Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эмел курăкĕ пухатпăр

22 июня 2006 г.

 

Пирĕн шкул çумĕнче ачасен сывлăхне çирĕплетмелли тата кану лагерĕ йĕркеленнĕ. Унта пуçламăш класс ачисем çÿреççĕ. Ăна ачасем «Хĕвел пайăркисем» ят пачĕç. Ушкăн  командирне Курбанов  Алешăна суйларĕç.

Ачасем кашни кунах шкула 8 сехете пуçтарăнаççĕ. Линейка умĕн эпир тĕрлĕ вăйăсем вылятпăр. Ирхи апат хыççăн эмел курăкĕ пуçтарма çÿретпĕр. Малтанхи кунсенче эпир шкул йĕри-тавра ама хупахĕ пуçтартăмăр. Унтан вĕлтрен çулçи  пухрăмăр. Вĕлтрен çулçи татма çăмăлах пулмарĕ. Çавăнпа та эпир малалла та ама хупаххинех пуçтарас терĕмĕр. Анчах та пĕр  ыйту канăç памарĕ: ăçта нумай-ши çак курăк; Федотова Наташа пире ырă хыпар пĕлтерчĕ. Вĕсен ялĕнче ама хупахĕ нумай иккен. Тепĕр кунне вара эпир Çĕньял Оринин ялне çул тытрăмăр. Çулĕ кĕскех пумарĕ пулсан та, ачасен ĕçлес кăмăлĕ пĕртте чакмарĕ, вĕсем тупăшсах ама хупаххи пуçтарчĕç. Ытларах тăрăшса пуçтаракансем Шарапов Женя, Николаева Настя, Федотова Наташа, Вязова Алина, Курбанов Алеша, Скворцов Миша пучĕç. Çак чĕрĕ тавара эпир тÿрех  Оринино лавкине леçсе патăмăр. Пурĕ эпир 70 кг эмел курăкĕ пуçтартăмăр.

Çак вăхăтра эпир кану çинчен те манмарăмăр. Кашни кунах кăнтăрлахи апат умĕн тĕрлĕрен вăйăсем, конкурссем ирттертĕмĕр. Компьютерпа та выляма ĕлкĕртĕмĕр. Лантăш вăрманĕнче те  пултăмăр. Унта эпир шкул столовăйĕ валли серте пуçтартăмăр, тĕрлĕрен ÿсен-тăрансемпе паллашрăмăр, тĕрлĕ кайăк юррисемпе, çут çанталăк илемĕпе киллентĕмĕр.

Ачасем шкула çакăн пек лагерь пулнишĕн питĕ кăмăллă.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика