Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ача шăпи ашшĕ-амăшĕнчен килет

01 августа 2006 г.

 

Ашшĕ-амăшĕн, аппăшĕ-пиччĕшĕсен харпăр хăйне йĕркеллĕ тытмалли паллă ĕнтĕ. Эсир, ачасемпе таншлаштарсан, паллах, вĕсенчен ытларах курнă-илтнĕ, ытларах пĕлетĕр, ăнланатăр. Сирĕн пурнăç опычĕ пысăк. Сирĕнпе  юнашар ача. Вăл эсир каланă кашни сăмаха ĕненет, асра тытать, каласа та пăхать. Сăмахсемпе асăрхануллăрах усă курăр. Çынсен йăнăшĕсем çинчен калаçатăр пулсан, темиçе хут та асăрхануллăрах пулăр, пĕлсе калаçăр, усал сăмах калама ан хăйăр. Ятлаçни-харкашни ача чун-чĕрине ĕмĕрлĕхех суранлатма пултарать.

Çемьере ача пулсан çакăнтан пысăк телей çук ашшĕ-амăшĕшĕн. Анчах çулсем кайнăçемĕн воспитани ĕçĕ йăнăш каять-и, юратакан ашшĕ-амăшĕ çакна асăрхамасть-и - ача тÿрĕ çултан пăрăнасси çине тăнă иккен. Тен, малтанласа ача хăй мĕнле ĕç тунине ăнланса та илеймест-и, анчах факт вăл фактах.

Акă, кăçалхи 6 уйăхра пирĕн районта çул çитмен çамрăксем 13 преступлени турĕç. Иртнĕ çулхи январь-июнь уйăхĕсенче вĕсем тунă преступленисен шучĕ 20 çитнĕ. Иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, 35 процент чакрĕ  ку кăтарту.

Çул çитмен çамрăксем ытларах чух ют харпăрлăха вăрлас çул çине тăраççĕ. Пĕтĕмпе çÿлерех асăннă преступленисене тума 22 çамрăк хутшăннă. Вĕсенчен 12-шĕ шкул ачи, 2-шĕ ĕçлеççĕ, 6-шĕ ниçта та ĕçлемеççĕ те, вĕренмеççĕ те.

Ильинка ял  тăрăхĕн территорийĕнче, акă, çул çитмен çамрăксем 2 преступлени тунă, вĕсене пурĕ виççĕн  хутшăннă.

Мăн Сĕнтĕр ял тăрăхĕн территорийĕнче вара çул çитмен çамрăксем 1 преступлени тунă.

Хорнуй ял тăрăхĕнче 2 преступлени тума 4 çамрăк хутшăннă, Уйкас Янасал ял тăрăхĕнче 2 преступлени - 2 çамрăк  хутшăннă.

Оринин ял тăрăхĕнче çул çитмен çамрăксем 2 преступлени тунă. Пĕринче Шупашкар хулинчи çамрăк магазин çаратма тăнă. Тепĕр преступленийĕ - кирпĕч завочĕ патĕнчи хваттертен мотоцикл çаратаççĕ.

Москакасси ял тăрăхĕнче январь уйăхĕнчен çул çитмен ачасем Ивановка ялĕнчи магазина кĕрсе 17 пин тенкĕлĕх япала илсе тухаççĕ. Муркаш ял тăрăхĕнче те хăш-пĕр çамрăксем йĕркене пăсни паллă. Пурĕ кунта вĕсем 3 преступлени тунă, 4 çамрăк хутшăннă.

Ярославка ял тăрăхĕнчи Елшикри шкул ачисем вара хăйсен ялĕнче тепĕр арçынăнне  сотовăй телефон вăрласа тухаççĕ.

2006 çулхи июлĕн 1-мĕш тĕлне шалти ĕçсен пайĕнче çул çитмен ачасемпе ĕçлекен подразделенире 57 çамрăк учетра тăрать, вĕсенчен 46-шĕ - шкул ачисем. Çав шутран 10-шĕ - хĕр ачасем, пурте районти тĕрлĕ шкулĕсенче вĕренеççĕ. Вĕсене вăрланăшăн, эрех ĕçнĕшĕн, килтен тухса кайса çапкаланса çÿренĕшĕн тытса чарнă, учета илнĕ.

Çакна та асăнмасăр хăварма çук. Пирĕн районта пĕтĕмпе 6 кану лагерĕ, вĕсем Ильинка, Шомик ялĕсем çумĕнче вырнаçнă. Вĕсенче пĕр сменăра 1 пин çурăна яхăн ача канать. Çуллахи уйăхĕсенче пĕтĕмпе 4 смена. Çак лагерьсенче те кăçалхи 6 уйăхра 2 сотовăй телефон çухалчĕ. Канма килнĕ ачасем пĕр-пĕринне вăрлаççĕ. Ильинкăри лагерьте вăрланă телефона милици сотрудникĕсем уçса пачĕç. Ку преступление Шупашкар хулинчи шкул ачисем тунă.

Шупашкар  Муркаш  районĕпе çывăх вырнаçни те пирĕн районта тунă престпуленисен шутне ÿстерсе кăтартма май парать. Преступлени тума хутшăннă 22 çамрăкран 6-шĕ хулари çамрăксем пулнă.

Обществăлла вырăнта ÿсĕр çÿренĕшĕн 25 çамрăка тытса чарнă, вĕсенчен 10-шĕ - 14-15 çулхи çамрăксем. Çав шутран Муркаш ялĕнче 4 хĕр ачана эрех ĕçнĕшĕн икĕ хутчен те районти çул çитмен ачасен комиссийĕнче пăхса тухнă. Эрех ĕçнĕшĕнех учета та тăратнă вĕсене.

Çул çитмен çамрăксем тÿрĕ çултан ан пăрăнччăр тесе çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен инспекторсем районта канмалли кунсенче каçхине ытти службăсемпе пĕрле тĕрлĕрен рейдсем ирттереççĕ.

Çавăн пекех вĕсем районти çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен комисси членĕсемпе пĕрле районти ăнăçсăр çемьесенче пулаççĕ, профилактикăлла калаçусем ирттереççĕ. Çавăн пекех иртнĕ 6 уйăхра çак çемьесенчен 29 ачана реабилитаци центрне вырнаçтарнă. Ашшĕ-амăшĕ çителĕклĕ воспитани паманшăн, хăйсен тивĕçне йĕркеллĕ пурнăçламаншăн çак вăхăтра пĕтĕмпе Раççей административлă майпа правăна пăсни кодексĕпе килĕшÿллĕн çул çитмен ачасемпе ĕçлекен инспекторсем 62 протокол çырнă. Ку материалсене районти çул çитмен ачасемпе ĕçлекен комиссире пăхса тухса тивĕçлисене ответ тыттарнă. Çак çур çулта 6 ашшĕ-амăшне вĕсен прависенчен хăтарнă.

Ачасене пурнăçăн тĕрĕс çулĕпе утма мĕн пĕчĕкренех хăнăхтармалла. Ашшĕ-амăшĕсен çакна валли вăхăта шеллес марччĕ. Унсăрăн ачан татса пама йывăр ыйтăвĕсем çине çиелтен пăхнăшăн, унпа пĕчĕк чухнех пĕр чĕлхе тупманшăн кайран ÿкĕнмелле пулса тухма пултарать.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика