Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăйсен ĕçне чунтан парăннă

27 июня 2006 г.

 

Кашни çыншăн çут тĕнчери сывлăхран пахи нимĕн те çук. Сывлăх пуриншĕн те чи хаклă пуянлăх. Анчах, шел пулин те, нумай чухне эпир çакна инкек тÿссен е йывăр чирлесен кăна лайăх ăнланса илетпĕр. Тепĕр чухне асăрханусăр  пулни,  хамăра упрама пĕлменни пире больницăна илсе çитерет.

Тавах Турра, пирĕн районта хăйсен ĕçне чунтан парăннă, çĕрне-кунне пĕлмесĕр чирлисене сыватса ура çине тăратассишĕн тăрăшакан врачсем пурришĕн.

Нумаях пулмасть эпир те Муркашри тĕп больницăри хирурги уйрăмĕнче выртсах сиплентĕмĕр. Пире пурне те кунта Л.Н. Андреев врач-травматолог сиплерĕ. Кашнин чирĕ тĕрлĕрен, пĕри шăмă хуçнă, тепри ÿксе аманнă, шăмăсем ыратнипе аран утать - Леонид Николаевич  вара пурне те çав тери пĕлсе, кăмăллăн, хăйĕн тăванне сипленĕ пек тăрăшса ура çине тăратрĕ. Пысăк опытлă хирург чăннипех халăх  хисепне тивĕçлĕ Çĕре çити пуç тайса тав тăватпăр ăна.

Медицина ĕçченĕсен кунĕ ячĕпе хирурги уйрăмĕн ертÿçине Г.М. Огурцова, Л.Н. Андреева, аслă медсестрана  И.А. Софронова, мĕн пур медсестрасемпе санитаркăсене чĕререн саламласа çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул, пурнăçра телей сунатпăр. Аллу-урусем яланах таса та сывă пултăр. Çынсене пулăшнăшăн сире Турă яланах ырлăх кÿтĕр.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика