Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачисемшĕн ашшĕ - амăшĕ яваплă

11 августа 2003 г.

Çитĕнекен ăрăва, çул çитмен çамрăксене, тĕрĕс воспитани парасси ашшĕ-амăшĕшĕн кăна мар, обществăшăн та çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ. Мĕншĕн тесен, паянхи çамрăксен малашлăхра пире улăштармалла. Ахальтен мар ĕнтĕ эпир вĕсене хамăрăн пуласлăх тетпĕр. Ача çуралсан ашшĕпе амăшĕ çине çав тери пысăк яваплăх тиенет. Вĕсем хăйсен пепки аталанăвĕшĕн, ачин пурнăçри шăпишĕн ответлă пулса тăраççĕ. Шел пулин те, хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕсем çакна ăнланманни, ачисене пăхманни, вĕсене тĕрĕс воспитани пама тăрăшманни канăçсăрлантарать. Иртнĕ шăмат кун, августăн 2-мĕшĕнче, районти çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен комисси членĕсем район прокурорĕ çумĕнчи ĕç ушкăнĕн членĕсемпе пĕрле çĕрлехи рейд ирттерчĕç. Малтанах вĕсем Оринино ял администрацийĕнчи Тереç ялĕнчи Орловсен çемйинче пулчĕç. Çемье пуçлăхĕ З.М. Орлова хăйĕн ачисене тивĕçлĕ воспитани парассишĕн, йĕркеллĕ апат çитерсе ÿстерессишĕн пачах тăрăшмасть. Эпир пырса кĕрсен пире унăн хĕрĕсем ăшă кăмăлпа кĕтсе илмерĕç, тÿрккессĕн калаçрĕç. Вĕсем хăйсене йĕркеллĕ тытма пĕлменни, кăшкăрашни никамшăн та килĕшÿллĕ мар, хăйсене те илем кÿмест. Çак çуртрах З. Орлован хĕрĕ хăйĕн 4 çулхи хĕрачипе пурăнать. Килте вара пĕчĕк ачана çитерме хура çăкăрсăр пуçне урăх нимĕн те çук. Зинаидăн хăйĕн те 18 çула çитмен 5 ача, кĕçĕнни 7 çулта кăна. Мĕн шутлаççĕ-ши кун пирки амăшĕпе хĕрĕ; Ун хыççăн пирĕн ушкăн Ситуккасси ялĕнче пулчĕ. Ку хутĕнче Морозовсен - Шигалевсен кил хуçи хĕрарăмĕ ÿсĕр марччĕ, Федя ывăлĕ те килтехчĕ. Вăл пире малалла та йĕркеллех пулать тесе шантарчĕ. Паллах, пирĕн унăн сăмахĕсене питĕ ĕненес килет, çак çамрăк ачана йĕркеллĕ çул çине тăратасчĕ. Рейд вăхăтĕнче эпир Москакассинчи Шатровсен, Юнкăпуçĕнчи Аргандеевсен çемйисенче пултăмăр. Вĕсем мĕнле пурăннипе кăсăкланса профилактикăлла калаçусем ирттертĕмĕр. Пире çавăн пекех ялсенчи культура учрежденийĕсен ĕçĕ те интереслентерчĕ. Юнкăри вĕрентÿпе культура центрĕнче пире унăн директорĕ В.Г. Федоров хăй кĕтсе илчĕ. Сăмах май каласан, кунта пурте йĕркеллĕ. Нискассинчи Культура çуртне те çитрĕмĕр. Вăхăт 23 сехете яхăн кăна пулин те, çамрăксем унта дискотекăна кĕме васкамаççĕ.Вĕсем Культура çуртне хирĕç вырнаçнă киоскран сăра илсе ĕçсе килеççĕ. Çамрăксем хушшинче хуларан килнисем те чылаййăн. Эпир вĕсемпе те калаçу ирттертĕмĕр. Турайри, Анаткассинчи Культура çурчĕсенче те çамрăксемпе тĕл пулса калаçрăмăр, кунта та хуларан хăнана килнĕ яшсемпе хĕрсем пурччĕ. Çакна та палăртас килет: ку тăрăхри культура учрежденийĕсенче ĕç режимне пăхăнассишĕн тăрăшмаççĕ. Шăмат кунсенче вĕсен çур çĕр иртни 1 сехетчен ĕçлемелле пулсан, Анаткассинче 24 сехет çитичченех хупнăччĕ. Ялти çамрăксем уншăн питĕ пăшăрханнă, вĕсем питĕ нумаййăн пухăннă. Вара комисси членĕсемпе пĕрле, ялти çамрăксем ыйтнипе, килне кайса Культура çурчĕн директорне лартса килтĕмĕр, çамрăксене канма тивĕçлĕ условисем туса пама кирли пирки те каласа хăвартăмăр. Мăн Токшик ялĕнче те, 24 сехет çитмен пулсан та, Культура çурчĕ хупăччĕ. Çав кунах эпир Çатракасси ял администрацийĕнчи Очăкасси ялĕнче пултăмăр. 23 çулхи А.А. Васильева уйăх ытла ĕнтĕ эрех ĕçсе пурăнать. Унăн 2 çул çурăри ывăлĕ Максим нуша курать. Ăна валли çимелли те нимĕн те çук. Пĕчĕк Максима эпир Кирилловсем патĕнчен тупса тухрăмăр. Амăшĕ А.А. Васильева тепĕр килте пĕчченех 6 çамрăкпа пĕрле ларатчĕ. Хăйсем пурте ĕçкеленĕччĕ. Паллах, эпир çак ачана тÿрех Муркаша больницăна реабилитаци палатине илсе килтĕмĕр. Çапах та çакăн пек ыйту çуралать. Мĕншĕн-ха Муркашран çак пĕчĕк ачана пулăшу пырса çитессе кĕтеççĕ ял администрацийĕн ĕçченĕсем тата ялти фельдшер пунктĕнче ĕçлекенсем.Вĕсен чунĕсем хытма пуçланă-ши; Ял халăхĕ каланă тăрăх, Максим урамра та, кил хушшинче те ÿсĕр амăшĕ патĕнче çывăрнине курнă. Сывă пурнăç йĕркине пăхăннине нимĕн те çитмест. Ачасене тĕрĕс-тĕкел çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларасси кашни ашшĕ-амăшĕн тивĕçĕ. Ашшĕ-амăшĕпе пĕрле ял администрацийĕ, общественноç ача-пăчана тĕрĕс воспитани парса çитĕнтерес ĕçе хутшăнсан питех те лайăх пулмалла.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика