Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Венька пичче

01 августа 2006 г.

 

Раççей Федерацийĕн Президенчĕ В. Путин палăртнă наци проекчĕсем кĕçех çулталăк тултараççĕ. Унччен ял хуçалăхĕ çинчен маннă текен вăхăт хыçа юлчĕ: паян çĕр ĕçĕнче, выльăх-чĕрлĕх пăхнă çĕрте ĕçлекен кашни çын хăй çине патшалăх тимлĕх уйăрнăран - пĕлтерĕшлĕ ĕç вăйĕ пулса тăрать. Вĕсене пирĕн кашнине сума сумалла, туллин чысламалла. Çак çултан пăрăнас мар тесе паян эпĕ те хам сăмаха калас  терĕм.

...Кирек епле хĕрÿ ĕçре те кану вăхăчĕ тупăннăран эпĕ те, хăнана çитнĕ май, шăпах çак вăхăта лекрĕм: Венька пичче пахчара ĕçлесе ĕшĕннĕ хыççăн пÿрте чей ĕçме кĕнĕччĕ. Çĕр ĕçне аталантарассишĕн ирттернĕ кашни çул сăн-питре тарăн йĕр хăварнă пулин те, ĕçпе пиçĕхнĕ алăсем пур-пĕрех вăйне çухатман-ха: чей чашкине тытнă çĕрте те вĕсен çирĕплĕхĕ курăнать. Ялта, тăван хуçалăхра ĕçĕпе хисепе тивĕçнĕ Вениамин Иванович Авилов вара кăмăлĕпе те ялан вашават. «Уçă кăмăллă çынсем»,- теççĕ ун пеккисем пирки халăхра. Акă, эпĕ алăк урати урлă каçса сывлăх суннă-сунман Венька пичче пушă чашăка чей ярса мана та сĕтел хушшине иртме чĕнни хăйех çыннăн уçă кăмăллĕхĕпе тараватлăхне çирĕплетрĕ. Сăмах çумне сăмах та - пирĕн вăрăм калаçу пуçланса кайрĕ.

1940 çулхи июнĕн 7-мĕшĕнче (анне каланă тăрăх вăл эрне кун пулнă, терĕ Венька пичче) Тури Çатракассинче хресчен çемйинче çуралнăскер, тепĕр çулталăкран Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă май шăпа пÿрнипе атте тесе курайман пин-пин ача йышне лекнĕ. Вăхăтра действительнăй çар службинче кавалерист пулнă ашшĕ Иван Авиловч Авилов 1941 çулхи октябрьте фронта тухса кайнă хыççăн 1943 çулта ачисен пуласлăхĕшĕн, мирлĕ пурнăçшăн çĕршыва хÿтĕлесе пуçне хунă.

- Çемьере эпĕ пĕччен пулнă пулин те, вăрçă çулĕсенчи выçлăхпа пиçсе ÿснĕ, атте тесе курайманнине пăхмасăрах арçын  ĕçĕн тутине ачаллах туйса илнĕ, аннепе пĕрле ĕçлесе хама ирĕке яман, пурнăç тума тăрăшса, çынна шанса ларман,  аякран пулăшу кĕтмен,- аса илчĕ хăй пурнăçĕн пуçламăшне кĕçĕн мăнукĕ пуçламăш утăмсем тунине хĕпĕртесе пăхса Венька пичче. Унăн куçĕсенче çак вăхăтра тарăн шухăш палăрчĕ. «Пурнăç тытăмĕ»,- теессĕм килчĕ манăн ăна. Ара, кашни çын Çĕр çине хăй хыççăн йĕр хăварма килет. Ытларах чух - ырă йĕр! Çакă вăл чун ыйтнă ĕçе суйласа илни, ачасем çуратса тĕрĕс воспитани парса ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларни, мăнуксен, май килсен прамăнуксен пуçламăш утăмĕсене курни. Тулли пурнăç, темелле çакна. Вениамин Иванович Авиловăн пурнăçне урăхла хакламăн та. «Тăван «Свобода» пĕрлешÿллĕ хуçалăх кун-çулĕпе пĕр килнĕ пурнăç,- тесен тĕрĕсрех те пулать.

- Атте вăрçăра пуç хурсан вуншар çул итрнĕ хыççăн тин хам çемье тĕрекĕ, унăн малашлăхĕ пулса юлнине ăнлантăм. Астăватăп, пĕррехинче Çĕньял Муркашра пурăнакан кукамай патне кайсан выльăх пуçтаракан ялти склад патĕнче хам ĕмĕрте пĕрремĕш хут çăмăл автомашина куртăм. Хам шкула каймастăмччĕ-ха, анчах çавăн чухнех руль умне ларас шухăш çиçĕм  хăвăртлăхĕпе пуçра йăва çавăрчĕ. Çакна хавахалантарма вăрçă чарăннă çулсенче тата малтанхи мирлĕ тапхăрта çĕршывра техника аталанма пуçланни чăнлăха килсе тухрĕ: аэроплан кĕрлевĕ, çынсене çак техникăна курма урама хăвалатчĕ, унта-кунта курăнакан трактор-машина сăнавлă калаçăва йыхравлатчĕ, тĕлĕнтертчĕ, ĕçлеме йыхравлатчĕ,- аса илчĕ 60 çул каяллахине Венька пичче пурнăç аталанăвĕн страницисене васкамасăр уçса.  Çук, паянхи кун тÿпинчен ун чухнехи васкавсăр пек курăнать, çывăхрах пăхсан... пурнăç улшăнăвĕпе тан пыма ĕлкĕр кăна...

1947 çулта Венька Çатракассинчи вăтам шкула пĕрремĕш класа каять. Вĕренмелле, çын пулмалла, анчах пурнăç Авиловсене кунта  та хăй пăрăнăçне кăтартать: ашшĕн шăллĕ Мирон çемье çавăрнă май аслăрах çемьен халăхăмăр йăлипе уйрăлса тухмалла. Кунта Çĕньял Хуракассинче амăшĕ тупнă мунча пек пÿрт çĕнĕ пурнăç никĕсĕ пулса тăрать. «Çак пÿрте пурăнма  куçнине пăхмасăрах колхоза килекен «полуторкăсем» пĕрремĕш çăмăл автомашинăна курсан çуралнă ĕмĕте  аталантарсах пычĕ. Эпĕ 6 класс вĕренсе пĕтернĕ тĕле колхозра пĕр автомашина ГАЗ-51 пулса. Хытă пăхнăран-тăр, номерĕ паян та асра: 61-77 чо. Машини симĕсчĕ, номерĕ сарăччĕ. Унта çăвĕпе хĕл каçа лашапа йăлăмран Атăл урлă эпир каçарса хунă йывăç пĕренесене турттаратчĕç. Вĕсене курса водителе вĕренес ĕмĕт çирĕпленнĕçемĕн çирĕпленсе пычĕ»,- васкамасăр калаçать Вениамин Иванович мана куçран тинкерсе . Сăнатăп та, унăн куçĕсенче тарăн шухăш, пурнăç пуянлăхĕ, чăнлăх...

Малтуртăмлă тата хăй çемйе тĕрекĕ пулса юлнине ăнланса илнĕ Венька пичче 16 çулта чух завода кочегара вырнаçать. Çулталăкран пĕрремĕш хут курнă автомашина рулĕ турчăккана çĕнтерет: В. Авилов ДОСАФăн Çатракасси вăтам шкулĕ çумĕнчи филиалне водителе вĕренме кĕрет. «ДОСАФра хамăр укçа тÿлесе вĕрентĕмĕр. Кăнтăрлаччен шкулта - шкул ачисемччĕ, каçчен - эпир. Ятмантан, Шурчаран, Малиновкăран, Апашран т.ыт. çĕртен пурĕ 48 ача пулсаччĕ, анчах укçа тÿлеме вăхăт çитсен нумайăшĕ вĕренÿрен пăрахса кайрĕç. Эпир вара çак шкула 24ăн вĕренсе пĕтертĕмĕр. Шупашкара кайса экзамен тытрăмăр. Çĕньял Хуракассинчен пĕрремĕш водительсем шутĕнче мансăр пуçне Н. Петров, Н. Сергеев, Çатракассинчен Г. Жоржиков пулса»,- тăсăлать ветеранăн аса илÿ çăмхи.

