01 августа 2006 г.
Ваттисем ĕлĕкех «хĕрарăм çуртăн виçĕ кĕтесне тытса тăрать»,- тенĕ. Кил ăшшине упрама, çемье тыткăчи пулма та хĕрарăма Турриех пилленĕ-и тен. Ырри те, усалли те вара çемьерен, ашшĕ-амăшĕнчен пуçланать. Ачасем ăс-хакăл, кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен воспитани илсе ÿсчĕр тесе ытларах чухне амăшĕ ырă тĕслĕх вырăнĕнче.
Июлĕн 20-мĕшĕнче Ярославка ял тăрăхĕнче хĕрарăмсен районти канашĕ отчетпа суйлав конференцийĕ пулса иртрĕ. Конференци ĕçне хутшăнма 54 делегат, чĕннĕ хăнасем килсе çитрĕç. Малтанах пухăннисем Нискассинчи пĕтĕмĕшле практика врач офисĕнче пулчĕç, В.М. Басев ĕç-хĕлпе тĕплĕн паллаштарчĕ. Çакăн пек офиссем уçни епле пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ. Ку вăл халăх сывлăхне сыхлас ĕç шайне ÿстерме ытларах майсем туса пани çинче чарăнса тăчĕ. Çынсен сывлăхне сыхлама, чирлисене чир-чĕртен сиплеме кунта майсем çителĕклине палăртрĕ.
Конференци малаллахи ĕçĕ Никасси шкулĕнче тăсăлчĕ. Хĕрарăмсен районти канашĕн ертÿçи Н.П. Петрова туса ирттернĕ ĕçсемпе паллаштарчĕ.
Хĕрарăмсем яваплăха туйса ĕçлеççĕ, ахальтен мар ĕнтĕ общество пурнăçĕнче те çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ. Обществăлла производствăра та хĕрарăмсем ответлăха туйса вăй хураççĕ. Вĕсемех пысăк должноçсенче ытларах тимлеме пуçларĕç. Депутатсен район Пухăвĕн депутачĕсемпе ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем хушшинче те хĕрарăмсен тăрăшулăхне сисетпĕр.
Хальхи ваăхăтра пирĕн районта нумай ачаллă çемьесем 517, вĕсенче 170 ача çитĕнет. Ĕçкĕпе иртĕхни, çемьери харкашу ытларах куç умне тухма пуçларĕ. Паянхи куна ăнăçсăр çемьесем 127, вĕсенче 271 ача ÿсет. Кун пек çемьесемпе хĕрарăмсен канашĕ ял тăрăхĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлени витĕмлĕ пулни сисĕнет. Хĕрарăмсен канашĕн тивĕçĕсем нумай. Пур çĕрте те тенĕ пекех активлă ĕçлеççĕ. Вĕсене паянхи лăпкă мар саманара нумай ыйтусем канăçсăрлантараççĕ. Çакă Нина Пантелеевна докладĕнче те лайăх курăнчĕ. Çавăн пекех канашсем умĕнче тăракан задчăсене те уççăн палăртрĕ, вĕсене пурнăçласси çинче те чарăнчĕ.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов районти экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвĕн пĕрремĕш çур çул итогĕсемпе паллаштарчĕ, иртнĕ çулхинчен ÿсĕмлĕрех пулни курăнчĕ. Ку çитĕнÿсенче хĕрарăмсен тÿпи те пысăккине палăртрĕ. Паянхи кăткăс лару-тăрура хĕрарăмсем тÿсĕмлĕ, пултаруллă, çирĕп кăмăллă пулнипе палăрса тăраççĕ. Хĕрарăмсем чăннипех те пурнăç тĕрекĕ, кил ăшши»,- терĕ Юрий Александрович.
Конференци активлă иртрĕ. Хумхантаракан ыйтусем пирки хăйсен шухăшĕсене калакансем те сахал мар пулчĕç. Ял тăрăхĕсенчи хĕрарăмсен канашĕсен ĕçĕсемпе паллаштарма та интереслĕ пулчĕ. Хĕрарăмсен районти канашĕн ертÿçи пулма район администрацийĕн социаллă аталану пайĕн ертÿçине Алевтина Евстафьевна Андреевана суйларĕç. Вăл пухăннисене малалла татах та тăрăшарах ĕçлеме чĕнсе каларĕ.
- Пирĕн, çитĕнекен ăрăва тĕрĕс çулпа илсе пымалла. Вĕсене пурнăçри хăйсен пĕлтерĕшне тĕрĕс ăнлантармалла. Малашăлх çул-йĕрне кăтартса памалла. Çакă хĕрарăмсен канашĕн ĕçĕнче тĕп вырăнта пулмалла. Хĕрÿ ĕç тапхăрĕ пырать пулин те, обществăлла ĕçе хутшăнма та май тупрĕç хастар хĕрарăмсем. Апла вĕсем малалла та хастар пулĕç.
Пленарлă пай хыççăн конференцие хутшăнакансем Каршлăхри илемлĕ вырăнсемпе паллашма кайрĕç.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"