Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăнăçлă ăмăртрĕç

26 июля 2006 г.

 

Етĕрне районĕнче июнĕн 27-мĕшĕнчен пуçласа июлĕн 2-мĕшĕччен «Зарница» тата «Орленок» çамрăк армеецсен юхăмĕн республикăри 38-мĕш финалти вăййисем иртрĕç. Вĕсене пирĕн район командисем те хутшăнчĕç. Пĕрремĕшĕ Муркаш шкулĕнчен, вăл «Орленок» ятлă, ăна В.Г. Львов вĕрентекен ертсе пычĕ. Иккĕмĕшĕ вара Мăн Сĕнтĕр шкулĕнчен, М.Г. Шуйцев ячĕпе хисепленекен çарпа патриотика клубĕнчен, ăна клуб директорĕ И.В. Семенов ертсе пычĕ.

Ултă кунпа ултă каç вăй виçрĕç çамрăк армеецсем. Çар хăнăхăвĕсене алла илнисĕр пуçне çанаталăкпа та кĕрешме тиврĕ. Тÿпере пĕçертекен хĕвеле те, кĕтмен çĕртен килсе кĕнĕ сивве те парăнмарĕç  ачасем.

Муркаш шкулĕн команди «Тинĕсри виçĕ енлĕ кĕрешÿ» конкурсра иккĕмĕш вырăн, «Хÿтĕленÿ» конкурсра 3-мĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Çак командăри Кристина Дмитриева тĕвĕсем тăвассипе уйрăмах маттур пулчĕ, парнене тивĕçрĕ. В.Г. Львов педагога вара çамрăк ăрăва патриотизмла воспитани парассипе ăнăçлă ĕçленĕшĕн ятран медаль пачĕç.

«Шуйцевсем» те вăйăсенчен нумай парнесемпе таврăнчĕç. Вĕсем иртнĕ çулхи вăйăсене те хутшăннăччĕ. Çавăнпа Мăн Сĕнтĕрсен опычĕ те çителĕклĕ. Вĕсем «Ялавсемпе танлашăр», «Вĕсемпе халăх мухтанать», «Хÿтĕленÿ» конкурссенче 1-мĕш вырăн, «Хирте пĕччен çар çынни мар», «Малалла, çамрăк армеецсем!», «Çапăçу чикки», «Нÿрĕ семафор» конкурссенче 3-мĕш вырăн çĕнсе илчĕç.

Çамрăк армеецсен вăййисен пĕтĕмĕшле итогĕпе М.Г. Шуйцев ячĕпе хисепленекен клуб команди виççĕмĕш вырăна тухрĕ, диплома, медале тата кубока тивĕçрĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика