Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Малашлăха пăхса ĕçлетпĕр

25 августа 2006 г.

 

Районăн инженери инфраструктури хăвăрт утăмсемпе   аталанать. Çакă район администрацийĕ тĕллевлĕ те эффективлă ĕçленине сăнлать.

Район территорине аталантарас ĕçĕн комплекслă схемине хатĕрлесе çирĕплетни Муркаш Енре çивĕч тăракан социаллă задачăсене 2020 çулччен татса пама пăхнă социаллă экономика сферин аталану процессне  ертсе пымалли моделе тума май пачĕ.

Районти ялсен сăнĕ тĕпрен улшăнчĕ. Çĕнĕ çуртсем тата вĕсене хăвăрт тума пулăшакан çĕнĕ конструкцисем ял çыннишĕн çĕнĕлĕх мар ĕнтĕ.

Районта индивидуаллă тата социаллă çурт-йĕр тăвасси активлă пырать. Социаллă ипотека кредит программипе района 800 пин тенкĕ укçа уйăрса панă. Пурăнмалли условисене лайăхлатассипе учетра тăракан 5 çемье çав кредита 600 пин тенкĕ илнĕ.

Пур финанс çăлкуçĕсене те илсен, кăçал районта пурăнмалли çурт-йĕр хута ямалли программа 26400 тăваткал метрпа танлашать. Августăн 1-мĕшĕ тĕлне районта индивидуаллă 30 çурт хута кайнă. «Моргаушская» строительство организацийĕ Муркашри Парк урамĕнче нумай хваттерлĕ пурăнмалли çурт  (социаллă çурт-йĕр), физкультурăпа спорт комплексĕ тăвассипе ĕçлет. Çак вăхăта асăннă строительство организацийĕн ĕçченĕсем Йÿçкассинче ватăсемпе инвалидсен интерначĕн 10 вырăнлăх мунчаллă, кĕпе çумалли пÿлĕмлĕ, тăватă автомобиль вырнаçмалăх гаражлă хуçалăх блокне хута ячĕç, Уйкас Янасалти пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмне тĕпрен юсарĕç.

Район территорийĕнче автомобиль çÿремелли çулсем тăвассипе тата пăхса тăрассипе те ĕçсем пĕр вырăнта тăмаççĕ. Кунта çак подряд организацийĕсем ĕçлеççĕ: «Волгодорстрой» ОАО, «Дорисс» ОАО, «Дорстрой» ООО, «Чувашавтодор» патшалăх унитарлă предприяти, «Водстрой» ПМК ОАО, «Чебоксарское ДРСУ» патшалăх унитарлă предприяти, «ПГС-1» ООО, «Дорремстрой» ООО, 146-мĕш номерлĕ «ДЭП» ОАО. Планпа килĕшÿллĕн кăçал районта 5 километр автоçулсем хута каймалла. Паянхи куна вырăнти пĕлтерĕшлĕ 2,615 километр çула эксплуатацилеме пуçланă.

Мăн Сĕнтĕр райповĕ «Моргаушская» МСО пулăшнипе Москакассинче ял магазинĕпе столовăйя реконструкцилеме пуçларĕ.

Ялсен сăн-сăпачĕ çапла çĕнелнĕ май общество аталанăвĕ те малтан-мала кайни куçкĕрет.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика