Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрремĕш шăнкăравччен - шутлă кунсем

25 августа 2006 г.

 

Шкулсенче пĕрремĕш шăнкăрав янăриччен, вĕренÿ çулĕ пуçланиччен шутлă кунсем юлаççĕ. Унччен вара иртнĕ çулхи ĕç итогĕсене пĕтĕмлетме, çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленессипе туса ирттернĕ ĕçсене тишкерсе хак пама, малашлăх тĕллевĕсене палăртма йăлана кĕнĕ тăрăх учительсем хăйсен августри конференцине пухăнаççĕ. Августăн 25-мĕшĕнче Муркаш шкулĕнче иртет вăл. Çавна май район хаçачĕн сотрудникĕ В. ШАПОШНИКОВ район администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политики тата физкультурăпа спорт пайĕн пуçлăхĕпе Л. МОЧАЛОВПА тĕл пулса хăш-пĕр ыйтусем çине хуравлама ыйтнă.

- Леонид Иванович, чи малтанах сире çитсе килекен çĕнĕ вĕренÿ çулĕ, Пĕлÿ кунĕ ячĕпе саламлатăп. Учительсен вĕренÿ çулĕ тытăниччен ирттерекен кăçалхи конференцийĕ, унăн тĕллевĕсемпе задачисем пирки кăштах чарăнса тăраймăр-ши;

- Конференци ĕçĕ-хĕлĕн йĕркелĕвĕнче, ытти çулхисемпе танлаштарсан, ытлашши пысăк улшăнусем çук тенĕ пулăттăм. Çапах та унăн тытăмĕпе пĕлтерĕшĕн сумĕ палăрмаллах пысăк. Кăçал вăл "Вĕренÿ" приоритетлă наци проекчĕн регионаллă тата муниципаллă вĕренÿ ĕçне модернизацилессин системинчи вырăнĕ" темăпа иртет.

Малтанах Муркаш шкулĕн презентацийĕ пулать. Кайран конференцие хутшăнакансем 4 секцие пайланса ĕçлеççĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов доклад туса парать, тухса калаçакансем хăйсен ĕç опычĕпе паллаштараççĕ. Ĕçре палăрнисене вара тĕрлĕ шайри Хисеп грамотисемпе, парнесемпе чыслама палăртатпăр.

Халĕ вара çак кунсенче конференцие хатĕрленес ĕçсем анлă сарăлнă. Учительсен секцисенчи занятийĕсем иртеççĕ.

Çавна та каласа хăварасшăн. Педагогика ĕçченĕсен республикăри конференцине районтан 28 çын хутшăнать. Вăл Шупашкарта августăн 24-мĕшĕнче иртет.

- Районти вĕрентÿ учрежденийĕсем çĕнĕ вĕренÿ çулне мĕнле хатĕрленсе кĕтсе илни пирки те пĕлес килет. Ку ыйтăвăн пĕлтерĕшĕ те пĕчĕк мар.

Çавна каласа хăварма пултаратăп. Хатĕрленÿ, юсав ĕçĕсене шкулсенче чылай малтанах, çу кунĕсенчех йĕркелерĕмĕр. Çавăнпа та пысăк ыйтусене вăхăтра татса пама пултартăмăр. Нумаях пулмасть вара ятарлă комисси шкулсем çĕнĕ вĕренÿ çулне мĕнле хатĕрленсе çитнине тĕрĕслесе тухрĕ. Пур шкула та вĕсем ачасене шкула йышăнма хатĕр тесе йышăнчĕ.

Ку тĕлĕшпе уйăрмах ырă енчен палăрнисем те паллă. Вĕсен шутне Муркаш лицейĕ, Ильинкăпа Сосновка шкулĕсем, Катькасри тата Çурлатринчи пуçламăш шкул-ача сачĕсем кĕчĕç.           

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика