25 августа 2006 г.
Вăхăт питĕ хăвăрт иртет. Август уйăхĕ те вĕçленсе пырать. Çĕр ĕçченĕ вара хирте ырми-канми тăрăшать.
Çут çанталăкăн уяр кунĕсемпе туллин усă курса "Ударник" хуçалăх ĕçченĕсем те пулса çитнĕ тыр-пула вăхăтра тата пысăк пахалăхпа пухса илсе кĕлетсене кĕртсе хурассипе тимлеççĕ. Хуçалăхри "хир карапĕсем" çак вăхăта 2000 тоннăна яхăн тырă çапса тĕшĕлеме ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ.
Хирти тыр-пула вăхăтра йĕтем çине çитересси те ответлă ĕç пулса тăрать. Çакна комбайнсем патĕнчен тырă турттаракан водительсем те аван ăнланаççĕ. Кусем вĕсем Александр Анисимов, Владимир Иванов, Александр Германов, Виталий Семенов т. ыт. те.
Александр Анисимов водитель çак хĕрÿ вăхăт пĕлтерĕшне тĕрĕс ăнланса хăйне çирĕплетсе панă çăмăл автомашинăна вăхăтлăх хăварса груз турттармалли ЗИЛ-130 автомашина çине куçрĕ. Вырма ĕçĕсем пуçланнăранпа вăл 500 тоннăна яхăн тырă турттарма ĕлкĕрчĕ те ĕнтĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ вăл кăçал ЧР Президенчĕн стипендиачĕ пулса тăнă.
- Çак хисепе тÿрре кăларасси - манăн паянхи тĕллев,- тет ĕçе юратакан Александр. Вăл, çамрăк пулсан та, хăйĕн ĕçĕнче чăн-чăн маттур пулса тăрать. 6 çул ытла вăл хуçалăхри ветеринарсене çăмăл автомашинипе турттарать. Кăнтăрла та, çĕрле те ĕçре. Мĕншĕн тесен чирлĕ выльăх патне чĕнĕ çĕре вăхăтра çитсе ветеринарсемпе пулăшу пама тăрăшмалла.
Çавăнпах пулĕ 2004 çулхи ĕç пĕтĕмлетĕвĕсемпе Александр хуçалăхри профсоюз комитечĕ ирттерекен уйрăмри профсоюз членĕсем хушшинчи экономика ăмăртăвĕнче мала тухса "Чи лайăх водитель" чыслă ята тата укçан парнене тивĕçрĕ. Хуçалăх ĕçченĕсен ыйтăвĕсене вăхăтра тивĕçтерме пултарнăшăн тата ĕçри çитĕнÿсемшĕн 2005 çулхи ĕç пĕтĕмлетĕвĕсемпе килĕшÿллĕн вăл районти профсоюз организацийĕн Хисеп грамотине илме пултарчĕ.
А. Анисимов пек пултаруллă яш-кĕрĕм ял хуçалăхĕнче ĕçленĕ чух тата РФ Президенчĕ палăртнă ял хуçалăх производствине аталантарас тĕлĕшĕпе те наци проектне вăя кĕртнĕ чух ял хуçалăхĕн малашлăхĕ пурри никама та иккĕлентермест.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"