Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă кăмăл, йăваш куçсем...

28 июля 2006 г.

 

Ырă кăмăл, хĕвеллĕ кулă, йăваш куçсем, пирĕншĕн ир те, каç та хыпса чунакан чĕре, ĕçре пиçĕхнĕ, тĕлĕнмелле ачаш алăсем... Анне. Вăл 5 çулхи ачашăн та, 75 çулти ватăшăн та чи хаклă, сăваплă та сумлă çын. Анне пире пурнăç парнелет. Пĕр çакăншăн кăна ăна пуринчен ытла хисеплемелле, юратмалла! Чун кÿтсе çитсен тÿрех ун ытамне васкатпăр. Çур сăмахранах ăнланать вăл, çемçе аллипе пуçран лăпкаса йывăр шухăш-кăмăла аякка сирет, хăйĕн чун ачашлăхĕпе пирĕн чĕресене ăшăтать. Ун умĕнче эпир ĕмĕр парăмлă. Амăшĕсем çине алă çĕкленĕ çынсен çылăхне вара, ман шутпа, нимĕнле усалпа та виçеймĕн. Чи çепĕç, таса та хаклă чуна асаплантарнине ниепле те ăнлантарма пулмасть... Ăнланма та çук.

Миша (ятне улăштарнă) хăйĕн амăшне çĕçĕпе чиксе вĕлернĕ! Мĕн тери хăрушă! Ивановсем кÿршĕ ялта пурăнаççĕ. Ывăлĕ, ĕçке ярăннăскер, ниçта та ĕçлемест (колхозсем салансан ĕçсĕррисен речĕсем самаях пуянланчĕç!), амăшĕн пенси укçи юлашки пус таранах эрех çине каять.

Çав кунхине те харкашу эрехренех пуçланнă.  Йÿçĕ шĕвек çамрăк пуçне минретсех янă пулас. Амăшне тискер чĕр чун та тапăнмасть-çке.

Аннерен хакли пирĕн никам та çук. Вăл сана хăйĕн чĕри айĕнче 9 уйăх йăтса çÿренĕ: утма, калаçма вĕрентнĕ. Миша та амăшĕн сĕчĕпех ÿснĕ-çке! Вăл та хăйĕн вăхăтĕнче амăшĕнчен çавтăнса пĕрремĕш хăюсăр утăмсем  тунă, савăнăçне те, хуйхине те унпа пайланă. Халĕ вара... Амăшне вĕлернĕ! Ватă карчăк чĕри тапма чарăничченех ирсĕр ывăлне юратма пăрахман ĕнтĕ. Тен, вилес умĕн каçарма та ĕлкĕрнĕ...

Дмитрий Кедрин поэтăн чуна пырса тивекен пĕр сăвви асран тухмасть. Çав хайлавра çамрăк йĕкĕт кутăн савнин кăмăлне тивĕçтерессишĕн амăшне вĕлерет. Ун чĕрине йăпатать те савнă тусĕ патне васкать. Çул çинче вăл алăк урати çинче такăнса ÿкет. Амăш чĕри шăппăн çеç: «Ырттармарăн-и, ывăлăм», - тесе ыйтать...

Анне чĕрине палăк лартни те ытлашши мар. Вăл никам тÿсменнине те тÿсет. Эпир йăнăшсан та пĕр сăмахсăрах каçарать, хăй çумне лăпкаса пăчăртать... Ачи темĕнле тискер хăтлансан та - юратать.

Миша, çын куçĕнчен пăхма пултарĕ-ши малашне? Кашни çыншăн анне - чи сăваплă çын. Тăван амăшне вĕлерекене кам та пулин ал пама пултарĕ-ши? Çын теме пулать-ши ăна?

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика