25 августа 2006 г.
Район территорийĕнче 177 ял, 16 ял тăрăхĕ. Район территорийĕ 84,5 пин гектар йышăнать. 26 ял хуçалăх предприятийĕ, 8 промышленность предприятийĕ, потребительсен 2 обществи, 58 хресчен (фермер) хуçалăхĕ, районти çыхăну узелĕ тата 19 çыхăну уйрăмĕ, 20 АТС вырнаçнă.
Район территорийĕнче 19 автобус маршручĕ йĕркеленĕ. Кунсăр пуçне 17 маршрутпа уйрăм предпринимательсем пассажирсене илсе çÿрессине йĕркеленĕ.
Уйрăм харпăрлăхра 2522 çăмăл автомашина, груз турттармалли автомашинăсем 580, тракторсем 286 шутланаççĕ.
Районта вырăнта регистрациленисем 36,7 пин çын пурăнать, вăл шутран Муркашра - 3189 çын.
Çулталăк пуçланнăранпа 214 çын çуралнă (2005 çулхи çав вăхăтра 220), 412 çын вилнĕ (379 çын).
Районĕпе çичĕ уйăхра 404 миллион та 818,9 пин тенкĕлĕх продукци реализациленĕ. Ку вăл пĕлтĕрхи çав вăхăтрипе танлаштарсан 112 процент пулать. Продукци реализациленин пĕтĕм шайĕнче ял хуçалăх предприятийĕсен продукцийĕ 160 миллион та 146,9 пин тенкĕпе, промышленность предприятийĕсен продукцийĕ 244 миллион та 672 пин тенкĕпе танлашать. "Муркаш издательство çурчĕ" патшалăх унитарлă предприятийĕ, "Сундырь-Хлеб" общество, ""Моргаушагропромснаб", "Сеспель", "Вита" предприятисем, "Моргаушрайгаз" филиалĕ, Муркашри тата Сĕнтĕрти пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх предприятийĕсем пĕлтĕрхинчен ÿсĕмлĕрех ĕçленĕ.
Çулталăк пуçланнăранпа 38 миллион та 216 пин тенкĕлĕх тÿлевлĕ пулăшу панă. Иртнĕ çул çак вăхăта ку кăтарту 27 миллион та 741,4 пин тенкĕпе танлашнă. "Моргаушрайбыт" предприятире ку енĕпе кăтартăва иртнĕ çулхинчен 37,6 процент ÿстерме пултарнă пулсан, "Нежность" предприятире 67,4 процент чакарнă.
Ваккăн сутмалли тавар çаврăнăш калăпăшĕ 188 миллион та 914 пин тенкĕпе танлашнă. Мăн Сĕнтĕр райповĕ тавар çаврăнăш калăпăшне пĕлтĕрхи çав вăхăтринчен 24,3 процент, Муркаш райповĕ 20,2 процент ÿстернĕ.
Çулталăк пуçланнăранпа пĕтĕмпе 3102 тонна (иртнĕ çул çав вăхăтра 2771 тонна) аш-какай, 29163 тонна (иртнĕ çул 27316 тонна) сĕт туса илнĕ. Районĕпе кашни ĕнерен вăтамран 2419 килограмм, çав шутран ял хуçалăх предприятийĕсенче - 2385 килограмм сĕт сунă. Чăхсенчен пĕтĕмпе 33 миллион та 953 пин çăмарта илнĕ (пĕлтĕрхипе танлаштарсан 117,4 процент). Кашни чăх пуçне вăтамран 184,8 çăмарта илнĕ. Самăртма хупнă мăйракаллă шултра выльăхсем талăкра вăтамран 494 грамм, сыснасем 343 грамм ÿт хушнă.
Усă куракан кашни 100 гектар çĕр пуçне 49,3 центнер аш-какай, 463,9 центнер сĕт туса илнĕ.
Районĕпе августăн 1-мĕшĕ тĕлне 23406 пуç (пĕлтĕр çав вăхăта 23249 пуç) мăйракаллă шултра выльăх (çав шутран пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче 9315 пуç, уйрăм çынсен хуçалăхĕсенче 14091 пуç), сыснасем 25266 пуç (пĕлтĕр 19622 пуç), сурăхсемпе качакасем 11808 пуç (пĕлтĕр 10260 пуç). кайăк-кĕшĕк 285,7 пин пуç (пĕлтĕр 270,6 пин пуç), лашасем 551 пуç (пĕлтĕр 700 пуç) шутланнă.
Ял çыннисенчен 3074 тонна (пĕлтĕр çав вăхăтра 2728 тонна) сĕт сутăн илнĕ. Çав шутран ял хуçалăх предприятийĕсем тăрăх 5,3 тонна, Муркаш райповĕпе 502 тонна (пĕлтĕр 545,4 тонна), Мăн Сĕнтĕр райповĕпе 481 тонна (пĕлтĕр 514 тонна), ытти предпринимательсемпе заводсем тăрăх 2086 тонна (пĕлтĕр 1616 тонна).
Аш-какай ял çыннисенчен 526 тонна илнĕ (пĕлтĕрхи çав вăхăтрипе танлаштарсан, 131,4 процент).
2006 çулхи январь-июль уйăхĕсенче 138 миллион та 16 пин пин тенкĕлĕх инвестицисемпе усă курнă.
Ĕçсĕррисем 47 çын шутланаççĕ, ĕçсĕрлĕх шайĕ 0,22 процентпа танлашать.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"