Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăх сывлăхĕ лайăхланать пулин те

25 августа 2006 г.

 

Чăваш Республикинче пурăнакансен сывлăхне сыхлас, пурнăç пахалăхне лайăхлатас енĕпе тытса пыракан патшалăх политикин курăмлă енĕсем çук мар. Çак ĕçе программăллă-тĕллевлĕ майпа туса пынипе, хальхи социаллă медицина тата информаци технологийĕсене ĕçе кĕртнипе, инвестицисемпе усă курнипе сывлăх кăтартăвĕсем иртнĕ çул лайăхланнă.

Çынсем пурăнассин вăтам шайĕ 5 уйăх чухлĕ ÿснĕ, 66,31 çулпа танлашнă. Ку вăл Раççейри вăтам кăтартуран 1,04 çул чухлĕ пысăкрах.

Тин çуралнă ачасем 1000 çын пуçне 7,8 вилнĕ. Ку кăтарту та Атăл çи федераллă округĕпе тата Раççейĕпе чи лайăххи.

Наркоманипе тата токсикоманипе чирлесси унчченхинчен чакнă, ку енĕпе кăтартусем Райĕн вăтам кăтартăвĕнчен 3 тата 2 хут пĕчĕкрех. Туберкулезпа чирлесси унпа чирлесе вилесси те сахалланнă.

Лайăх еннелле улшăнусем пур пулин те, çитменлĕхсем те çук мар-ха. Вилекенсем çуралакансенчен Чăваш Республикипе те, çĕршывĕпе те хальлĕхе ытларах. 1993 çултан тытăнса 2005 çулччен республикăра пурăнакансен йышĕ 5 процент (67,7 процент) чакнă. Вилекенсем хушшинче тĕрлĕрен инкек-синкексене, суранланнисене, наркăмăшланние пула вилекенсем, пĕр-пĕрне е хăйсене хăйсем вĕлернисем нумай, вилнисен пĕтĕм йышĕнче 30 процентпа танлашаççĕ.

ЧР Сывлха сыхлас ĕç министерстви.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика