Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Инвалидсем палăрчĕç

27 июня 2006 г.

 

Паянхи пурнăçра кашни çыннăн пурнăçпа тан пыма, ăс-тăн культурине аталантарма, çавăн пекех спортпа туслашма тăрăшмалла. Ăс-хакăлпа чун аталанăвĕн çулталăкĕ пулнă май районти инвалидсем те тăтăшах пухăнса пултарулăха туптаççĕ, тавра курăма аталантараççĕ. Инвалидсемшĕн пĕрле пухăнни,çапла майпа хăйсене тăватă стенаран хăтарни вĕсемшĕн питех те кирлĕ. Çак тĕлĕшпех июнĕн 14-мĕшĕнче Элĕкре шашка, шахмат, дартс вăййисен ăмăртăвĕ иртрĕ. Муркаш чысне хÿтĕлеме сакăр инвалид-спортсмен социаллă политика управленийĕ, куç курманнисен тата инвалидсен пĕрлĕхĕ йĕркеленине çитсе килчĕç.

Шахматла выляса Ю.Г. Щегольков 1-мĕш вырăна, Е.Н. Осипов 2-мĕш вырăна пухса, Г.А. Васильева тăрăшупа пултарулăх кăтартса «За упорство» номинаци дипломне тивĕçрĕç.

Шашка ăмăртăвĕнче А.А. Ермолаев 1-мĕш вырăн, Е.Н. Осипов 2-мĕш вырăн çĕнсе илчĕç.

Дартс вăййисенче 1-мĕш вырăна Е.О. Афансьев, 2-мĕш вырăна Е.Н. Кроликов тивĕçрĕç. Ăмăрту йĕркелÿçисем унта хутшăннă кашни спортсмена диплом тата асăнмалăх парне парса хавхалантарчĕç. Спонсорла пулăшу пама районти йăла çурчĕ (ертÿçи Давыдов А.П.) тата «Единая Россия» партин районти уйрăмĕ кăмăл турĕç.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика