Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Социаллă пурнăçа аталантарасси - тĕп ыйтусенчен пĕри

18 августа 2003 г.

Социаллă пурнăçа аталантарасси производство калăпăшне ÿстернинчен, бюджета налуксем ытларах пырса кĕнинчен килет. Район экономикине тĕреклетесси те производство аталанăвĕпе, ĕçри çитĕнÿсемпе тÿреммĕнех çыхăннă. Кашни отральтех ÿсĕм тăвасси çине ĕç тата пурнăç условийĕсем мĕнле шайра пулни те витĕм кÿреççĕ. Çакна шута илмесĕр тăма май çук. Çын çăкăрпа кăна тутă пулаймасть, теççĕ. Çавăнпа та район администрацийĕ халăх пурнăçне тĕрлĕ енлĕ аталантарса пырассишĕн тимлет. Кунта ĕçлекен çынсен ĕç укçи шайне ÿстерсе пырасси те пысăк вырăнта тăрать. Юлашки çулсенче бюджет сферинче пур отрасльсенче ĕçлекенсем шалу вăхăтра илсе тăни те ырă пулăм. Тăхăçлă ĕçлес, ÿсĕмсем тăвас тесен çынсен сывлăхĕ те çирĕп пулмалла. Сывлăхлă пулас тесен сывă пурнăç йĕркине те тытса пымалла. Ахальтен мар ĕнтĕ ЧР Президенчĕ Н.Федоров Патшалăх Канашне янă Çырура сывлăха çирĕплетесси малти вырăнта пулмаллине палăртсах каларĕ. Н. Федоров физкультурăпа массăллă спорта аталантарас, алкоголизмран тата ĕçкĕ-çикĕпе иртĕхесрен сыхланассине вăйлатас тĕлĕшпе хушма мерăсем йышăнасси çинчен указсем йышăнчĕ. Халăх сывлăхĕн шайне тĕпчес, вĕсем хăйсен сывлăхĕ пирки мĕн шутланине пĕлес тĕллевпе районта пурăнакансене анкетăсем çыртартăмăр. Унти кăтартусем мĕн çинчен калаççĕ-ха; Çынсем сывă пурнăç йĕрки кирлине, пурнăçра сиенлĕ йăласем - эрех-сăра ĕçни пысăк сиен кÿнине ăнланаççĕ. Вĕсем хăйсен сывлăхĕшĕн медицина ĕçченĕсене шаннине палăртаççĕ. Халăх сывлăхне çирĕплетес, ЧР Президенчĕн указĕсене пурнăçлас тĕллевпе районта спорт массăлăхне ÿстерме, ытларах тĕрлĕ ăмăртусем ирттерме тăрăшаççĕ. Юлашки çулсенче ку район администрацийĕн тĕп çул-йĕрĕсенчен пĕри пулса тăрать. Ахальтен мар ĕнтĕ районта çулсеренех пысăк пĕлтерĕшлĕ спорт мероприятийĕсем иртеççĕ. Тĕслĕхрен, район администрацийĕн пуçлăхĕн призĕшĕн йĕлтĕрпе чупассипе иртекен ăмăрту массăлăхĕ ÿссе пынине палăртмалла. Юлашки çулсенче унта çĕршер команда, пин çын ытла хутшăнать. Район центрĕнче тата Мăн Сĕнтĕрте çуллахи спартакиада ирттересси йăлана кĕрсе пыни те савăнтарать. Унта предприятисемпе учрежденисен командисемсĕр пуçне уйрăм ялсем те хăйсен командисене тăратаççĕ. Юлашки çулсенче тĕрлĕ хуçалăхсем, предприятисемпе учрежденисем хăйсен призĕсемшĕн спорт ăмăртăвĕсем ирттересси те ырă йăлана кĕчĕ. Сăмахран, “Ударник” хуçалăх “ял вăййисем”, Е. Андреев яч. хис. хуçалăх Е. Андреев призĕшĕн, Муркаш райповĕ çуллахи спорт сезонне уçнă вăхăтра, Ярапайкасси ял администрацийĕ Совет Союзĕн Геройĕ И.Г. Мешаков призĕшĕн, Мăн Сĕнтĕрте Совет Союзĕн Геройĕ Я.А. Анисимов тата М. Шуйцев воин-интернационалист парнисемшĕн, Н.А. Гусак ячĕпе тата ыт. нумай ăмăртусем иртеççĕ. Футболла выляссипе те чылай ăмăртусем пулаççĕ. Калайкасси шкулĕ кунтан вĕренсе тухнă спортсменсен ячĕпе ăмăртусем ирттерет. Районта шкул ачисен спартакиади те çулсеренех ăнăçлă иртет. Спорт ăмăртăвĕсене ирттерес тĕлĕшпе Муркашри чăх-чĕп фабрики хăйĕн çине яваплăх нумай илет. Халăх сывлăхне çирĕплетес ĕçре спорт массăлăхне ÿстернипе пĕрлех медицина пулăшăвĕ парасси те тивĕçлĕ шайра пулмалла. Калас пулать, районта сывлăха сыхлас ĕç çулсерен аталанса вăй илсе пырать, нумай çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртсе халăх сывлăхне сыхлас тĕлĕшпе ÿсĕмсем тăвать. Çак кунсенче Сывлăха сыхлас ĕç министерствин коллегийĕн анлă ларăвĕ Муркашра пулса иртни те ăна лайăх çирĕплетет. Районта пĕр медицина учрежденийĕ те хупăнман. Иртнĕ çулта Ярапайкассинче, Кăçал Нискассинче врач амбулаторийĕсен базисем çинче юсав ĕçĕсем ирттернĕ хыççăн пĕрлехи практика врачĕн офисĕсем уçăлчĕç. Вĕсем çĕнĕ оборудованисемпе пуянланчĕç. Çавăн пек офис Турайри участок больницин поликлиники çумĕнчи те уçма палăртнă. Йÿçкассинче участок больницин çĕнĕ çуртне тăвас тĕлĕшпе те халĕ ĕçсем пыраççĕ. Çакна та палăртса хăварас килет. Пирĕн районта пысăк квалификациллĕ, тарăн пĕлÿллĕ, пуян опытлă врачсем ĕçлеççĕ. Çавăнпа та хальхи вăхăтра республика больницисене каймасăрах районтах пысăк квалификациллĕ медицина пулăшăвĕ илме пулать. Ĕçри ăнăçу кашнин вĕренÿ шайĕнчен, вăл мĕнле специалист пулнинчен нумай килет, халăх пурнăçне лайăхлатасси те вĕренÿпе, вĕрентÿ шайĕпе çыхăннă. Район малашлăхĕ - паянхи çамрăксенче. Çавăнпах ĕнтĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ хăй ĕçлеме пуçласанах çамрăксене тарăн пĕлÿ парасси çине пысăк тимлĕх уйăрма пуçларĕ, чи лайăх вĕренекенсене стипенди те тÿлет. Чăн та, район, çĕршыв пуласлăхĕ - лайăх вĕреннĕ, тарăн пĕлÿллĕ çамрăксенче. Тÿрех каламалла, районта вĕрентÿ системине аталантарасси, ку ĕçре пурнăçпа тан пырасси те паян курăмлă. Ахальтен мар районти педагогсен вĕрентÿ ĕçĕпе паллашма республикăран анчах мар, Раççейри тĕрлĕ регионсенчен килеççĕ, районта нумай семинарсемпе канашлусем иртеççĕ. Уйрăмах укçа-тенкĕ ресурсĕсене перекетлесе вĕрентÿпе воспитани ĕçне лайăхлатса пынине палăртма кăмăллă. Вĕрентÿпе культура центрĕсем уçăлни, вĕсенче библиотекăсемпе спорт залĕсем пушă ларманни, тĕрлĕ мероприятисене шкул ачисемпе çамрăксем, ашшĕ-амăшĕсем хутшăнни укçа-тенкĕ перекетленипе пĕрлех ачасене тĕрлĕ енлĕ аталантарма, çамрăксен канăвне усăллă йĕркелеме, шкулпа ашшĕ-амăшĕсен çыхăнăвне çирĕплетсе ачасене тĕрĕс воспитани пама май парать. Кĕçех, çак кунсенче, çакăн пек центр Сосновкăра хута каймалла. Унсăр пуçне, хальхи вăхăтра çынсем çĕнĕ информаци технологийĕпе анлăн усă курма пултарччăр тесе тимлетпĕр. Çак енĕпе кашни шкулта ачасене компьютер технологине алла илме условисем туса парассишĕн те тăрăшатпăр, вĕсене компьютерсемпе пуянлататпăр. Çавăн пекех паян районти ĕçпе тивĕçтерекен центрăн вĕрентÿ класĕнче, çамрăк техниксен станцийĕнче, унăн Мăн Сĕнтĕрти филиалĕнче те компьютерпа ĕçлеме оператора вĕренме пулать. Вĕсем çулталăкĕпех ĕçлеççĕ, ятарлă курссем йĕркелесе кăмăл пуррисене вĕрентеççĕ. Пирĕн районти шкулсем районти анчах мар, республикăри, Раççейри тĕрлĕ программăсене хутшăнаççĕ, конкурссенче çĕнтереççĕ, ырă ята тивĕçеççĕ. Паянхи учительсен тĕп тĕллевĕ - ачасене тарăн пĕлÿ панипе пĕрлех паянхи кăткăс саманара, рынок хутшăнăвĕсен тапхăрĕнче вĕсене пурнăçра хăйсен вырăнне тупма вĕрентесси. Ачасене пурнăçра вĕренме вĕрентмелле эппин. Çав вăхăтрах культура аталанăвĕ пирки те манмалла мар. Харпăр хăй сывлăхĕшĕн тăрăшни те çыннăн культурине палăртакан тĕп енсенчен пĕри. Мĕншĕн тесен, культура вăл сцена çинче анчах мар. Кашни çын чунĕпе, хăйне тытма пĕлнипе илемлĕ пултăр. Çавăн чухне кашни килте, килкартинче, урамра тасалăхпа тирпейлĕх, культура хуçаланччăр. Пĕр-пĕрне хисеплеме пĕлни, кÿрентермесĕр хутшăнса пурăнни малти вырăнта пулччăр. Урăхла каласан, кашнин чун-чĕре культури малти вырăнта пулмалла. Халăхăн культура шайне ÿстерессишĕн районти культура ĕçченĕсем тимлеççĕ. Халăх ятне тивĕçнĕ ансамбльсен хисепĕ ÿснине те палăртма кăмăллă. Паян библиотекăсем те ĕçре çĕнĕ формăсемпе усă кураççĕ, халăх хушшине çĕнĕ кĕнекесемпе, информаципе тухаççĕ, тĕслĕх библиотекăсем те уçăлмалла. Культура ĕçченĕсем паян малашлăха курса ĕçлеççĕ. Çакна паянхи пурнăç хăй ыйтать. Ĕлĕкхи пек халăх клуба çÿремест халĕ, килрен телевизорсем пур, вĕсем темиçе программăпа тĕрлĕ передача кăтартаççĕ. Çавăнпа та культура ĕçченĕсем тĕрлĕрен меслетсемпе усă кураççĕ, ĕçре çĕнĕ формăсем шыраççĕ.Вĕсен тивĕçĕсем анлă. Хăйсен тĕп ĕçĕсĕр пуçне вĕсем яланах халăх хушшинче пулаççĕ, обществăлла ĕçсене те активлă хутшăнаççĕ. Обществăлла организацисем те активлă, пуçаруллă çынсем тÿлевсĕр тăрăшнипе нумай ырă ĕç тăваççĕ. Вĕсем çынсене пĕр-пĕринпе хутшăнма, пĕр-пĕрне ăнланма, пурнăçри ыйтусене татса пама пулăшаççĕ. Кирлĕ вĕсен ĕçĕ. Районти ветерансен канашĕ лайăх ĕçленине палăртмалла. Ăна юлашки çулсенче М.В. Виноградова ертсе пырать. Пирĕн ветерансенчен вĕренмелли нумай. Вĕсен тарăн ăс-тăнĕ, ырă канашĕ, пурнăçри пуян опычĕ çамрăксене яланах кирлĕ. Хĕрарăмсен канашĕсем хальхи вăхăтра хăйсен витĕмлĕхне ÿстерсе пыма тăрăшни куçкĕретех. Хĕрарăмăн пуян чун-чĕри паян килти ачи-пăчишĕн кăна мар, кÿршĕри, урамри ачасемшĕн те, вĕсен шăпишĕн те пăшăрханать. Хăйсен ачисене пăхман, амăшĕн тивĕçĕсене пурнăçламан хĕрарăмсемпе те ĕçлеççĕ вĕсем. Хĕрарăмсен канашĕсем малалла та çирĕп кăмăллă пулса çак ĕçсене туса пырасса, хăйсен пĕлтерĕшне ÿстерессе шанас килет. Ял старостисен ĕçĕ те çынсен пурнăçри ыйтăвĕсене татса парас, ял администрацийĕсемпе пĕрле тимлес тĕлĕшпе пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вĕсен задачисене палăртса çулталăкне икĕ хут канашлу ирттеретпĕр. Старостăсен ĕçне малашне татах лайăхлатса пымалла. Паян эпир çамрăксен канашĕсен ĕçĕ çине пысăк шанăç хуратпăр. Вĕсем урлă ытти çамрăксемпе ĕçлеме меллĕрех. Çамрăксен канашĕсенчен эпир çĕнĕ шухăшсем, усăллă сĕнÿсем кĕтетпĕр. Ăрусен çыхăнăвне çирĕплетес енĕпе те вĕсен витĕмлĕхĕ курăмлă пулмалла. Паянхи çамрăксем ватă çынсене хисеплесе вĕсенчен вĕренсе, вĕсен ырă ĕçĕсене малалла тăсса район экономикине аталантарса пымалла. Вĕсем пурнăçпа тан пырса яланах активлă позици йышăнса, тăрăшса ĕçлессе эпир çирĕп шанса тăратпăр. Район администрацийĕ хамăр районти çынсен ырă, мухтавлă ĕçĕсемпе кăмăллă. Пирĕн район çыннисен ăнланулăх пур, вĕсем пĕр-пĕрне хисеплеççĕ, ĕçчен, сăпайлă. Çак ырă енсене, ырă йăла-йĕркесене çухатар мар, малашне те пĕрле килĕштерсе ĕçлер, пурăнар. Хамăр ачасене те ĕçе хăнăхтарса, тĕрĕс воспитани парса ÿстерер. Ыран вĕсем пире улăштарма пултарччăр. Н. Петрова, район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика