Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пуласлăха шанса

01 августа 2006 г.

 

Çамрăк çын - иксĕлми хăват, асамлă вăй çăл куçĕ. Вăл - çĕршывăмăр пуласлăхĕ, тĕрекĕ, шанчăкĕ. Паян наука гранитне шĕкĕлчекен, футболла  каçса кайса вылякан, дискотека шавне килĕштерекен яшсемпе хĕрсем - ыранхи çĕршыв хуçисем. Çамрăксене аталанма, тĕрĕс çул-йĕр суйласа илме пулăшасси вара, ман шутпа, патшалăх тивĕçĕ. Çамрăк ăру пуласлăхĕ- çĕршыв пуласлăхĕ. Патшалăх ертÿçисем çакна ăнланса илсе ĕçлеме тытăнни савăнтарать, паллах.

Раççейре те, Чăваш Республикинче те, пирĕн районта та  яш-кĕрĕме пулăшас, аталантарас тĕллевпе ятарлă прогрăммăсем йĕркеленĕ. Муркаш районĕнче пурăнакансен чĕрĕк пайĕ - çамрăксем (23,7 процент е 8961 çын - 14-30 çултисене шута илнĕ). Мĕнле пурăнаççĕ, мĕн ĕçлеççĕ Муркаш районĕн çамрăкĕсем; Мĕнлĕ ĕмĕтсем, шухăшсем тĕвĕленеççĕ вĕсен пуçĕсенче; Мĕнле йывăрлăхсене çĕнтерме тивет паянхи çамрăкăн; Çакна район администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политики, физкультура, спорт енĕпе ĕçлекен пай тĕп специалисчĕ Галина Геннадьевна Любимова пуринчен те лайăх пĕлет ĕнтĕ. Яш-кĕрĕмпе тачă хутшăннăран, вĕсен пурнăçне ăнланнăран* вĕсемпе пĕр сывлăшпа сывланăран çамрăксен савăнăçĕ те, хуйхи те уншăн калама çук çывăх.

«Паянхи кун проблеми - ял «ватăлса» пыни»,- чун ыратăвне манпа пайларĕ Галина Геннадьевна. Ялта çурласа ÿснĕ яшсемпе хĕрсем тăван тăрăхĕсене пăрахса аякка тухса кайни никамшăн та вăрттăнлăх мар ĕнтĕ. Пĕрисем укçаллăрах ĕç шыраççĕ, теприсем ял пурнăçĕн йывăрлăхĕсенчен тараççĕ. Паянхи куна ял хуçалăхĕнче 700 яхăн çамрăк ĕçлет. Шел пулин те, вĕсен шучĕ кунран-кун чакса пырать: вăй питти яшсемпе хĕрсем пысăк укçа шыраса Мускава е ытти хуласене туха-туха каяççĕ. Ял ĕçĕ вĕсен ашшĕ-амăшĕсем, аслашшĕ-асламăшĕсем çине тиенет. Ирĕксĕрех шикленме пуçлатăн: çамрăк хресченсĕр тăрса юлнă ял пуласлăхĕ пур-ши;.. Ытти отрасльсене илсен, тĕслĕхрен, пĕлÿ сферинче - 139, РОВДра - 56, культура учроежденийĕсенче - 55, муниципаллă пĕрлĕхĕсенче - 54, администрацинче - 29 çамрăк çын ĕçлет. Муркаш районĕнче пурăнакан 1447 студент Шупашкакрта тата ытти хулара пĕлÿ пухать. Вĕсечен çурри те пулин каялла тăван районне ĕçлеме килĕ-ши; Ют çĕрте, тен, тенки те пысăкрах, пурнăçĕ те пылакрах... Пĕлместĕп. Анчах пирĕн, çамрăксен, атте-анне çĕрĕ çинчен куç хупса тармалла марах: ют хуласенчи илĕртÿллĕ пурнăçа тăван районта тума пулмасть-ши вара; Муркаш районĕ çамрăк специалистсене-мал ĕмĕтлĕ те хастар яшсемпе хĕрсене - кĕтнине  Галина Геннадьевна та палăртрĕ.

- Юлашки вăхăтра, - каласа пачĕ Г.Г. Любимова, - республикăра çамрăксене, уйрăмах тĕрлĕ предприятисенче вăй хуракан яш-кĕрĕме, пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Нумаях пулмасть пĕр семинарта республика программин «Чăваш Енĕн ĕçлекен çамрăкĕсем» проекчĕпе паллаштарчĕç. Унсăр пуçне республикăра «Çамрăксемпе ĕçлекен чи лайăх организаци» конкурс ирттерни çинчен пĕлтерчĕç. Тупăшу 5 номинаципе пырать: 1 – «Ял хуçалăх»* 2 - «Промышленность»* 3 - «Суту-илÿ тата йăлари тивĕçтерÿ сфери»* 4 - «Уйрăм предпринимательство»* 5 - «çемье бизнесĕ». Хамăр енчен эпир Муркаш, Мăн Сĕнтĕр райповĕсене, МСО «Моргаушская», ЧП Николаева, ООО «Моргаушрайбыта» явăçтарасшăн пирĕн районта ытти предприятисем те лайăх ĕçлесе пыраççĕ, çавăнпа та вĕсем çак конкурса хастар хутшăнасса шанас килет. Асăннă предприятисем çамрăксемпе тăрăшса ĕçлеççĕ, çавăн пекех Муркашри тĕп больница çамрăкĕсем те пирĕнпе хаваспах хутшăнаçççĕ,- хастаррисене асăнчĕ Г.Г. Любимова.

Патшалăх çамрăк ăрăва тимлĕх уйăрмасан, хÿтлĕхсĕр хăварсан çĕршыв тĕрекĕ пĕтесси, чапĕ сÿнесси куç кĕретех ĕнтĕ. Яш-кĕрĕме тивĕçлĕн аталантарма май туса парса тĕллевлĕ юлашки вăхăтра пурнăçа кĕрсе пыракан наци программисем. «АПК аталанăвĕ» наци проекчĕ те ĕçлет пирĕн районта. Хресчене ура  çине тăма патшалăх ятарлă кредитсем уйăрса пани - паха пулăм.

Çĕнĕлĕхсем çамрăк фермерсене те интереслентереççĕ. Ял хуçалăх пуласлăхĕ - ÿркенмен, хастар çамрăксенче, çавăнпа та май пуррисем патшалăх пулăшăвĕпе ăнăçлă усă курасса шанас килет.

Патшалăх çамрăксене çурт-йĕр çавăрас ĕçре те алă тăсать. «Кăçал «Çамрăк çемьесене çурт-йĕрпе тивĕçтересси» прогрăммăпа 17 çамрăк мăшăр документсем тăратнă. «Ял социаллă аталанăвĕ» программа вара 8 çемьене хăйсен йăвине çавăрма шанăç панă. Май пур таран патшалăх пулăшăвĕпе усă курса юлмалла»,- терĕ Г.Г. Любимова. (программăсем çинчен райхаçатăн иртнĕ номерĕсенче вуласа пĕлме пулать).

«Паянхи кун пултаруллă, мал ĕмĕтлĕ çамрăксен  аталанма май пурри савăнтарать. Кашни çулах яшсемпе хĕрсене Президент стипендине илме тăрăтатпăр. Кăçалхи çу уйăхĕнчен пуçласа эпир «Банк данных талантливой и способной молодежи Моргаушского района» пухма тытăнтăмăр. Чи хастар çамрăксем республика конкурсне хутшăнаççĕ. Пултаруллисем ятарлă преми илме пултараççĕ»,- калаçу çăмхине малалла тăсрĕ Галина Геннадьевна.

Çĕршыва пултаруллă яш-кĕрĕм кирлине никам та хирĕçлемест. Çамрăк ăру - чăн-чăн патриотсем пулни пуринчен те паха. Çамрăксенче патриотизм туйăмне чĕртес тĕллевпе пирĕн районта «Зарница», «Орленок» вăййисем иртеççĕ. «Çак мероприятисене ирттерме кăçал пире Муркаш шкулĕн учителĕ Владимир Гурьевич Львов пулăшать. Вăл ертсе пыракан çак ĕçе туса пыратпăр эпир»,- маттур вĕрентекене тав турĕ Галина Геннадьевна. Кашни кĕркунне тата çуркунне ирттерекен Призывник кунĕсем те каччăсене тăван çĕр-шыва хисеплеме, салтак чысне упрама вĕрентеççĕ. Çамрăксене тивĕçлĕ воспитани парас ĕçре патриотика клубĕсен тÿпи те пысăк. Муркаш районĕнче вĕсем 3: Е. Борисов ячĕпе хисепленсе тăраканнисем 2 - Шетмĕпуçсем, Тивĕш шкулĕсенче тата М. Шуйцев ячĕпе хисепленекенни - Мăн Сĕнтĕр шкулĕнче. Çакна каласа хăварас килет, кăçалхи çĕртме уйăхĕнче Шуйцев ячĕллĕ çарпа патриотика клубĕ Пĕтĕм Раççейри «Союз поколений России» патриотикăлла юхăм членĕ пулса тăчĕ. Çак клуб ертÿçи Игорь Вячеславович Семенов тÿпи пысăк кунта. «Ял тăрăхĕн пуçлăхĕсене, шкул ĕçченĕсене чĕнсе каласшăн эпĕ: çарпа патриотика, экологи, ырă кăмăллăх клубĕсем çамрăк ăрăва сывлăш пек кирлĕ, çавăнпа та вĕсене май пур таран йĕрклемелле,- терĕ Г.Г. Любимова. - Хамăр енчен эпĕ çамрăксене çĕнĕ  конкурс сĕнесшĕн. «Çамрăклăх. Наука. Культура» ятлă вăл, Раççей ша         йĕпе иртет. Конкурсра 6 номинаци: Раççей историйĕн геройла тапхăрĕсем, Раççей Федерацийĕн патшалăх символĕсем çинчен çырнă тĕпчев ĕçĕсем, Аслă  Аттелĕх вăрçине халалланă творчество ĕçĕсем тата ыт. те. Конкурс юпа уйăхĕччен пырать, унăн положенине кашни шкула çитерсе панă. Конкурса 14-25 çулхи çамрăксен хутшăнма юрать.  Пурне те ăнăçу сунатăп».

Çĕртме уйăхĕнче Муркаш çамрăкĕсем хăйсен уявне - Çамрăксен кунне - паллă турĕç.  Уяв шавĕ кĕрлесе иртнĕ хыççăн пĕтĕмлетÿсем те тума юрать. «Çамрăксен уявĕнче Çатракасси, Муркаш, Москакасси, Шетмĕпуç, Юнкă, Хорнуй, Кадикасси, Чуманкасси, Уйкас Янасал ял тăрăхĕсем уйрăмах хастар пулчĕç. Çитес çул ытти яшсем те хăйсене тивĕçлĕн кăтартасса шанас килет!»- терĕ Галина Геннадьевна.

Çамрăксене  ĕçпе тивĕçтерессине епле йĕркелени çинчен ыйтсан Г.Г. Любимова çапла хуравларĕ: «Паянхи куна ĕçпе тивĕçтерекен центра 16-29 çулхи 401 çамрăк килчĕ, 18 тултарманнисем - 514 çын. вĕсенчен 105-шĕ чăнахах та ĕçсĕррисен шутне кĕреççĕ, çак категоринчи 29 çынна килĕшекен ĕçпе тивĕçтерме пултарчĕç. Ку япăх мар, паллах. Çак кунсенче пирĕн пата Республикăри  çамрăксен ĕç биржинчен хут килчĕ: Мускав облаçĕнчи «Куликово» хуçалăхра июль-август уйăхĕнче ĕçлеме 17-30 çулхи яшсемпе хĕрсенчен ĕç бригади йĕркелеççĕ. Ĕç укçи - 4000-8000 тенкĕ. Общежитипе тивĕçтереççĕ, вырăна тÿлевсĕр çитереççĕ.  Çумра - паспорт, ИНН, пенси свидетельстви, медицина справки пулмалла. Тĕпĕлĕнрех ыйтса пĕлмелли телефонсем: 63-44-99, 63-62-32».

Мĕн калас, ÿркенмен çамрăксен нихăçан та алă усса ларма вăхăт çук. Патшалăх вара вĕсен ăс-хакăлне, пултарулăхне, хăватне, вăйне тивĕçлĕ çĕре яма тăрăшать. Çамрăксем - пирĕн пуласлăх, тетпĕр. Пуласлăхăмăр ĕçчен, хастар, тăрăшуллă пуласса шанас килет.

.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика