĕ иртрĕ. Унăн тĕллевĕ çакăн пек пулчĕ: çамрăксем хушшинче сывă пурнăç йĕркине çирĕплетесси. Ку семинар çул çÿрев евĕр ĕçлерĕ. Мероприятисем ытларах Сосновкăри çĕнĕ вĕрентÿпе культура центрĕнче иртрĕç. Унта эпир çамрăксен лидерĕсемпе тата специалисчĕсемпе пĕрле автобуспа çула тухрăмăр. Семинар ирхине 10 сехетре акт залĕнче пуçланчĕ. Ăна район администрацийĕн культура тата çамрăксен ыйтăвĕсемпе ĕçлекен пайĕн ертсе пыракан специалисчĕ Наталья Николаевна Ильина уçрĕ, семинарăн программипе паллаштарчĕ. Унтан специалистсем сăмах илчĕç. Вĕсенчен чи малтан ЧР Патшалăх çамрăксемпе ĕçлекен комитечĕн представителĕ Марина Соловьева тухса калаçрĕ. Вăл малтанах республикăра çамрăксемпе мĕнле ĕçлемелли çинчен 2005 çулчченхи тапхăра валли хатĕрленĕ программăпа паллаштарчĕ, ытти районсенчи çамрăксен тĕрлĕ организацийĕсен ĕçĕсем çинчен пĕлтерчĕ. Семинара чĕннĕ специалистсем пурте çак ыйту çине хуравлама тăрăшрĕç:"Мĕн вăл сывă пурнăç йĕрки;" Марина Александровна вара ун çине питĕ тĕрĕс, анлă хурав пачĕ. Хальхи вăхăтра çамрăксен пурнăçа йĕркелеме чипер условисем пуррине, республика Президенчĕ çак тĕлĕшпе сахал мар саккун кăларнине темиçе тĕслĕхпе çирĕплетрĕ. "Çамрăксен ипотеки" программа мĕнле вăя кĕрсе пыни çинчен тĕплĕн ăнлантарса пачĕ, çамрăк çемьесене çурт-йĕр çавăрмашкăн патшалăх çав кредита пани мĕнле пайталлă пулнине çирĕплетме тăрăшрĕ. Унăн тухса калаçнă сăмахĕнчи вырăна çаплипех илсе кăтартам: "Сывă пурнăç йĕркишĕн, ман шутпа, çемье - чăн-чăн çăлăнăç, мĕншĕн тесен, çемьеллĕ пулсан интерессем урăх, çавăнпа та çемье çынна малалла тĕртет. Хăçан эпир ĕçре тар тăкатпăр, çутă ĕмĕте пурнăçлассишĕн кĕрешетпĕр, çавăн чухне сывă пурнăç йĕркипе пурăнатпăр." Марина Александровна Н.В. Федоров Президент аслă ăру хушшинче те спортпа сывă пурнăç йĕркине сарма тăрăшни çамрăксене лайăх витĕм кÿнине палăртрĕ. Спортпа туслă пулнипе пĕрлех кулăш та сывлăхшăн питĕ усăллă пулнине йышăнчĕ. Ун валли те условисем çителĕклĕ: КВНсем ирттересси пирĕн республикăра аталансах пырать. Çавăн пекех Марина Александровна Президент стипендине тивĕçме мĕнле çитĕнÿсем тума кирлине каларĕ:"Сирĕн хăвăрăн пултарулăха кăтартма пĕлмелле, çавăн чух кăна пуçланă ĕç вĕçлĕ пулать. Тăрăшуллă çамрăксене эпир яланах ал пама хатĕр". Марина Александровна çамрăксене канăçсăрлатакан ыйтусемпе нумай кăсăкланчĕ, вĕсемпе тантăш пек калаçрĕ, ырă сĕнÿсем пачĕ.
Районти психологи центрĕн ертÿçи Л.А. Верховцева вăй-хал тата психика хавшанипе пулса каякан чирсем çинчен ăша хывмаллине каласа пачĕ. Çыннăн пусакан йывăрлăхсемпе кашни хăй тĕллĕн мĕнле кĕрешмелли çинчен усă курма кирлĕ сĕнÿсем пачĕ. Муркашри психологи центрĕ(эпир çула май кунта кĕрсе куртăмăр) нумай пулмасть çĕнĕрен юсаса-туса лартнăскер. Унта пурнăçри тĕрлĕ серепене лекнĕ çынсене пулăшаççĕ, инкекрен пăрăнмалли канашсем параççĕ, таврари çынсемпе пĕр чĕлхе тупма , кашни çынна хăйне ыттисемшĕн усăллă туйма, пĕрне пĕри сума сума, чĕрере ăшă туйăмсем упраса хăварма, пурнăçа шанма, ĕненме вĕрентеççĕ. Людмила Александровна педагог-психолог çамрăксене çак центра тренингсене(çамрăксем хушшинчи çивĕч ыйтусене сÿтсе явма пуçтарăнни) пухăнма чĕнчĕ.
Мăн Сĕнтĕрти вăтам шкул çумĕнче йĕркеленĕ М. Шуйцев ячĕллĕ çарпа патриотла клуб ертÿçи В. Семенов клуб ĕçĕпе паллаштарнипе те пурте кăмăллă юлчĕç. Унта та спорт аталанăвĕ малти вырăнта пулни палăрчĕ.
Район администрацийĕн халăх сывлăхне çирĕплетес тата физкультурăпа спорт пайĕн ертÿçи М.А. Романов хăйĕн сăмахĕнче спортпа туслашакансемпе пурнăçра сывлăх та, ăнăçу та пĕрле пыраççĕ тесе шантарчĕ.
Сосновкăри вĕрентÿпе культура центрĕнчи модельлĕ библиотекăра, этнографи музейĕнче пулса курни мĕн тери тĕлĕнтермĕш-савăнăç кÿчĕ тата.
Модельлĕ библиотека тени тепĕр майлă каласан тĕслĕхлĕ библиотека пулать, хальхи саманана тивĕçлĕ библиотека. Унта ăслă кĕнекесем вуланисĕр пуçне видеомагнитофонпа СД дисксем курма, компьютер витĕр интернетра тĕрлĕ информаци пĕлме, сканерпа усă курма та майсем пур. Кун пек библиотекăна ăс пухма çÿресси шкул ачисемшĕн киленÿ кăна пулмалла.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.И. Вязов та семинаристсемпе калаçма вăхăт тупрĕ. Вăл та çамрăксемпе ăнланса,чуна уçса калаçни курăнчĕ. Çамрăксемшĕн чылай тăрăшакан Республика Президентне Н.В. Федорова, унăн ĕçне тĕслĕх вырăнне илсе кăтартрĕ:"Проблемăсем пулмалла мар, пуçарулăх пулмалла. Айтăр, вăя парса тăрăшар: йĕркене пăхăнса, тикĕс, мал тĕллевлĕ". Çак сăмахсем çамрăксене хавхалантарма, вĕсенче çĕнĕ шанчăк çуратма кирлех пек.
Малаллахи çула тапранса Н.В. Никольский çуралнă тăван Купăрля ялĕнче пулса куртăмăр. Унти культурăпа кану паркĕнче кăмăлăмăрсене çырлахтартăмăр.
Йÿçкасси ялĕнче юлашки чарăну туса кунти кăçал кăна хута кайнă суту-илÿпе кану керменне кĕрсе тухрăмăр. Кунти пĕр витĕ айĕнче вырнаçнă обществăпа суту-илÿ центрĕ, кафе-бар, хăна çурчĕ пурне те килĕшрĕç.
Çакăнпа пĕр куна тăсăлнă çул çÿрев вĕçленчĕ. Çамрăк хĕрсемпе яшсем унтан çĕкленÿллĕ кăмăлпа, ума лартнă тĕллевсемпе, çĕнĕ вăйпа таврăнчĕç. Çак семинарта Уйкас Янасал, Мăн Сĕнтĕр, Ильинка, Москакасси, Оринин, Турай, Хорнуй, Шетмĕпуç, Йÿçкасси ял администрацийĕсен çумĕнчи çамрăксемпе ĕçлекен комитетсем, вĕсен лидерĕсем активлă пулчĕç. Ытти ял администрацийĕсенчен комитетсен лидерĕсем, шел пулин те, килеймен.
Семинарта çамрăксен комитечĕсен ертÿçисем ĕçре куллен кирлĕ пĕлÿпе пултарулăх опытне ăша хывма пултарчĕçех-тăр. Сывă пурнăç йĕркине вĕсем хăйсен тус-тантăшĕсем хушшинче те сарассине шанас килет.