01 августа 2006 г.
Учитель вăл - çак тĕнчери мĕн пур ырлăх, сăваплăх, тасалăх, илем. Унăн аллинче хаклăран та хаклă мул - ăс-хакăл алăкне уçса кĕмелли асамлă çăраççи. Хăйĕн пĕлĕвне, шухăш-кăмăлне, чун ăшшине пĕр чĕптĕм юлмиччен парнелет пире вĕрентекен. Эпир ун умĕнче ĕмĕр парăмлă. Шел, çакна вăхăт иртсен çеç ăнланса илетпĕр. Аса илÿсем чÿречерен пырса шаккасан, каçсерен тĕлĕксем каплана-каплана килсен çеç чун юратнă та хаклă çынсемшĕн тунсăхланине ăнкаратăн. Юлашки вăхăтра тăван Шетмĕпуç шкулĕ, тăван учительсем час-часах тĕлленеççĕ мана. Акă, класа ют чĕлхе вĕрентекен Юрий Кузьмич Григорьев кĕрет. Эпир ăна харăс тăрса кăмăллăн ырă кун сунатпăр: «Good morningĔ dear teacher!» Пире ăшă куллипе çупăрласа илсе урокне пуçлать вĕрентекен...
Юрий Кузьмич Шетмĕпуç шкулĕнче 22 çул ытла ĕçлет. 1983 çулта Чăваш патшалăх педагогика институчĕн акăлчан тата нимĕç чĕлхи факультне пĕтернĕ. 1984 çултанпа пултаруллă педагог Шетмĕпуç шкулĕнче тăрăшать вăл. Хăйĕн ĕçне чунтан парăннă Юрий Кузьмич. Пилĕк çул ытла иртрĕ пулин те, унăн урокĕсене халĕ те манаймастăп эпĕ. Интереслĕ, усăллă, пуян содержаниллĕ уроксен вăрттăнлăхĕ, ман шутпа, Юрий Кузьмич хăйĕн предметне аван пĕлнинче тата чунтан юратнинче. Кашни ача вĕрентекен сăмахне тимлесе, çăвар карса итлесе ларни, хавасланса хуравлани, нумайрах пĕлме тăрăшни те – пултаруллă педагог тивĕçĕ. Юрий Кузьмич урокĕсене уява кайнă пекех васкаттăм эпĕ. Пире хăйĕн хастарлăхĕпе «чĕртсе» яратчĕ вăл, пĕлÿ тĕнчин пуç ватмăшне, вăрттăнлăхне шĕкĕлчеме хавхалантаратчĕ. Юрий Кузьмичăн хальхи вĕренекенĕсене тем пекех ăмсанатăп эпĕ: опытлă педагог сăмахне тăнлани, вăл вĕрентсе каланине итлени, унăн куçĕсенче пурнăç тупсăмне вулани - телей.
Юрий Кузьмич яланах шыравра. Ачасене вĕрентес, тивĕçлĕ воспитани парас ĕçре çĕнĕ, сăнавлă методикăсенчен хăрамасть вăл. Уроксене пуянрах, анлăрах, тарăнрах тăвас тесе тăрăшать вĕрентекен. Акăлчан чĕлхине кăна вĕрентмест Юрий Кузьмич, вăл ачасем умĕнче унран та кăткăс, унран та йывăр ăслăлăх вăрттăнлăхĕсене уçать: пурнăçа ăнланма, ыррипе усаллине уйăрма хăнăхтарать вăл. Предметне пурнăçран уйăрмасăр вĕрентнĕрен юратаççĕ шкул ачисем Юрий Кузьмич урокĕсене. Кашни ачана ăнланма тăрăшни, пулăшма хатĕрри те хисеп тăвать вĕрентекене.
I-мĕш квалификациллĕ учитель Юрий Кузьмич 1991 çулта «Аслă вĕрентекен» ята тивĕçнĕ, 2001 çулта вара пултаруллă педагога «Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ» медальпе наградăланă. Темиçе çул хушши директор çумĕ пулса ĕçленĕ Юрий Кузьмич. Халĕ акăлчан чĕлхи урокĕсемсĕр пуçне социаллă педагог тивĕçне те пурнăçлама тивет унăн. Ачасемпе пĕр чĕлхе тупма пултарнăран, вĕсене пурнăç йăнăшĕсенчен сыхлама хатĕр пулнăран шанса панă та ăна çак йывăр ĕçе. Проблемăллă ачасем кашни шкултах пур. Вĕсемпе тимлесе ĕçлет Юрий Кузьмич, йăнăш утăмсенчен май килнĕ таран сыхлать, ашшĕ-амăшĕсене ачана тĕрĕс воспитани парас ĕçре пулăшать.
Утă уйăхĕнче Юрий Кузьмич Григорьев 45 çулхи юбилейне паллă тăвать. Çак уяв ячĕпе ăна пĕрле ĕçлекенсем, ашшĕ-амăшĕсем чун-чĕререн саламлаççĕ. Çирĕп сывлăх, телей, ăнăçу, чăтăмлăх сунаççĕ. Пурнăç хĕвелĕ яланах сирĕн çулăра çутатса тăтăр. Класра вара тимлĕ те ăслă ачасем кĕтсе ларччăр. Вĕренекенсен ятĕнчен вара Юрий Кузьмича çĕре çити пуç таяс килет. Эсир тунă ырă, сăваплă ĕçĕр шăпчăк кайăк пулса сирĕн чÿречĕр умне пырса лартăр, эпир сире юратни, хисеплени, сума суни çинчен çепĕç юрă шăрантартăр кĕмĕл саслă юрăç. Тавтапуç Сире, Юрий Кузьмич!
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"