Ачаллах пуш параппан çапма хăнăхман В. Авилов салтак ячĕ тухнă тĕле алла специальность илме ĕлкĕрет. Çапла вара ят тухсан 3,5 çул Германири совет çарĕсен ушкăнĕнче водительте службăра тăрать. Пухнă опытпа гражданкăна таврăнсан тăван колхоз председателĕ патне А.Ф. Фадеев патне ĕç ыйтма пырсан, ăна хайхи пĕр юсавсăр автомашина пурри пирки пĕлтереççĕ. Водитель шухăшĕпе çеç пурăннă çамрăк 34-2740 номерлĕ ГАЗ-51 автомашинăна йышăнать, кĕске хушăрах юсаса ĕçе юрăхлă тăвать. Çапла вара 1962 çул вĕçĕнче тытăннă ĕçе 1998 çулччен те алăран вĕçертмест.

- Хĕрÿ ĕçре иртрĕ пурнăçăм. Çавăнпах унăн кашни кунĕ, уйăхĕ те паян та асра. Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче ял çынни строительство çине пысăк тимлĕх уйăрнăран тата вăл вăхăтра вутă çеç хутса пурăннăран тăтăшах Атăл урлă рейса тухма тиветчĕ. Пĕррехинче уйăхра 26 хут Атăл урлă каçрăм. Ирпе 5 сехетре ялтан тухса каяттăмăр та çĕрле таврăнаттăмăр. Атăл урлă кабинăна кĕмелле шыв пулсан та, хăра-хăрах ĕç тума каяттăмăр,- тет ĕçе яланах мала хунă В. Авилов.

Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнче ветеран каласа панă тăрăх, «Свобода» хуçалăхра 11 автомашина (виçĕ ЗиС-5, икĕ ЗиС-150, ЗиЛ-52, ЗиЛ-130 т. ыт. автомашинăсем колхоз автопаркне пуянлатнă. Вениамин Иванович Авилов ĕç пăрахнă тĕле хуçалăхри автомашинăсен паркĕ виçĕ хут ÿснĕ те 34 автомашинăна çитнĕ. Нумайăшне Венька пичче колхоза хăй хăваласа килнĕрен автопарк паян та уншăн пĕлтерĕшлĕ производство, тăтăшах интересленет вăл унпа.

Хуçалăх аталанăвĕ тесе хăйĕн пурнăçне те хăй еккипе яман Венька пичче. 1963 çулта Çатракасси шкулĕнче пуçламăш классене вĕрентекен Тамара Ивановнăпа пĕр çемье çавăрать. Мăшăрĕ ĕмĕрĕпех ачасене шкулта вулама-çырма вĕрентни хăйне ĕçре хавхалантарнине пытармасть паян Вениамин Иванович. Пĕр-пĕрин хушшинче килĕшÿ пуррипе вĕсем Ростислав ывăлне таса-сывă ÿстернĕ, ăна та техника юратăвне панă. Ĕçре тăрăшуллă пулнишĕн Вениамин Ивановичпа Тамара Ивановна паян ĕç ветеранĕсем. Хастарскерсем: ывăлĕпе, кинĕпе, 3 мăнукĕпе иртнĕ çул хăтлă кирпĕч çурт лартрĕç. Туслă çемье килти хушма хуçалăхпа туллин усă курма хăйсен аллипе лартса ÿстернĕ пуян сад тытать, пыл хурчĕсем ĕрчетет. Вĕлле хурчĕ вара ĕçчен çынна çеç килĕштерет.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика