22 июня 2006 г.
Пурăнмалли çурт-йĕршĕн тата коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн тÿленĕ чухне граждансене социаллă пулăшу памалли хушма мерăсем çинчен
Граждансене патшалăх пулăшăвне парассине вăйлатас, вĕсене паракан социаллă хÿтлĕх шайне ÿстерес тĕллевпе çапла йышăнатăп:
1. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн:
пурăнмалли çурт-йĕршĕн тата коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн тÿлеме паракан субсидисене шутласа кăларма усă куракан, граждансен лару-тăрăвне лайăхлатакан республика стандарчĕсене палăртмалла:
федерацин ĕç тăвакан влаçĕн тивĕçлĕ органĕсене пурăнмалли çурт-йĕршĕн тата коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн граждансем тÿлекен виçе улшăнăвĕн чи юлашки индексĕсене палăртас енĕпе тĕплĕ сăлтавланă расчетсем тата федераци бюджетĕнчен Чăваш Республикин республика бюджетне паракан укçа-тенкĕ пулăшăвне пайлассине шутлама кирлĕ пуçламăш кăтартусем çумне сĕнÿсем памалла:
2. Вырăнти хăй тытăмлă органĕсене организацисем паракан çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшу ĕçĕсен тарифĕсене муниципаллă пĕрлĕхсенче пурăнакансем илекен социаллă хÿтлĕх шайне сыхласа хăварма кирлине шута илсе палăртма сĕнес:
3. Çак Указ ăна официаллă йĕркепе пичетлесе кăларнă кунран пуçласа вăя кĕрет.
Чăваш Республикин Президенчĕ Н. Федоров.
Шупашкар, 2006, çĕртме, 9. 48 №.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"