Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Мускавра пултăм, Раççей вĕрентÿ министрĕпе канашларăм»

15 августа 2003 г.

ЮЛАШКИ çулсенче Чăваш Республикин вĕрентÿ тытăмĕ чылай çĕнелчĕ: вĕрентÿ пахалăхне ÿстерме пулăшакан ППЭ (Патшалăхăн пĕрлехи экзамĕнĕ), аслă шкулсене вăтам шкулти экзаменсен пĕтĕмлетĕвепех вĕренме кĕме май паракан ПЯПФТ (Патшалăхăн ятран паракан финанс тивĕçĕ) сăнавсем ăнăçлă пурнăçланчĕç, шкулсен реструктуризацийĕ ачасене пурлăхпа техника енчен пуян база шкулĕсене пухрĕ, тăрăшса вĕренме май пачĕ, ачасене шкул автобусĕпе база шкулне илсе çÿрени çул çинчи хăрушлăха сирчĕ. «Çĕнĕлĕхсем кĕртесси чи малтанах республика ертÿçи Н.В. Федоров малкурăмлă, пуçаруллă пулнипе çыхăннă», - тенĕ РФ вĕрентÿ министрĕ В. М. Филиппов Муркаш районĕн Йÿçкасси шкулĕн директорĕпе Ю. С. Яковлевпа калаçнă май. Вĕсем тĕл пулни пирки эпир хамăр маларах пĕлтернĕччĕ. Çак кунсенче Юрий Семеновичпа хăйĕн пе курса калаçма тÿр килчĕ. - Мĕн теллевпе эсир Мускава çул тытрăр-ха? - «Лидер образования» журнал редакцийĕпе Раççей учительствине аталантаракан фонд регионсенчи учительсене министрпа тĕл пултарма тăрăшаççĕ. Ку, паллах, ЧР Вĕрентÿ министрествипе килĕшсе татăлмасăр пулман. Республикăран шăпах мана Мускава яни кĕтменлĕх пулчĕтер. Ман пек директор пайтах-çке. Шăпа мана çакнашкал телей кÿнĕшĕн питĕ савăнтăм. Çав вăхăтра хама шаннине туйрăм. Пирĕн шкул вĕрентÿпе культура комплексĕ пулнине е эпĕ чылай çул директорта ĕçленине шута илнĕ-ши; Тĕрĕссипе калатăп – пĕлместĕп. Анчах сăлтавĕ паллă – В.М. Филиппов министр пĕчĕк республикăсенчи ял учитĕлесен йывăрлăхĕсене пĕлес тени. - Тĕл пулу мĕнлерех иртрĕ? - Утă уйăхĕн 25-мĕшĕнче 11 сехетре эпир Владимир Михайловичпа унăн ĕç пÿлĕмĕнчи сĕтел хушшине лартăмăр. Пĕр сехетре темех калаçма пулмасть. Вăл манăн ыйтусемпе маларах паллашнăран (пресс секретарĕ Урлă пĕлтернĕччĕ) калаçăва палăртнă вăхăтрах вĕçлерĕмĕр. Ăна, паллах, район центрĕнче вырнаçман шкулсен йывăрлăхĕсем, çитĕнĕвĕсем кăсклантараççĕ. Мана вара федераци министрестви ял шкулсенче малашне мĕнле пулăшу парасси интереслентерчĕ. Владимир Михайловичăн хальхи тĕллевĕ – ял шкулĕсене малалла аталантарасси. Аталану çулĕ çине тăни çеç çителĕксĕр-çке. «Ял шкулĕсене компьютеризацилесси» программĕна малашне мĕнле ĕçлеттермелли пирки калаçрăмăр. Шкулсене компьютерсемпе тивĕçтернĕ, анчах ку сахал. Содержани енчен пуянлатмалла, мультимеди хатĕрĕсем, çĕнĕ вĕрентÿ программисем те кирлĕ. Спорт инвентарĕсем кивелсех çитни пирки вăл эпĕ Каламасăрах аван пĕлет. Çавăнпа кăçал кашни шкулах вĕсемпе тивĕçтерме планланă. - Сирĕн шкул вĕрентÿпе культура комплексĕ терĕр. Çакăн пирки тĕплĕнрех каласа парăр-ха; - Республикăра ку йышши комплекс чылай. (Муркаш районĕнче кăçал улттăмĕшне Сосновкĕра хатĕрлеççĕ. – А.К.) Пирĕн шкул тытăмне тăватă учреждени кĕрет, вăтам шкул, Вăрманкасри пуçламăш шкул, «Василек» ачасен саче тата ÿнер шкулĕ (ачасем халăх инструменчĕсемпе, баянпа, аккардионпа,фортепианопа калама, ташлама - юрлама вĕренеççĕ). Ку ĕçе йĕркелесе пыма, паллах, çăмăлах мар. Пĕрлехи ĕçре вăй тени çакăнта палăрать ĕнтĕ. Кашни çак учреждени пĕр-пĕринпе тачă çыхăннă-çке. Ачасем садикрен – пуçламăщ щкултан вăтам щкула куçаççĕ вĕт. Эппин,пĕр ертÿçĕ ĕçе тĕллевлĕ йĕркелесе пынинчен лайăххиçук та пулĕ. Ку укçа-тенке, кадр ресурсĕсене пĕлсе, ытлашши тăкаксăр усă курма та май парать. Хореографпа музыканта садикре те ĕçлетеретпĕр. Ачасене шкула валли хатĕрлетпĕр. Ют чĕлхепе те садикрех паллашсан аван. Кун пирки ашшĕ-амăшĕсемпе канашламалла-ха. - Юрий Семенович, шкулсене 3-4-шар çĕнĕ компьютер çеç валеçнĕччĕ-çке. Сирĕн вара – 7-8? - Тĕрĕсех. Раççей программипе килĕшÿллĕн кашни шкулах çĕнĕ 3 компьютер комплексĕ панă. Пĕрне Сорос фончĕн конкурсĕнче çĕнтерсе тивĕçрĕмĕр. Ун чухне пире 3200 долларлăх грант пачĕç. Унпа компьютер çеç мар , сканер, факс, сăрă, хутсем те туянтăмăр. Çав фондах çур çул Интернетпа çыхăннăшăн тÿллерĕ. Унсăр пуçне юлашки çулсенче хамăр вăйпа пĕр компьютер та пулин туянатпăр. - Мĕнле майпа? Шкул вăл бизнеспа, укçа тăвассипе çыхăнман-çке. - Хушма вĕренÿрен (ÿнер шкулĕ) сахал пулин те çулталăкра самаях пухăнать. 15 гектар çĕре вырăнти «Ударник» хуçалăха усă курма панă. Сăмах май вăл пире питĕ пулăшать. Унран тупăш илетпĕр. Кĕркунне пĕрер ерне çĕр улми уйĕнче ĕçлетпĕр. Хăш пĕр хулана 20-25-шер тонна çĕр улми ăсататпăр. Стройматериал, куллен кирлĕ тĕрлĕ хатĕр илетпĕр. Конкурссем иртерме, музыка инструменчĕсем (кăçал ситезатор), концерт валли тумсем туянма та укçа кирлĕ. Ял ачисене ĕçе çеç хăнăхтармалла мар, пултаруллăхне аталантарма май памалла. Шкулсен пĕлÿ панипе пĕрлех воспитани енĕпе те нумайрах ĕçлемеллине палăртрĕ В.М. Филиппов. - Вĕрентÿри çĕнçлĕхсем те сăмах пулчĕ тĕр? - Паллах, калаçу унсăрăн иртмерĕ. Пирĕн республикăра вĕрентÿ модернизацийĕ вĕçленмен-ха. Федерци министрестви аслă классенче профильлĕ вĕрентме тытăнасшăн. Анчах вăл тÿрех пулмасть. Малтан 9-мĕш классене хатĕрлемелле. Кăçалхи вĕренÿ çулĕнче Шупашкар хулинче, Шупашкар, Патăрьел, Красноармейски, Муркаш районĕсенче çак сăнав иртĕ. 10-мĕш класа вара ачасем гуманитарие, физика - математикăна е хими – биологие суйласа вĕренме пултараççĕ. Аслă шкула вĕренме кĕнĕ чухне çак профильлĕ факультетсем вĕсене хапăл тусах йышăнаççĕ. - Вĕрентÿри çĕнĕлĕхсем пирки те сăмах пулчĕтĕр? - Паллах, калаçу унсăрăн иртмерĕ. Пирĕн республикăра вĕрентÿ модернизацийĕ вĕçленмен-ха. Федераци министрестви аслă классенче профильлĕ вĕрентме тытăнасшăн. Анчах вăл тÿрех пулмасть. Малтан 9-мĕш классене хатĕрлемелле. Кĕçалхи вĕренÿ çулĕнче шупашкар, Патăрьел, Красноармейский, Муркаш районĕсенче çак сăнав иртрĕ. 10-мĕш класа вара ачасем гуманитарие, физика-математикăна е хими-биологие суйласа вĕренме пултараççĕ. Аслă шкула вĕранме кĕнĕ чухне çак профильлĕ факультетсем вĕсене хапăл тусах йышăнĕç. - Профильлĕ вĕрентÿ Патшалăхăн пĕрлехи экзаменне улшăнусем кĕртме хистемест-и? - Ку ыйту мана та питĕ интереслентерчĕ. Эпе ăна Владимир Михайловичран ыйтмасăр чăтаймарăм. Хуравĕ вара çапла пулчĕ. Профильлĕ классемпе пĕрлех ахаль классем те пур-çке. Çавăнпа ППЭ материалĕсем те икĕ вариантпа пулма пултараççĕ. Çакă конкуренцие вăйлатать. Çавăнпа ачасен лайăхрах вĕренме, хăйсене палăртма тăрăшмалла. - Эсир директорта 15 çул ĕçлетĕр. ППЭ экспериментне ирттерме пуçланăранпа ачасен кăмăл-туйăмĕ улшăннине туятăр-и? - Туймасăр. Ачасен çеç мар, учительсен яваплăхĕ те ÿсрĕ. Пурте тенĕ пекех компьютерпа ĕçлеме вĕренесшĕн çунаççĕ. Вĕрентÿ уйăхĕсенче ĕç вĕçленсен те компьютер класĕ пушанмасть. Учительсем те урокĕсене çак класра ятарлă программăсемпе иртересшĕн. - Уроксем хыççăн ĕçлекен недагогăн ĕç укçи те ытларах пулĕ; - Малашне учительсен тÿлевĕн тытăмĕ те улшăнмалла иккен. Педагогсен ĕç кунĕ те пĕр-пĕр заводри ĕçченĕн пекех ирхине 8 сехетрен пуçласа 16-17 сехетчен тăсăлмалла. Ку уроксем çав сехетчен пĕлтермест. Урок хыççăн хушма вĕрентÿ, воспитани енĕпе ĕçлемелле. Ку тытăма хатĕрлесе çитермен-ха. Унсăр пуçне Владамир Михайлович вĕрентÿ учрежденийĕсенчен финанс тытăмĕ муниципалитетран региона куçасси пирки каларĕ. - Юрий Семенович, ĕçрен киле куçар-ха? - Ĕçрен киле инçех мар - çурт шкул хыçĕнчех ларать (кулатьĕ – А.К.). Эпĕ Элĕк районĕн Тури Хурасан ялĕнче çуралса ÿснĕ. Шупашкарти педагогика институтĕнчен Ÿют чĕлхесен факультетне пĕтернĕŸ вĕренсе тухсаннаправленипе Йÿçкасси шкулне ячĕç. 21 çул ĕнтĕ çакăнтан пăрахса каяймастăп. (паллах, шÿтлерех каларĕ – А.К.). Çак ялтах çурт лартмашкăн çĕр илтĕм. Стройматериалсене хатĕрлесе çитернĕпе пĕрех. Пĕччен ĕçлеме çеç кансĕртерех. - «Тепри» ăçта? - Шел те, хам валли пурнăç çулĕ тăрăх пĕрле утакан хĕрарăм тупăнмарĕ-ха. - Эппин, ку пахча çимĕçе те хăвăрах акса-лартса илетĕр пулĕ? (Эпир пахчара та пултăмăр). - Хамах çав. Хĕле валли помидор-хăяр тăварлатăп, салат таврашĕ те хамах хатĕрлетĕп. Апат-çимĕç пĕçересси, кĕпе-йĕм çăвасси те маншăн ют мар. Халĕ, акă, хваттерте пĕчĕк юсав ирттеретĕп. - Пушă вăхăтра пĕччен кичем пулĕ? - Ун пек вăхăт, çулла пушшех те, çукпа пĕрех. Шкулта та, килте те ĕç пайтах. Канмалли кунсенче çуралнă яла анне патне çÿретĕп. Хĕлле – сунара, çулла пулла кайса килме вăхăт тупсан та савăнатăп. Кăçал вĕренме кĕресшĕн-ха. - Сăпайлă чăваш, шкул директорĕ ăçта вĕренме кĕресшĕн пулнине каламарĕ. ЧР Вĕрентÿ министрествинчен ун пирки çапла каларĕç: «Юрий Семенович пек ертÿçĕсем ытларах пулсан вĕрентÿри çĕнĕлĕхсем пурнăçа частарах та кĕнĕ пулĕччĕç». Хам енчен вара эпĕ ăна вĕрентĕве çеç мар, амăшĕпе хăйĕн пурнăçне те çĕнĕ сывлăш (камне ăнлантарнă пулĕ) илсе кĕме сунасшăн.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика