28 июля 2006 г.
Ĕç рынокĕ экономика аталанăвĕпе тачă çыхăнса тăрать. Паянхи кун ялсенче ĕç тупасси, уйрăмах çамрăксемшĕн, хуларинчен чылай йывăр. Сăлтавĕсем кунта тĕрлĕрен: вакансисем сахалли, ялсем тĕрлĕ çĕрте сапаланчăк вырнаçни.
Ĕç вырăнĕ пур çыннăн малашлăхĕ те ыранхи кун тĕллевĕ те пур. Ĕçсĕрри вара пачах та урăхла шухăш-кăмăлпа пурăнать. Еплерех-ха ун пеккисен хисепĕ, ăçтан тивĕçлĕ пулăшу кĕтме пултарать шанчăка çухатнă çын. Çак ыйту тавра калаçма ыйтрăм эпĕ Муркаш районĕнчи халăха ĕçпе тьимвĕçтерекен центрăн ертсе пыракан спейиалистĕнчен Р.Г. Владимировăна.
- Роза Геннадьевна, кăçалхи ултă уйăхри кăтартусемпе паллаштарăр-ха, тархасшăн;
- Пирĕн пата пĕрремĕш çур çул хушшинче тивĕçлĕ ĕç шыраса 771 çын килчĕ, вĕсенчен 726-шне ĕç шыракансем тесе учета тăратрăмăр.
56 проценчĕ хĕрарăмсем. Çав шутра 14-18 çулхисем – 508 вĕренекен, вĕсем çуллахи какникул кунĕсенче тата вĕренÿрен пушă вăхăтра ĕçлеме кăмăл тунисенчен, 37-шĕ тĕрлĕ организацисемпе предприятисенчен ĕçрен хăтарнисем. Ниçта та ĕçлемен 185 çынна ĕçсĕр тесе йышăннă, 16-29 çулхисем 57 процент. Январĕн 1-мĕшĕ тĕлне ĕçпе тивĕçтерекен центрта 116 çын ĕçсĕр шутланса тăнă, çав шутран 28,3 проценчĕ пенси çулĕ умĕнхисем (5 çул). Июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне - 60 çын.
- Урăх професси илме вĕренме ярас ĕç мĕнле шайра;
- Кăçалхи 6 уйăхра тĕрлĕ профессисене вĕренме ĕçсĕррисене 41 çынна янă, çав шутран 16-29 çулхисем 85,4 процент* хĕрарăмсем 26,8 процент. Вĕренĕве 50 çын вĕçленĕ. Тĕрлĕ професси ориентацийĕ çинчен центрта 2252 çын пулăшу илнĕ, професси консультацине - 1238 çын.
Профориентаци енĕпе пулăшу пани, профессисене вĕрентни те ĕçсĕррисен проблемине самай çăмăллатма май парать.
- Ĕçпе тивĕçтересси мĕнле пурнăçланса пырать;
- Пĕтĕмпе 620 çынна ĕçпе тивĕçтернĕ. Çав шутран 507 вĕренекен, 82-шĕ ĕçпе тивĕçтерекен центрта официаллă ĕçсĕр тесе шута илнисем. 95 çын валли обществăлла ĕçсем йĕркеленĕ, 91-шĕ ĕçе ăнăçлă вĕçленĕ. Çак ĕçе явăçтарнисенчен 73,7 процент хĕрарăмсем, 16-29 çулхисем – 28,8 процент. Вĕсене тÿлеме федераци бюджетĕнчен 28828,9 тенкĕ тăкакланă. Ытти облаçсене 32 çын тухса кайнă. Çулталăк пуçланнăранпа ĕçсĕррисене пособисене вăхăтрах тÿлесе тăнă, унăн шайĕ çакăн пек: чи пĕчĕкки – 720 тенкĕ, чи пысăкки - 2880 тенкĕ. 6 уйăхра ĕçпе тивĕçтерекен центра районти предприятисемпе организацисем 685 ваканси тăратнă.
Çакна та палăртас килет. Паянхи кун районта çак вакансисем пур:
- Районти тĕп больницăна - врач*
- «Хлебороб» хуçалăха – инженер-энергетик*
- «Лидер» хуçалăха – агроном, осеменатор*
- «Передовик» хуçалăха - ветеринари врачĕ, зоотехник, трактористсем*
- кирпĕч заводне - рабочисем.
Эпир хамăрăн тивĕçе ĕçсĕррисене пулăшасси тесе шутлатпăр, вĕсен йышĕ сахаллантăр тесе тăрăшатпăр. Çак тĕллевпе кашни çынпа уйрăммăн ĕçлетпĕр.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"