Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çăмăллăх: укçан е соцпакет?

27 июля 2006 г.

 

Июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне пирĕн районта 3446 çын федераллă çăмăллăхсемпе усă курать. Вĕсенчен пĕр пайĕ пулăшăва укçан илет, тепĕр пайĕ - социаллă пакет. Пулăшăва укçан социаллă пакет илместпĕр тесе  заявлени çырнисене параççĕ.

Укçан пулăшу илекеннисем паян районта 2 пин çын ытла. Ыттисем вара социаллă пакет илеççĕ. Çакăн пирки эпир РФ Песни фончĕн районти уйрăмĕн тĕп специалистне З.И. Игнатьевана каласа пама ыйтрăмăр:

- Социаллă пакет шутне,- палăртрĕ Зоя Ильинична, - çак çăмăллăхсем кĕреççĕ:

1. чукун çул çинче çулталăкĕпех тÿлевсĕр çÿресси*

2. çулталăкĕпех врачрецепчĕпе тÿлевсĕр  эмел илесси*

3. виçĕ çулта пĕрре тÿлевсĕр путевкăпа канма каясси.

- Зоя Ильинична, кашни çăмăллăх çинче уйрăммăн чарăнса тăрар.

 - Илер, акă, чукун çул транспорчĕпе тÿлевсĕр çÿрессине. Ку çăмăллăхпа усă курас текенсене эпир транспорт пулăшăвĕпе тивĕçтермелли ятарлă карточка паратпăр. Вырăсла: карточка транспортного обслуживания. Пирĕн енче чукун çул çук. Апла пулсан ветерансем çак пулăшу вырăнне уйăхсерен 53 тенкĕ укçан илме пултараççĕ.

Иккĕмĕш çăмăллăх - врач рецепчĕпе тÿлевсĕр эмел илесси. Йĕрки кунта унчченхи пекех. Врач рецепт çырса парать, аптека эмельпе тивĕçтерет. Эмеле чирлĕ çынна кирлĕ чухлĕ уйăраççĕ. Енчен те ветерана çак çăмăллăх тивĕçтермест пулсан, вăл эмелсемшĕн уйăхсерен 424 тенкĕ укçан илме пуçлать. Кун пек чухне те заявлени çырмалла. Эмельсене вара тÿлевлĕ илмелле пулать.

Виççĕмĕш çăмăллăх - санаторипе курортра тÿлевсĕр сипленесси, унта трпанспортпа кайла майла  тÿлевсĕр кайса килесси.

Путевкăпа 3 çулта пĕрре тивĕçтереççĕ.

- Зоя Ильинична, федераллă çăмăллăхсемпе усă куракансенчен ытларахăшĕ вĕсене укçан илет, тепĕр пайĕ - соцпакет. Çитес çул валли вĕсен каллех хăйсене килĕшнĕ варианта суйласа илмелле.

- Çапла. Ку пирки уйрăммăн  палăртас килет. 2007 çулта соцпакет вырăнне пулăшăва укçан илес тесен, кăçалхи октябрĕн 1-мĕшĕччен заявлени çырса памалла. Заявленипе пирĕн пата районти уйрăма килмелле.

Тепĕр саманта та палăртас килет. Федераллă çăмăллăхсемпе усă куракансенчен ытларахăшĕ инвалидсем. Çапла майпа вĕсем пысăкрах пулăшу илеççĕ. Малашне те вĕсен çак пулăшăвах тивĕçес тесен заявлени çырмалла.

Вăхăчĕ нумай мар. Кĕçех октябрь уйăхĕ çитсе те тăрĕ. Çавăнпа та, хисеплĕ ветерансем, хăвăра килĕшнĕ варианта хальтерех суйласа илĕр. Муркаша килсен пенси фончĕн  районти уйрăмне  кĕрсе тухăр.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика