Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ялта шывсăр пурнăç çук

01 августа 2006 г.

 

Çыруран:

Тинех çитрĕç пурте кĕтнĕ çу кунĕсем. Пирĕн шутпа савăнса пурăнмалла çеç. Анчах та Шаптак ялĕнче Çĕнĕ урам çыннисемшĕн (Муркаш ял тăрăхĕ) савăнăç вырăнне нушаллă кунсем пуçланчĕç. Мĕншĕн-ха;

Çак пурнăç çăл куçне пирĕн урама çитерме  пăрахрĕç. Малтанах каçсерен шыв паратчĕç, халĕ вара икĕ эрне патнелле пачах та шыв пама пăрахрĕç. Мĕнле пурăнмалла-ха  Çĕнĕ урам çыннисен, çав шутра пĕчĕк  ачасем те, ватăсем те сахал мар.

Пирĕн пĕлес килет, мĕн шутлаççĕ-ши В.З. Ермолаев депутат, Муркаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.И. Никитин халăх нуши пирки; Вĕсемшĕн сасăланă халăх çинчен шутламаççĕ пулас вĕсем, малалла та кун пек пулсан халăх шухăшĕ вĕсем çинчен улшăнĕ. Пирĕн урама та шыв çитессе шанас килет, унсăрăн пирĕн пурнăç çук».

Çĕнĕ урамри ял çыннисем.

12.07.06.

Çапларах çыру килчĕ çак кунсенче райхаçат редакцине. Ырăран çырман ĕнтĕ ăна, чунĕ тăвăлса çитнипе. Çак çыру айне Çурлатăррисем те, Муркашсем те, пилĕк çул ытла шыв курман Шетмĕпуçсем тата ытти шывсăр асапланакан ял çыннисем çирĕппĕнех алă пусса хунă пулĕччĕç. «Шыв - пурнăç çăл-куçĕ» тетпĕр, ял халăхĕ вара çу кунĕнче шывсăр асапланать... Шăрăх çанталăкра шыв пĕлтерĕшĕ уйрăмах пысăк - пире вара шыв шăнкăртатса юхни тĕлĕкре çеç тĕлленет. «Шыв пуласлăхĕ пур-ши; - çак ыйтупа кайрăм эпĕ район администрацине.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, капиталлă строительство, архитектура тата çурт йĕрпе коммуналлă хуçалăх управленийĕн ертÿçи Владимир Германович Никитин пуçне те шыв ыйтăвĕ ыраттарать иккен. Ку енпе ĕçлеме те тытăннă, анчах укçа çитсе пыманни такăнтарать. 2003 çулта «Муркаш районне 2005-2008 çулсенче ĕçмелли шывпа тивĕçтересси çинчен ятарлă программа»  хатĕрленĕ, ăна халĕ çирĕплетнĕ те ĕнтĕ. Программа тĕллевĕсем питех те пархатарлă: район çыннисене ĕçмелли шывпа тивĕçтересси (паянхи куна: талăкра 5,69 пин кубометр шыв кирлĕ пулсан, эпир 3,41 пин кубометрĕпе çеç усă куратпăр!), çакăн урлă вĕсен сывлăхне çирĕплетесси, шыв парса тăракан источниксене юсассине, упрассине, тĕрĕс усă курассине йĕркелесси тата ыт. те.  Ума лартнă тĕллевсене пурнăçлама, ятарлă мероприятисем  ирттерме вара миллионĕ-миллионĕ укçа кирлĕ (200 млн. яхăн!), республика бюджетĕнчен пур района валли, шутласа хунă тăрăх, 241 млн. патнелле кăна уйăрса параççĕ. Ку сумма çителĕксĕрри куç кĕретех ĕнтĕ. Хаксем çулсеренех ÿссе пынине те шута илмелле. Темле пулсан та, район администрацийĕ шыв проблемине таса парас тĕллевпе ĕçлеме тытăннă темелле. Муркашри, Мăн Сĕнтĕрти, Вăрманкас  Хачăкри шыв парса тăракан системăсене реконструкцилесе тивĕçлĕ виçене çитерессипе ĕçлекен проектсене хатĕрленĕ ĕнтĕ. Вĕсем экспертиза витĕр те тухнă, çитес çулсенче пурнăçа кĕмелле. Ытти проектсене хатĕрлесе çитерме, экспертизăна тăратма планланă. Çине-çинех калани лайăх мар та - каллех укçа çитсе пыманни ура хурать. Çапах та специалистсем халăха шывпа тивĕçтерес енпе çине тăрса ĕçлеççĕ. Паллах, вĕсен ĕçĕнче вăйсăр вырăнсем те çук мар-тăр - хальхи вăхăтра самани те хăй пăтратать (укçа енчен те, оборудовани енчен те).

Шаптакри Çĕнĕ урамри ял çыннисен çырăвне эпĕ Муркаш ял тăрăхĕн пуçлăхне Николай Иванович Никитина та кăтартрăм. Хăйне шанса панă тăрăхра шыв çуккине пĕлет пуçлăх. «Шыв прблеми - пирĕн тĕп проблемăсенчен пĕри»,- пăшăрханса калаçрĕ Николай Иванович.

Паянхи куна Муркаш ял тăрăхне шывпа тивĕçтерессипе Е. Андреев ячĕллĕ ял хуçалăх предприятийĕпе Муркашри коммуналлă хуçалăх ĕçлеççĕ. Е. Андреев ячĕллĕ хуçалăх аллинче  шыв уçламалли скважинăпа башньăсем, коммуналлă хуçалăх вара 7 скважинăпа 5 башня тытса тăрать. Ку скважинăсемпе башньăсене 15-20 çул каялла ĕçе кĕртнĕ. Коммуналлă хуçалăх нумай хваттерлĕ çуртсене тата Çĕньял урамĕсене шывпа тивĕçтерет. Е. Андреев ячĕллĕ  хуçалăх вара Муркаш ялĕнчи Колхоз, Çĕнĕ Колхоз, Красноармейски, Фронтовая урамĕсенче, Шаптак ялĕнче тата Шорка, Çюрлатринчи Молодежная урамра пурăнакансем патне шыв илсе çитерессишĕн яваплă.

Çавăнпа та эрне кун, çурлан 14-мĕшĕнче, Шаптак çыннисен çырăвне  алра тытса ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Н. И.  Никитинпа пĕрле Е. Андреев ячĕллĕ хуçалăх ертÿçи Н.В. Рудаков патне васкарăмăр. Чĕлхе вĕçĕнче - паянхи кун пурне те хумхантаракан, пуç хыçтаракан ыйту: «Ял çыннин таса шыв пулать-и;» Паллах, ку ыйтăва пĕр кунта татса пама çук, Рудаков вара пире Шаптак, Колхоз, Çĕнĕ Колхоз патне шыв илсе çитерекен  насоса улăштарса пама шантарчĕ. «Паянах хулана кайса илсе килетĕп, паянах ларттаратăп»,- калаçрĕ ертÿçĕ. «Паян» тени эрне кунран тунти куна тăсăлчĕ пулин те, тунти кун Н.В. Рудаков хăй сăмахне тепĕр хут çирĕплетрĕ, насуса илсе килнине, çитес вăхăтрах лартассине пĕлтерчĕ. Асаннелле хаш сывласа ярас килет: «Çапла пултăрччĕ!»

Шыв çуккинче нумайăшĕ пуçлăхсене ÿпкелеççĕ: ĕçлемеççĕ, халăх нушине пĕлмеççĕ, ун çинчен шухăшламаççĕ, ахăр. «Ял çыннисен колхоз умĕнчи шыв парăмĕ вара 200 пине яхăн,- пĕлтерчĕ Н.В. Рудаков  - Колзозниксенчен шывпа усă курнă суммăна ĕç укçинченех тытса юлатпăр. Колхозра ĕçлемен «интеллигенци» çыннисенчен хăшĕсем  вара шыв укçине тÿлеме «манаççĕ» пулас. Н.В. Ярдыков  - 4705 тенкĕ, В.А. Улев - 2377 тенкĕ, С.Д. Андреева - 2258 тенкĕ, Н.А. Тимофеев - 2226 тенкĕ таранах  хуçалăх бухгалтарине çитерсе паман. Шыв насу сĕсене улăштарни те, çутти те хакла ларать, колхоз кассине укçа кирлĕ чухлĕ пыманран хуçалăхăн скважинасемпе башньăсене юсаса тăма вăй çитмест».

Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.И. Никитин вырăнти ялсене çитсе курма сĕнсен эпĕ хирĕçлемерĕм: хăв куçупа курни аванрах ĕнтĕ.

Малиновка ялĕнче шăрăх алхасни урамрах сисĕнет. Урам варринчи пĕвесенчен пĕри тĕппипех типсе ларнă. Çуркаланса пĕтнĕ, тахçан йăлтăр пĕве пулнă вырăн тăрăх хурсем утса çÿреççĕ. Мăнаçлă кайăксем шыв çуккинчен тĕлĕнсе шурă çуначĕсемпе шарт! çапнăнах туйăнчĕ мана. Çынсен пахчине кĕрсе пăхсан вара тĕлĕнсе алăсене шарт çапма пирĕн черет çитрĕ пулас.  Халăхăн ĕçме, çăвăнма шыв çук чухне хăшĕ-пĕрисем (калас пулать, кун пеккисем сахал мар) пахчине, улма йывăççисене шăварма ăс çитереççĕ. Кашни хуçалăхра тенĕ пекех - тем вăрăмăш шланг, колхоз башнинчен шыв юхтарма меллĕскер ĕнтĕ. Ял çыннине ăнланма та пулать: типĕ çанталăкра пахча çимĕçĕ те хĕн курать. Хресченшĕн вара кашни çĕр улми тĕмми, кашни йăранĕ тем пекех хаклă: эпир вĕсене хамăр тарпа шăварса ÿстеретпĕр мар-и-ха; Хальхи вăхăтра нумайăшĕн пĕртен пĕр шанчăкĕ те пахчара кăна: ял халăхĕ хăй аллипе ÿстернĕ «пурлăха» сутса укçа тума хăтланать. Çапах та шывпа тĕрĕс те тирпейлĕ усă курмалла. Çынсен ĕçме, пит çума шыв çук чухне башньăран виçесĕр юхтарни пăшăрхантарать.

Çурлатри ялĕнче те лару-тăру çавăн йышшиех (çынсем шывсăр аптăраççĕ, пахчара вара шланг пĕрĕхсе тăрать). Ял çынни шывсăр ларма пултарймасть, паллах: пахчи те шыв ыйтать, пушар хăрушсăрлăхĕ те кил хушшинче шыв упрама хистет, ĕçмесĕр-çăвăнмасăр та пурăнма çук. Çапах та халăх ăнланасса шанас килет: шывпа тирпейлĕ усă курма вĕренмеллех.

Çак кунсенче Муркаш ялĕнче Гагарин урамĕнчи 20-мĕш çуртра пурăнакансем те район администрацине уçă çырупа тухрĕç. Çав çуртри çынсем темиçе кун шывсăр  асапланаççĕ иккен. Çумăра кайсан та çанталăк 20-мĕш çурта хĕн кăтартать: пÿрт маччинчен шыв шăпăртатса юхать.

Муркашри коммуналлă хуçалăх ертÿçи Н.А. Шишкин çак ыйтăва татса пама шантарчĕ: «20-мĕш çурта тĕрĕслев комиссийĕ яма йышăнтăмăр. Çитес вăхăтрах унта çÿрт  маччине пăхма специалистсене яратпăр. Çурчĕ чăнах та юсав ыйтать пулсан, çитес кунсенчех ĕçе стройбригада тытăнĕ. Çак эрне вĕçнелле шыв анмалла мар тăватпăр. 20-мĕш çурта шыв çитерессипе те ĕçлеме пуçларăмăр». Çакна райн администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ В.Г.  Никитин та çирĕплетрĕ: «Гагарин урамĕнчи ытти çуртсене шыв йĕркеллех пырать. Çак кунсенче çĕнĕ насус лартрăмăр та, кĕçнерни кунран çак урамри çуртсенче шыв пур. 20-мĕш çурт пирки ятарлă калаçмалла: ăна шыв парса тăракан системăсене пĕтĕмпех тĕрĕслесе тухмалла». Капиталлă строительствăпа ЖКХ управленийĕн начальникĕн çумĕ, «УК ЖКХ» МУП директорĕ Любимов шухăшне те пĕлес терĕм эпĕ. «Паянхи куна Муркаш ял тăрăхне шыва пăрса тăракан системăсене реконструкцилес тесе проект туса хатĕрленĕ, вăл экспертиза витĕр те тухнă, ăна республика программине кĕртме тăратнă»,- пĕлтерчĕ  Любимов  Н.В.

Шывсăр пурăнма çукки куç кĕретех ĕнтĕ. Çавăнпа та манăн Муркашри  коммуналлă хуçалăх ертÿçин Н.А. Шишкин сăмахĕсем пурнăçа кĕрессе шанас килет: «Шыв парса тăракан системăсене тĕпрен реконструкци тăвасшăн. Муркашра шыв хуларинчен кая ан пултăр!» Муркашра кăна мар, халь шывсăр пурăнакан кашни ялта, кашни урамра, кашни килте. Хамăр тăрăшсан, пуçлăхсем халăх умĕнче панă сăмаха тытсан, çанă тавăрса ĕçлесен, ĕмĕтленни çитетех. Çапла пултăр та!

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика