Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мускаври тĕл пулусем

01 августа 2006 г.

 

Июлĕн 22-мĕшĕнче Чăваш Республикин Президенчĕ Николай Федоров Мускавра Казахстан Республикин Президенчĕпе Нурсултан Назарбаевпа тата Казахстанăн Раççейри Чрезвычайлă тата Полномочиллĕ посолĕпе Жансеит Туймебаевпа тĕл  пулнă.

Калаçу вăхăтĕнче Чăваш Енпе Казахстан килĕштересе ĕçлессипе, казах делегацийĕ Шупашкарта пулнă май тунă килĕшÿсене пурнăçлассипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă. Нурсултан Назарбаев Николай Федорова çывăх вăхăтра официаллă визитпа Казахстан Республикине пыма чĕннĕ.

Çав кунах Николай Федоров Президент Раççей Федерацийĕн ял хуçалăх министрĕпе Алексей Гордеевпа курнăçнă. Тĕл пулура пысăк пĕлтерĕшлĕ «ПАК аталанăвĕ» наци проектне пурнăçлассипе, çавăн пекех федерацин 2007 çулхи бюджетĕнчен Чăваш Ене пысăкрах пулăшу кÿрессипе çыхăннă ыйтусене тишкернĕ. Алексей Гордеев республика ертÿçине агропромышленноç комлексне аталантарас енĕпе çине тăнăшăн тав тунă.

Республика пуçлăхĕпе федераци министрĕ çавăн пекех Чăваш Енпе Венгри ĕçтешлĕхне аталантарас ыйтусене сÿтсе явнă. Ку Алексей Годееев çывăх вăхăтра ĕçлĕ визитпа Венгрие кайма палăртнипе çыхăннă. Раççей делегацийĕн йышне кĕме Чăваш Ен Президентне, пирĕн республикăн ĕçлĕ çыннисене те чĕннĕ.

ЧР ПА пресс-служби.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика