Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » 10 çулта - 10 пин тенкĕ

27 июня 2006 г.

 

Шуркасси шкулĕнче питĕ маттур ачасем вĕренеççĕ. Акă кăçал тăваттăмĕш класран вĕренсе тухакан ачасенех илер: Саша Степановпа Алеша Михайлов вĕренÿре те, спортра та чи маттуррисем. Настьăпа Денис Троицкийсем те вĕсенчен юлмаççĕ. Коля Ивановпа Топалэ Руслан вара ĕçре пит маттур. Вĕсен девизĕ те «Пурте - пĕриншĕн, пĕри - пуриншĕн». Çак туслă ачасем хуйхине те, савăнăçне те пĕрле пайлаççĕ.

Акă пирĕн класс ачисен тепĕр пысăк савăнăç. Саша Степанов кĕнекепе те, хаçат журналпа та питĕ туслă. Чи юратнă хаçачĕсем унăн «Детская газета», «Çĕнтерÿ ялавĕ». Яланах унти конкурссене хутшăнать. Пуш уйăхĕн 20-мĕшĕнче Минск хулинче пичетленсе тухакан «Детская газета» хаçатра «Город 25 века» художествăлла конкурс ирттерни çинчен пĕлтернĕччĕ. Эпир те, 4-мĕш класс ачисем, çак конкурса хутшăнас терĕмĕр. Ачасем пурте питĕ тăрăшса ĕçлерĕç. Класри ачасене Сашăн ÿкерчĕкĕ питĕ килĕшрĕ. Çавăнпа та ачасен класс етрÿçи ăна çак конкурса хăйĕн ĕçне ярса пама сĕнчĕ.

Акă питĕ пысăк савăнăç. Çу уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Республикин Муркаш районĕнчи Шуркасси шкулĕнче тăваттăмĕш класра вĕренекен Сашăн ĕçĕ пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнине тата ăна 10.000 тенкĕ парса хавхалантарнине пĕлтĕмĕр. Пĕрле вĕренекенсемпе ашшĕ-амăшĕсем тата Сашăн пĕрремĕш вĕрентекенĕ уншăн питĕ савăнтăмăр. Маттур, Саша!

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика