Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Депутата 5 çул çурăлăха хупнă

27 июля 2006 г.

 

Халăх влаçа суйланă çыннăн, пуçлăхăн ыттисемшĕн пур енĕпе те тĕслĕх пулмалла пек ĕнтĕ. Шел те, пурте апла мар çав. Влаçри çын намăс-симĕсе çухатнă тĕслĕх те пайтах. Муркаш районĕнче пулни - шăпах çак ретрен.

Çак кунсенче Муркаш район сучĕ Андрей Пихтерова РФ Уголовнăй кодексĕн 160,195, 201 статйисемпе айăпласа приговор палăртнă. Кам пĕлмест, калам: асăннă статьясем  - ют укçана, пурлăха кĕсьене чикнĕшĕн, панкрута тухнă чух правăна пăснăшăн, полномочисемпе киревсĕр тĕллевпе усă курнăшăн  айăплаканскерсем.

Андрей Пихтерова пĕлтĕр юпа уйăхĕнче Муркаш районĕн тăваттăмĕш суйлаври депутатсен пухăвĕн депутатне суйланă, 1999 çулхи чÿк уйăхĕнченпе вăл асăннă районти «Сундырский» ял хуçалăх производство кооперативĕн правленийĕн председателĕ пулнă. Çапах çавнашкал яваплă ĕçре вăй хунине, коомерци организацийĕнче управлени тивĕçне пурнăçлакан çын пулнине пăхмасăр вăл пĕлсе тăрсах темиçе престулени тунă.

 2003 çулхи утă уйăхĕнче А.Пихтеров ял хуçалăх предприятийĕн выльăхне сутнă - 170 пин ытла тенкĕлĕх. Укçапа хуçалăха аталантарма усă курнă тесе шутлатăр тăк - йăнăшатăр. «Хуçа» çак укçапа автомашина туянса янă, анчах ăна предприяти балансне тăратман, хăй ячĕпе регистрациленĕ.

Ку çеç те мар, А.Пихтеров ЯХПК ертÿçинче ĕçленĕ тапхăрта саккуна татах та пăснă. Ял хуçалăх кооперативĕн пурлăхне «Рассвет» агрофирма ООО балансне куçарнă. Мĕншĕн унта; А.Пихтеров тулли мар яваплă çав обществăн генеральнăй директорĕ тата учредителĕ (устав капиталĕн 52 проценчĕ унăн тÿпи) пулнă.

2004 çулхи раштавра хуçалăх ертÿçи «Моргаушагропромхими» АУО гендиректорĕпе В.Пушкинпа калаçса татăлса 350 пине яхăн тенкĕлĕх дебитор парăмĕн шучĕпе «Сундырский» хуçалăхăн 105 ĕнине хайхи акционер обществине панă. Паллах, çавăн чухлĕ выльăхăн  чăн хакĕ чылай пысăкраххине ялта пурăнакан кашни çынах чухлать, Пихтеров та питĕ лайăх пĕлнĕ.  Чăн хакĕ - 1.253 пин тенкĕ.

Хуçалăх пурлăхĕпе хăйне кирлĕ пек усă курас тата «Рассвет» агрофирма валли пайта тăвас тĕллевпе пĕлтĕрхи кăрлач уйăхĕнче А.Пихтеров «Сундырский» ЯХПК тыррипе выльăхне (417 пин тенкĕлĕх) йÿнетнĕ хакпа панине ĕнентерекен хутсем хатĕрленĕ. Чухларăр пуль, ку тĕслĕхре те çав продукцин рынокри хакĕ чылай пысăкрах пулнă - 1,5 миллион ытла тенкĕлĕх. Çакăн хыççăн саккуна пăсса илнĕ хайхи мула вăл рынок хакĕпе агрофирмăн устав капиталне хывмалли взнос вырăнне панă.

Çын хапсăнчăклăхĕн чикки çук пуль çав. Панкрута тухассине ăнланса А. Пихтеров «Сундырский» ЯХПК пурлăхне саккуна пăсса салатнă. Çавна май кооперативăн 2 миллион ытла тенкĕлĕх пурлăхĕ саккунсăр майпа ял хуçалăх предприятийĕн балансĕнчен тухнă.

Телее, ку тĕслĕх çине право хуралĕнчи органсем алă сулман. Республика прокуратури А.Пихтеров тĕлĕшпе уголовнăй ĕç пуçарнă, ăна тĕпчеме ЧР прокуратурин преступленисене тĕпчекен пайăн чи опытлă следователĕсенчен пĕрне панă. Вăл айăпа туллин ĕнентерме пултарнă, кĕçех вара тăватă томлă уголовнăй ĕçе суда ярса панă. Район сучĕ Андрей Пихтеров айăпне çирĕплетнĕ, ăна 5 çул çурăлăха ирĕклĕхсĕр хăварма йышăннă.

Халĕ 35 çулти «депутатăн» хăйĕн хăтланăвĕсем пирки шутласа пăхмалăх вăхăт пур ĕнтĕ. Тепĕр тесен тĕрĕс пĕтĕмлетÿ тăвĕ-ши - иккĕленÿллĕ. Маларах та судпа айăпланнă-çке. 2004 çулхи нарăсра ăна штрафа вăхăтра тÿлеменшĕн административлă майпа айăпланă, 1997 çулхи ака уйăхĕнче вăрланăшăн 2 çуллăха условнăй майпа ирĕклĕхсĕр юлнă, анчах асăрхаттару вырăнне пулнă çав айăплавсем ăна тÿрĕ çул çине тăратайман иккен.

«Хыпар» хаçатран.

.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика