Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пултаруллисене хавхалантарма Çĕртме çĕнтерÿçисем валли

25 августа 2006 г.

 

2007 çулхи ака-суха ĕçĕсенчи вăхăта перекетлес, çитес çулхи тыр-пул хăй хаклăхне чакарас, çум курăксене пĕтерес, ял хуçалăх культурисен тăшманĕсемпе чир-чĕрне пĕтерес тĕллевпе район администрацийĕн пуçлăхĕн 2006 çулхи августăн 16-мĕшĕнчи 331 № йышăнăвĕпе 2006 çулхи августăн 15-мĕшĕнчен тытăнса ноябрĕн 1-мĕшĕччен ял хуçалăх предприятийĕсенчи механизаторсем хушшинче çĕртме сухи тăвассипе конкурс ирттерме йышăннă.

Çĕнтерÿçĕсене палăртнă чух чи нумай ĕç калăпăшĕ пурнăçланине, агротехника требованийĕсене, хăрушсăрлăх техникине, ĕç дисциплинине пăхăннине шута илеççĕ.

Эрнери суха нормисене пурнăçланине кура сухара ĕçлекенсене çак йĕркепе премилеме пăхнă:

1,4 т.с класлă тракторсем енĕпе (МТЗ-80, МТЗ-82) - 39 гектар.

1-мĕш вырăн - 300 тенкĕ (свидетельство, вымпел).

2-мĕш вырăн - 200 тенкĕ (свидетельство).

3-мĕш вырăн - 100 тенкĕ (свидетельство).

3 т.с класлă тракторсем енĕпе (ДТ-75) - 50 гектар.

1-мĕш вырăн - 300 тенкĕ (свидетельство, вымпел).

2-мĕш вырăн - 200 тенкĕ (свидетельство).

3-мĕш вырăн - 100 тенкĕ (свидетельство).

5 т.с класлă тракторсем енĕпе (Т-150, Т-150К, МТЗ-1221, ВТ-100) - 73 гектар.

1-мĕш вырăн - 300 тенкĕ (свидетельство, вымпел).

2-мĕш вырăн - 200 тенкĕ (свидетельство).

3-мĕш вырăн - 100 тенкĕ (свидетельство).

Çĕртме сухи тăвакан механизаторсен районти ăмăртăвĕнче мала тухнисем валли 3 преми палăртнă:

1-мĕш вырăн - 600 тенкĕ тата лента, 1-мĕш степеньлĕ диплом.

2-мĕш вырăн - 500 тенкĕ, 2-мĕш степеньлĕ диплом.

3-мĕш вырăн - 400 тенкĕ, 3-мĕш степеньлĕ диплом.

Конкурс итогĕсене пĕтĕмлетме комисси туса хунă, унта çаксене кĕртнĕ:

А.Н. Иванов, район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, комисси председателĕ*

Ф.Ф. Григорьева, агропромышленность комплексĕнче ĕçлекенсен профсоюз райкомĕн председателĕ, комисси председателĕн çумĕ*

П.П. Замятина, патшалăх вăрлăх инспекцийĕн районти филиалĕн пуçлăхĕ, комисси членĕ*

А.И. Павлов, район администрацийĕн ял хуçалăх управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ, комисси секретарĕ*

А.П. Белов, районти "Çĕнтерÿ ялавĕ" хаçат сотрудникĕ, комисси членĕ.

Мала тухнă механизаторсене премисене, свидетельствосемпе вымпелсене ĕçри лару-тăрура пама, конкурс итогĕсене ернесерен район хаçатĕнче çутатма йышăннă.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика