28 июля 2006 г.
Пурнан пурнăçра кашни çынпах тĕрлĕ инкек пулма пултарать. «Пурăнăç - çĕр тĕрлĕ пăрăнăç» тени те тĕрĕсех ĕнтĕ. Шел пулин те, пурнăç çулĕ çинче ыррипе танах кашни утăмра усалли те тĕл килет. Çавăнпа та йывăр самантра çынна пулăшма пултарни, хăраса ÿкменни уйрăмах паха.
XXI ĕмĕр çын пурнăçне, шел, хăрушсăрлăх кÿмерĕ. Ĕлĕкрен пыракан инкексем çумне çĕннисем хутшăнни хăратать. Социаллă хирĕçÿсем чĕрĕлни, çĕр-шыв инфраструктури çут çанталăк инкекĕсем, терроризм акчĕсем, энергетика кризĕсем умĕнче вăйсăлранни куç кĕретех. Тĕнче общественноçне инфекци чирĕсем сарăлса пыни те хумхантарать. Самана этемлĕх умĕнче çивĕч ыйтусем тăратрĕ: пирĕн обществăри хăрушсăрлăха шанма пулать-и; Этемлĕхе тăвакан йывăрлăх çăмхине мĕнле айпа сÿтсе пăрахмалла;
Район администрацийĕн граждан оборони тата чрезвычайлă тăрăм енĕпе ĕçлекен пай ертÿçи Н.П. Милютин шутланă тăрăх, чи пĕлтерĕшли - çынна мĕн ачаранах темĕнле синкер пырса çапсан та хăйĕн пурнăçне, çывăх çынсен сывлăхне, халăх пурлăхне упраса хăварма хăнăхтарасси. Ишме пĕлсен Атăл та хăрушă мар-çке.
Çак тĕллевпе район граждан оборони тата чрезвычайлă тăрăм пайĕ ĕçлет те. Шкул программине ОБЖ предмет кĕртнĕ, вăл ачасен хăйсен хăрушсăрлăхне тивĕçлĕ пек упрама вĕрентет. Кашни çулах районта «Зарница», «Орленок» вăййисем иртеççĕ, вĕсен тĕллевĕсенчен пĕри - çитĕнекен ăрăва граждан оброронин никĕсĕсемпе паллаштарасси.
Утă уйăхĕн 5-7-мĕшĕнче вара Муркаш районĕн граждан оборониин пайĕ республика граждан оборонин йышĕнче РФ инкеклĕ ĕçсен министерстви йĕркеленĕ «Атăлпа Урал тăрăхĕнчи федераллă округăн граждан оборонине çапăçăва хатĕр виçене çитересси» ятпа иртекен вĕренĕве хутшăнчĕ. Райн службисем, ятарлă комисси, НАСФ службисем (штатра тăман аварире çăлакан службăсем) хăйсен умне лартнă тĕллевсене ăнăçлă пурнăçларĕç темелле. Вĕренÿ вăхăтĕнче тĕрлĕ йышши ыйту сÿтсе яврĕç: штатра тăман аварире çăлакан службăсене (НАСФ) йĕркелесси, йышăну эвакуаци пункчĕсене уçасси, ятарлă службăсен кайăк грипĕн бактериологи вучахĕсене сарăлма чарассипе тата тĕпĕ-йĕрĕпе пĕтерессипе çыхăннă ĕçĕ-хĕлĕ т.ыт.те. Çавăн пекех вĕренÿ вăхăтĕнче вăйсăртарах вырăнсем те палăрчĕç: хăш-пĕр пуçлăхсем хăйсене шанса панă объектсем çинче ятарлă яваплăха туймасăр ĕçлени, «Граждан оборони çинчен» Федераци законне кирлĕ пек пурнăçламанни т.ыт.те.
Пĕтĕмĕшле илсен вĕренÿ ăнăçлă иртрĕ. Этемлĕх хăрушсăрлăхĕ, харкам çын хăрушсăрлăхĕ енне тепĕр утăм туни пархатарлă пулăм.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"