Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ан ÿркен кăна

22 июня 2006 г.

 

Акă, сисмесĕрех тепĕр вĕренÿ çулĕ те вĕçленчĕ. Ачасемшĕн чи кĕтнĕ те савăнăçлă вăхăт çитрĕ. Çуллахи каникула вĕсем усăллă ирттерме тăрăшаççĕ: кам лагере канма каять, кам килте ашшĕ-амăшне пулăшать, кам вара шкулти ĕçпе кану лагерĕнче тăрăшать.

Орининти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта кашни çулах ĕçпе кану лагерĕ ĕçлет. Вăл «Факел» ятлă. Кăçал лагере 40 вĕренекен çÿрет. Командира Ваня Васильева суйланă. Лагерьте 3 воспитатель ĕçлет: Е.А. Кольцова, Т.В. Шерстякова тата Т.Н. Михайлова.

Ачасен ĕç кунĕ ирхи линейкăран пуçланать. Унта вĕсене лагерь начальникĕ кун йĕркипе паллаштарать. Ун хыççăн ачасем шкул пахчинче ĕçлеççĕ: помидор, купăста лартаççĕ, шăвараççĕ, йăрансене çумкурăкран тасатаççĕ, тĕрлĕ-тĕрлĕ чечексем акаççĕ. Тата ачасем кашни çулах «Орининопа» «Восток» хуçалăхĕсем уйăрса панă кăшман лаптăкĕсене çумкурăкран тасатассипе тимлеççĕ. Тăрăшса ĕçлеççĕ. Уйрăмах хĕрачасене ырăпа асăнмалла: Наташа Репина, Алина Репина, Света Никитина, Катя Бычкова, Вероника Скворцова, Даша Гурьева тата ыттисем те.

Кăнтăрлахи апат хыççăн кану вăхăчĕ пуçланать. Кунта кам кĕнеке вулать, кам стена хаçачĕ кăларать. Тĕрлĕ викторинăсемпе конкурссем, эстафетăсемпе спорт вăййисем те ачасен çывăх тусĕсем.

Интереслĕ иртет ĕçпе кану лагерĕнчи вăхăт. Кашни кун тĕрлĕ мероприяти - хутшăнма кăна ан ÿркен!

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика