27 июля 2006 г.
Пирĕн ахаль те çăмăл мар пурнăçра йăлари татса паман ыйтусем çумне тепĕр проблема хутшăнчĕ: сиенленмен продуктсене мĕнле майпа тата ăçтан тупса илмелле; Çакна тума пĕрмаях май килмест. Çавăнпах ĕнтĕ пире ку ыйтупа çыхăннă тепĕр шухăш канăçсăрлантарма пуçлать: япăх пахалăхлă прдуктсенчен çывăх çынсен сывлăхне сиен кÿмен мĕнле апат-çимĕç хатĕрлемелле;
Мĕн-ха вăл нитрат; Азотпа азот кислотин (селитрин) тăварĕсем пур пĕрлешÿсене калаççĕ çапла. Çак элементсем ÿсентăраншăн чи кирлĕ компонентсем шутланаççĕ. Анчах вĕсем ытлашшипех пулни этем организмне сиен кÿрет.
Пирĕн организма лекнĕ хыççăнах хăйсене вĕсем тĕрлĕрен тытаççĕ. Нитратсем хăш-пĕр пайĕ оргранизмран тухса пĕтет. Теприсем организма сиен кÿмен е уншăн усăллă пĕрлешÿсене куçса каяççĕ. Виççĕмĕшĕсем вара нитрата, азотлă кислотан тăварне куçаççĕ. Шăпах çаксем ĕнтĕ организмшăн хăрушă япала пулса тăраççĕ.
Юн гемоглобинĕсемпе хутăшса, вĕсем çав хĕрлĕ юн пĕрчисен кислородпа тăранса пурăнаслăха пĕтереççĕ. Çапла вара клеткăсен йĕркеллĕ ĕçĕ пăсăлать, тĕрлĕрен чир-чĕр пуçланать. Тĕп нерв системи хĕн курать, организмшăн хÿтлĕх вăйĕ чакать. Йывăр çын хĕрарăмсен хырăм ÿкме пултарать. Арçынсен потенци чакать.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"