Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çуллахи кунсем - лагерьте

27 июля 2006 г.

 

Хаваслă çу кунĕсем. Кĕтнĕ каникул. Ăçта ирттереççĕ-ха ачасем çак кану вăхăтне; Тĕрлĕ çĕрте: кам лагерьте, кам асламăшĕ патĕнче, кам тăван ялта.

Эпир юлташпа иксĕмĕр Кашмаш шкулĕ çумĕнчи ĕçпе кану лагерьне çÿретпĕр. Лагерьте  пурĕ  25  ача. Пире ертсе пыраканĕсем Е.П. Павлова тата А.Л. Скворцова. Лагере эпир кашни кунах килме тăрăшатпăр. Иртен пуçласа кăнтăрлаччен «Восток» е «Свобода» хуçалăх уйĕнче вăй хуратпăр. Унта кăшман тата çĕр улми анисене çумлатпăр. Кăнтăрлахи апат хыççăн тĕрлĕ вăйăсем вылятпăр: лапталла, футболла... Викторинăсемпе спорт эстафетисене хутшăнатпăр. Унсăр пуçне лагерьте «Хĕрлисен кунĕ», «Нептун кунĕ» иртеççĕ.

Мероприятисене хутшăнса çĕнтернисене жетонсем параççĕ. Лагерьте хăйне кам япăх тытать, унăн жетонне катаççĕ. Çавăнпа та ачасем хăйсене йĕркеллĕ тытма тăрăшаççĕ, воспитательсене итлеççĕ, мероприятисене активлă хутшăнаççĕ. Лагерь вĕçне пурте нумайрах жетон пухасшăн вĕт-ха.

Лагерь вĕçленес умĕн пĕр кун малтан ярмăрккă пулать. Çав Ярмăрккăра тĕрлĕ вăйăсемпе атракционсем пулаççĕ, унта çĕнтерÿçĕсем каллех жетонсем илеççĕ. Ара, çак жетонсемпе ярмăрккăра тĕрлĕ çимĕçсем илме пултараççĕ: печени, канфет, йогурт, панулми т.ыт.те.

Эпĕ мероприятисене хутшăнса лагерь вĕçнелле 36 жетон пухрăм, манăн юлташ - 32 жетон. Унпа ярмăрккăра йогурт, панулми, апельсин, булкăпа шашлык илме пултартăмăр. Эпир уявпа кăмăллă юлтăмăр.

Халĕ лагерь вĕçленсе пырать. Унта эпир пĕр кун сиктермесĕр çÿрерĕмĕр. Кайран вара Шупашкар хулине кайса курма ĕмĕтленетпĕр

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика