Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сиен кÿмесĕр иртмерĕ

27 июня 2006 г.

 

Иртнĕ эрне кун республикăра шалкăм çумăрпа хутăш пăрлă çумăр çурĕ. Шел пулин те, пирĕн районта та сиен кÿмесĕрр иртмерĕ вăл. Акă, мĕн каласа пачĕ кун пирки район администрацийĕн гражданла оборона тата чрезвычайлă  лару-тăру  енĕпе ĕçлекен пай ертÿçи Н.П. Милютин:

Июнĕн 16-мĕшĕнче 16 сехет те 30 минутпа  17 сехет те 10 минут хушшинче кÿршĕллĕ Мари  Эл республикипе чикĕллĕ «Рассвет», «Хлебороб» хуçалăхсенче, çак тăрăхсенче вырнаçнă ялсенче шалкăм çумăрпа хутăш пăр çурĕ. Çак çутçанталăк инкекĕ «Хлебороб» АФ чикĕллĕ яваплăхлă обществăпа Мăн Сĕнтĕр тата  Ильинка ял тăрăхĕсенчи уйрăм хушма хуçалăхсенчи хуралтăсемпе пахча-çимĕç культурисене сиен кÿчĕ.

Уйрăммăн илес пулсассăн, «Хлебороб» АФ чикĕллĕ яваплăхлă обществăра 12 гектар çинчи выльăх кăшманĕ, 2 гектар çинчи хĕрлĕ кăшман, 3 гектар çинчи купăстапа сухан сиенленнĕ, сысна ферминче 14,5 тăваткал метр чухлĕ чÿрече кантăкĕ ваннă.

Ильинка ял тăрăхĕнчи Куçкăнта вара уйрăм çынсен 15  хуçалăхĕсенче 4-5 га çинчи  пахча-çимĕç пăра пула сиенленнĕ. Çавăн пекех пурăнмалли çуртсемпе хуралтăсен  чÿречисен кантăкĕ ваннă, И.В. Яртеев халăхĕнче 180 тăваткал метр рубероид сиенленнĕ,  Г.Г. Кудряшова хуçалăхĕнче 8 тăв. метр сарай тăрри хăйпăннă,  хапха тÿнсе кайнă, А.Д. Бычкова хуçалăхĕнче кирпĕчрен купаланă хапха юпи анса ÿкнипе хапха тÿнсе кайнă тата В.П. Вахрушев хуçалăхĕнче пурăнмалли çурт çумне çыпăçтарнă пластик  плитасем  25 тăваткал метр сиенленĕ.

Мăн Сĕнтĕр ял тăрăхĕнче вара хăшпĕр хушма-хуçалăхра пахча-çимĕç культурисем пĕтнĕ: 246 хуçалăхра пĕтĕмпе 12,6 гектар çинче. Çав шутран 5,2 гектар çинче - купăста, 2,5 гектар çинче - помидор, 1,3 гектар çинче - сухан, 0,8 гектар çинче хăяр, 2,8 гектар çинче – ытти културăсем. 52 гектар çинче çĕрулми те вырăн-вырăнпа сиенленнĕ. Ку ял тăрăхĕнче те çил-тăвăл канăк ватнă тĕслĕхсем пур.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика