Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Ватă çын - тăватă çын"

25 августа 2006 г.

 

Çапла калать чăвашсен авалхи каларăшĕ. Ватă çынна тивĕçлĕ вырăна хумалли, унăн сĕнĕвĕ-шухăшне яланах шута илме кирлĕ пирки чăвашсен ытти каларăшсем те сахал мар. Ку вара паянхи куншăн та пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çав тĕллевпех ĕнтĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ çумĕнче старейшинăсен канашне темиçе çул каяллах йĕркеленĕ. Пĕр сĕтел хушшине ларса чуна уçса калаçма, япăххипе лайăххи пирки сăмах ваклама, тунă çитĕнÿсемпе туса çитерейменни пирки куçран пăхса калама вĕсем иртнĕ ытлари кун район администрацине пухăнчĕç. Вĕсемпе район пуçлăхĕ Ю.А. Иванов, унăн çумĕ А.Н. Иванов тата ытти ответлă ĕçченсем тĕл пулчĕç.

- Сирĕн ят-сум та çук мар, пурнăç опычĕ пысăк, çавăнпа та сирĕнпе канашласа пăхни те ытлашши пулас çук,- терĕ тĕл пулăва уçнă май район пуçлăхĕ Ю.А. Иванов. Малтанах вăл районăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн кăçалхи çичĕ уйăхри кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ. Каламалла, унчченхи çулхипе танлаштарсан, лайăх еннелле улшăнусем курăмлă. Промышленность продукцийĕ туса кăларассипе те, ял хуçалăх продукцийĕ туса илсе сутассипе те малалла туртăнни сисĕнет. Апла пулин те кунта та пур ыйтăва та татса панă тесе калаймăн. Вĕсем пирки те район пуçлăхĕ пĕр пытармасăрах асăнчĕ.

Хуçалăхсенче вырма ĕçĕсем пынă май тĕл-пулура сăмах ун çине те çитсе кайрĕ. Çанталăк çумăрлăрах тăрать. Тыр-пула пухса кĕртессин хăвăртлăхĕ тивĕçтермест. Кĕрхи культурăсем хĕл каçнă чух сахал мар пĕтеççĕ. Агротехникăна пур чухне пăхăнманни сисĕнет. Çурхи культурăсен тухăçĕ пĕчĕкрех. Çĕнĕ техника туянасси, вăрлăх пахалăхĕ, ял çыннисене çĕр пайĕсемпе тивĕçтересси - тата ытти нумай-нумай ыйтусемпе ĕçлĕ калаçу пулса иртрĕ тĕл пулура.

Паллă ĕнтĕ, республика Патшалăх Канашĕн депутачĕсен çитес суйлавне те кун йĕркинчен кăларса пăрахаймăн. Ун пирки те пычĕ калаçу.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика