Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асра юлнă тĕл пулу

27 июня 2006 г.

 

Эпĕ пĕлтĕр те каникул вăхăтĕнче хамăр шкул çумĕнчи лагерьте каннăччĕ. Питĕ килĕшнĕччĕ ун чухне мана: кунĕпе лагерьте выляма, савăнма  аван, каçсерен килте, çемьепе пĕрле.

Çавăнпа та кăçал та хаваспах çÿреме килĕшрĕм.

Ку çул та пирĕн шкулта 3 лагерь ĕçлет: эпĕ çÿрекенни «Улыбка» ятлă, тепри «Илемпи», виççĕмĕшĕ - ĕçпе кану лагерĕ. Унта пысăккисем çÿреççĕ. Çак лагерьсен ертÿçи - Олег Иосифович Тарасов. Вăл пире кашни кун тутлăрах та тутлăрах çитерме тăрăшать. Пирĕнпе тата тăватă воспитательпе 5 вожатăй ĕçлеççĕ. Темĕн те тăватпăр эпир: çĕнĕ вăйăсем, юрăсем вĕренетпĕр, концертсем, юмахсем лартатпăр, хăмăр таврари йывăç-курăкпа, кайăксемпе паллашатпăр... Паллах, ытларах уçă сывлăшра пулма тăрăшатпăр: вăрмана, колхоз садне, шыв хĕррине çÿреме юрататпăр.

Ĕнер эпир пĕчĕк туристсем пултăмăр. Ирхи апат çинĕ хыççăнах хамăр тавралăхпа паллашма тухса кайрăмăр: Москакасси ялĕнчи илемлĕ те тирпейлĕ çуртсене пăхса çÿрерĕмĕр, колхоз садне çитрĕмĕр. Каннă вăхăтра Ирина Федоровна пире çĕнĕ юрă вĕрентрĕ. Эпир юрланине илтсе пирĕн пата пĕр кинемей пычĕ. Ăна Акулина Сергеевна тесе чĕнеççĕ иккен. Вăл çамрăкрах чух çирĕм çул ытла пирĕн шкулта техничка пулса ĕçленĕ. Акулина Сергеевна ялта хиспелĕ çын - ăна сцена ветеранĕ теççĕ. Вăл нумай çул Москакассинчи культура çурчĕ çумĕнчи халăх хорне çÿрет. Халĕ вăл пире хăй юратнă юрăсене юрласа кăтартрĕ. Эпир ăна чечек çыххисем патăмăр, хамăр та юрласа савăнтартăмăр. Чăн-чăн пысăк концерт пулчĕ вара. Акулина Сергеевна кăмăллă юлчĕ, эпир те çак тĕл пулăва  нихăçан та манмăпăр.

Отряд хамăр маршратпа малалла утрĕ. Эпĕ çаплах кинемей юрласа панă «Партизан вилĕмĕ» юрă çинчен шухăшласа пытăм.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика