22 июня 2006 г.
Паян пурнăç йывăр, теме хăнăхнă ĕнтĕ эпир. Анчах хăçан çăмăл пулнă-ши вăл; Ырă çынсемпе, юнашарах усаллисем пулнă. Ырă çынсем, Иван Христофоров шăрантаракан юрăри пек каласан, тем тесен те нумайрах. Хăвăрах шухăшласа пăхăр. Тĕрлĕ инкек-синкексене пула паян миçе ача хăр-тăлăха тăрса юлать; Ашшĕ-амăшĕ тĕрĕс-тĕкел çĕртех вĕсен чун-чĕре ăшшисĕр юлнă хĕрачасемпе арçын ачасем тата мĕн чухлĕ;
Çав ачасене интерната ямасăр, çемьере ашшĕ-амăш юратăвĕпе çитĕнтерме майсем пур. Чи пĕрремĕш мел вăл - ачана усрава илесси. Кун пек чухне усрава илнĕ ачасем те хăвăр ачасемпе танлашаççĕ. Иккĕмĕш мел - ачасене опекăна илме пулать. Виççĕмĕш мел - усрав çемье. Опекăна тăвансен ачисене илеççĕ пулсассăн, усрав çемье ют ачана усрама илет. Тепĕр уйрăмлăх: патшалăх тăлăх е хÿтлĕхсĕр юлнă ачасене çывăх çыннисем çине хунă май вĕсене тумлантарма тата çитерме укçа уйăрать. Унăн сумми мĕн чухлĕ пуласси ача миçе çулта пулнинчен килет. Усрав çемьери ачана тăхăнтартма тата ун валли апат-çимĕç илме укçа панипе пĕрлех, ашшĕ-амăш пулса тăнисене ĕç укçи те тÿлет. Ĕç укçи миçе тенкĕпе танлашасси миçе ачана усрама илнинчен килет.
Пирĕн районта 55ĕн 77 ачан опекунĕсем пулса тăраççĕ. Çавăн пекех ачасене усрава илнисем те пур: 30 çемье.
Çак кунсенче районта пĕрремĕш усрав çемье çуралчĕ. Хăйсем çуратнă ачасене пурнăç çулĕ çине кăларнă ашшĕ-амăшĕсем 2 çултан иртнĕ ют ачана усрама илчĕç.
Эппин, ыр кăмăллăхăн вĕçĕ-хĕрри çук. Çак ырă утăма тума нихăçан та кая мар. Çемьере ача куллинчен, унăн шăкăл-шăкăл калаçăвĕнчен ырри мĕн пултăр;
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"