16 февраля 2007 г.
«Этем 100 çулчченех пурăнма пултарать, - тенĕ И.П.Павлов академик. – Анчах эпир хамăра хамăр тытма пĕлменнипе, йĕркесĕр пурăннипе, хамăр организма типтерлĕ тытма пĕлменнипе çак цифрăна нумай пĕчĕклететпĕр».
Пирус сиенĕ çинчен сахал мар калаçатпăр пулсан та, туртма пăрахаймастпăр-çке. Мĕнре-ши сăлтавĕ? Мĕншĕн çынсем (арçынсем ытларах чухне) пирус туртма пуçлаççĕ? Мĕнле пăрахмалла-ши çак наркăмăша? Тата пăрахма пулать-ши? Çакăн пек ыйтусене хускатрĕç те ĕнтĕ Атапай шкул ачисем. Вĕсем пирус сиенĕ çинчен «Пирус туртнине хирĕç кĕрешни – сывлăхшăн кĕрешни» проект çырса хатĕрлерĕç. Çак ыйту паянхи куншăн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулса тăрать.
Пирус сиенне хирĕç медицина ĕçченĕсем çеç мар, пур халăх пĕрле пуçтарăнса кĕрешсен çеç çĕнтерме пулать. Кунта учительсем те, воспитательсем те, шкул ачисем те, вĕсен ашшĕ-амăшĕсем те, çамрăксем те хутшăнмалла.
Енчен те çемьере ашшĕ е амăшĕ пирус туртать пулсан, ăçтан-ха вĕсен тĕпренчĕкĕ, вĕсен ачи пирус ан турттăр. Аттесенчен вĕренетпĕр вĕт-ха ытларах чухне.
Çавăнпа та ашшĕ-амăшĕсен хăйсен ачин пуласлăхĕ, малашлăхĕ çинчен хальтерех шухăшласчĕ.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"