Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Строительство ĕçĕсем чарăнмаççĕ

11 августа 2003 г.

Тĕрлĕ ĕçсемпе район территоринчи ялсене çитсен строительство ĕçĕсене курсан чун савăнать: пурăнатпăр-ха апла пулсан, малаллах пăхатпăр. Чăн та, юлашки çулсенче, укçа-тенкĕ енчен йывăрлăхсем пулсан та, строительство ĕçĕсем чарăнмарĕç. СоциаллĂ объектсем, çулсем, плотинасем тăвассипе те ĕçлеççĕ тĕрлĕ строительство организацийĕсем. Август уйăхĕн иккĕмĕш вырсарни кунĕнче пирĕн çĕршывра çулсеренех Строительсен кунне паллă тăваççĕ. Çак уяв умĕн хаçатăн обществăпа политика пурнăç пайĕн ертÿçи А. Чернова район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕпе, капиталлă строительствăпа архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх ертÿçипе В. Г. Никитинпа тĕл пулнă, кăçалхи строительство ĕçĕсем пирки тĕплĕнрех каласа пама ыйтнă. - Владимир Германович,районта çулсеренех строительствăра инвестици программине пурнăçлас енĕпе пысăк ĕçсем туса ирттереççĕ. Кăçал ку тĕлĕшпе епле ĕçлесе пыратăр; - Япăх тесех калас килмест. Хальхи вăхăтра районта тĕрлĕрен строительство ĕçĕсем пыраççĕ . Çавна май кăçалхи ултă уйăхра тĕрлĕ çăлкуçсенчен укçа-тенкĕне инвестици программине пурнăçласа пĕтĕмпе 59899,5 пин тенкĕ усă курнă. Çакă вăл иртнĕ çулхинчен чылай нумайрах пĕлтĕр, 7 уйăхра ку кăтарту 15443 пин тенкĕ пулнă .Урăхла каласан, ялсен инфраструктурине, вĕсенчи социаллă пурнăçа аталантарас тĕлĕшпе чылай ĕçсем пурнăçланă. - ЧР Президенчĕ кăçалхи февралĕн 25-мĕшĕнче «Чăваш Республикин ялĕсене газ кĕртессине вĕçлесси çинчен» Указ кăларчĕ. Унпа килĕшÿллĕн республикăра 2003 – 2004 çулсенче ялсене газ кĕртессине вĕçлемелле. Пирĕн районта газ кĕртес ĕçсем мĕнле пыраççĕ; - Çапла, ку ĕçе хăвăртлатмалла. Кăçал кăна республикăра çак тĕллевпе 1 млрд. тенкĕ уйăраççĕ. Унсăр пуçне тата ытти çăлкуçсенчен тепĕр 1 млрд. тенкĕ хушма укçа явăçтараççĕ. Муркаш районĕнчи 177 ялтан хальхи вăхăтра 135 ялĕнче газ çунать, пĕтĕмпе 687,14 километр тăршшĕ газ пăрăхĕсем хунă. Районти 13527 çуртпа хваттертен 8104-шĕнче кăвак çулăмпа усă кураççĕ. 2003 çулхи январь-февраль уйăхĕсенче пĕтĕмпе 18,46 км газ газ пăрăхĕсем хунă, 5 ялта газ янă, 272 çуртпа хваттере çут çанталăк газĕ çитнĕ. Газ çитмен 42 ялтан 34-шĕнче ăна кĕртме документсем пур е хальхи вăхăтра проектпа смета докуменчĕсене хатĕрлес ĕç пырать. Газ кĕртессипе уйрăмах Шашкар ял администрацийĕнче тăрăшмалла , мĕншĕн тесен, хальхи вăхăтра ку территоринчи пĕр ялта та çут çанталăк газĕпе усă курмаççĕ. Мемеккасси ялĕнче кĕçех газ ямалла, ытти ялсем патне пăрăхсем хума пуçланă. Çавăн пекех Турай ял администрацийĕнче 4 яла, Уйкас Янасал ял администрацийĕнче 2 яла газ кĕртмелле. Кунта çакна та каласа хăвармалла. Хăш-пĕр çĕрте, сăмахран, Катькас, Юнкă ял администрацийĕсенче ял администрацийĕсемпе пĕрлĕх вырăнти пуçарулăх ушкăнĕсем газ кĕртессине нумай тимлерĕç. Пур çĕрте те çакăн пек тăрăшса ĕçлесен, районта газ кĕртессине кăçалах вĕçлеме пулать. ЧР Президенчĕн кăçалхи февралĕн 25-мĕшĕнчи «Чăваш Республикин ялĕсене газ кĕртессине вĕçлесси çинчен» 13№ Указĕпе килĕшÿллĕн, ялта пурăнакансене газ кĕртме çăмăллатнă условисемпе кредит параççĕ, пенсионерсене РФ Пенси фончĕ те пулăшать. Çавăнпа та ял администрациăĕсен халăхпа ытларах ĕçлемелле, ăçта тăрăшаççĕ, активлă кăтартаççĕ – унта çут çанталăк газĕ те çунать. - Районта пурăнмалли çурт-йĕр, социаллă объектсем тăваççĕ-и; - Кăçал пĕтĕмпе 800 тăваткал метр чухлĕ пурăнмалли çурт-йĕр хута ямалла. Муркашри Чапаев урамĕнче сĕт завочĕ çумĕнчи çуртри виçĕ подъездне хута янă, кăçал тăваттăмĕш подъездне туса пĕтерсе 5 хваттере сентябрь уйăхĕнче хута яма палăртнă. Муркашри Парковăй урамĕнче те çĕнĕ пÿрт тума пуçланă. Унăн пĕрремĕш подъездне туса пĕтерсе 16 хваттере çĕнĕ çулччен хута ямалла. Халĕ çав хваттерсене валеçетпĕр, 4 çынна свидетельство панă, тепĕр 12 çынна çав свидетельствăсене август уйăхĕнче памалла. Хальхи вăхăтра хваттер илес текенсен черетĕнче 252 çын тăрать. Хваттер илме мĕн чухлĕ, миçе процент укçа тÿлесси çемье тупăшĕнчен, черетре миçе çул тăнинчен килет. Халĕ пурăнмалли çуртăн пĕр тăваткал метрĕн хакĕ 7,1пин тенкĕпе танлашать. Унсăр пуçне, ялсенчи çынсем те çуртсем лартаççĕ, ипотека кредитне, субсиди илеççĕ. Социалла ытти объектсене илес пулсан, хальхи вăхăтра Сосновкăри вĕрентÿпе культура комплексне туса пĕтерме васкаççĕ. Ăна çĕнĕ вĕренÿ çулне хута ямалла. Çавăн пекех Йÿçкассинчи ветерансен çурчĕпе больницăна тунă çĕрте те строительсем ĕçлеççĕ.2003 çулта РФ Пенси фондĕнчен ваттисен çуртне тума 6 млн. тенкĕ параççĕ, унăн пĕрремĕш черетне кăçал хута ямалла. Унта генподрядчик «Моргаушская» МСО, çавăн пекех «Моргаушская» ПМК тата «ВАЮВ» организацисем ĕçлеççĕ. Унсăр пуçне, хутса ăшăтмалли сезон пуçланиччен Тивĕшри вăтам шкула газ çитерсе унпа ăшăтма тытăнмалла. Сăмах май каласан, хальхи вăхăтра районта газпа ку шкулта кăна усă курмаççĕ. Хальхи вăхăтра тивĕш ялне тата шкулне газ кĕртес ĕçсем пыраççĕ. Çавăн пекех Мăн Сĕнтĕрте те котельнăйне çĕнетмелле. Юсавпа техника предприятийĕнчи котельнăйне хупса çуртсем çывăхнелле çĕнĕ топăчнăй тума йышăннă. Ăна валли Самарăран виçĕ пĕчĕк котельнăй илсе килнĕ «Сундырский» хуçалăхăн пулнă котельнăйне те юсаса çĕнетме палăртнă. Çакна палăртмалла: пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенчен «Ударник», «Свобода», тата Муркашри чăх-чĕп фабрики кăна çĕнĕ обьектсем туса хута яраççĕ, ытти çĕрте вара ку тĕлĕшпе ĕçсем çителĕксĕр, çĕнĕ çуртсем тăваймаççĕ. - Пурнăç ыйтнипе тепĕр чух çула та тухма тивет. Такăр çулсемпе çÿреме те меллĕ. Анчах та тĕрлĕ сăлтавсене пула, шел пулин те, вĕсем ванаççĕ. Вĕсене юсассипе-çĕнетессипе районта ĕçлекенсем пур-и; - Кăçал пĕтĕмпе 1,02 километр тăршшĕ çул туса хута янă. Халĕ икĕ çĕрте çул тунă çĕрте ĕçлеççĕ. Хальхи вăхăтра Опрыскъял патне çул тума пуçланă,кăçал унта çĕрне хăпартса çитермелле.Çавăн пекех Тяпакасси-Куçкăн çула, пĕтĕмпе 700 метр тăршшĕ туса пĕтерсе хута ямалла. Хальхи вăхăтра шкул автобусĕсене йĕркеллĕ çÿреме районти 8 çул çинче 4 организацин подрядчикĕсем ĕçлеççĕ. Ытти çулсем çинче те юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Кăçал çавăн пекех Муркаш-Москакасси çула тĕпрен юсамалла, Муркаш-Турай çула та малалла çĕнĕрен тумалла. - Ялсенче пурăнакансемшĕн пĕвесемпе плотинасем пурри çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вĕсене те юсаса-çĕнетсех тăмалла ĕнтĕ. - Шашкар ял администрацийĕнчи Вăрманкасси ялĕ патĕнчи плотинана юсаса çĕнетнĕ çĕрте «Водстрой» ПМК ĕçлет. Кăçал ăна туса пĕтерсе хута ямалла. Муркашри стадионран çÿлерехре те плотина тума тытăннă, ăна кăçал туса пĕтерме палăртнă. Вырăнта плотинасемпе пĕвесене татăлса каясран пăхса тăрасси çинчен манмалла мар, усăсăр тăкаксем ан пулччăр. - Строитель профессийĕ - чи пархатарлисенчен пĕри. Вĕсен пахалăхлă ĕçĕ ялсене илем кÿрет. Юлашкинчен мĕн калама пултаратăр; - Сторительство ĕçĕсем пыни пурнăç малалла кайнине çирĕплетет. Ялсенче илемлĕ, хăтлă , капмар çуртсем çĕкленни те ырă пулăм. Профессиллĕ уяв ячĕпе районти строительсене, мĕн пур çынсене(строительство ĕçĕсене хутшăнмасăр никам та пурăнмасть) ăшшăн саламлатăп. Малашне те районта строительство ĕçĕсем анлă сарăлччăр, палăртнă тĕллевсем пурнăçланччăр, ĕç пахалăхĕ те лайăхланса пытăр. Пурне те çирĕп сывлăх, ĕçре ăнăçусем, пурнăçра телей сунатăп. -Тавтапуç, Владимир Германович, калаçăва хутшăннăшăн. Ялсене илемлетес, çынсен пурнăç условийĕсене лайăхлатас тĕлĕшпе малашне те ÿсĕмлĕ ĕçлемелле пултăр. Уяв ячĕпе эппин, Сире.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика