26 июля 2006 г.
Чÿхенĕ чухне 10 литр шыв çине 1 апат кашăкĕ чухлĕ глицерин ярсан трикотаж япаласем çĕнĕ пекех курăнаççĕ.
Япала çине юлнă утюг йĕрне пĕтерме пулать: çав вырăна пуçлă сухан сĕткенĕпе сăтăрмалла та темиçе сехетрен çуса ямалла.
Синтетика япаласене якатнă хыççăн утюг çинче тасатма кансĕр хăмăр йĕр юлать. Çавна пĕтерме утюга кăштах ăшăтмалла та нÿрĕ татăк илсе апат содипе сăтăрмалла.
Тарпа вараланнă кĕпе-йĕме пĕр литр шыв пуçне пĕр ывăç тăвар янă шывра ислетсе çусан вăл аван тасалать.
Мĕнле упрамалла
Кĕрпепе çăнăха нумай вăхăт хушши упрама пулать. Кашни банкăна темиçешер пуç ыхра хурсан вăл хуртланмасть те. Ыхра шăрши апат-çимĕçе пăсмать, çакăн пек условисенче вăл питĕ лайăх упранать.
Кĕрпене çатăрка хутсенчех тытсан вăл хуртланать. Ун чух кĕрпе упранакан шкафа вĕри шывпа лайăх çуса типĕтмелле, уçăлтармалла. Сиенленнĕ кĕрпене пăрахмах тивет.
Тăвар çине темиçе чĕптĕм çĕр улми крахмалĕ хушсан тăвар йĕпенмест тата хытса та каймасть. Унта крахмал хушни вара пĕртте туйăнмĕ.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"