Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕмĕр ахаль те кĕске

22 июня 2006 г.

 

Çуллахи лăпкă кун. Ăшă çилпе чечексем тем çинчен пăшăлтатаççĕ.  Сар хĕвелĕн шевлисем вара хурăн çулçисемпе пытанмалла выляççĕ тейĕн.

Таçтан амакран хура пĕлĕтсем капланса килчĕç. Шăпăр-шăпăр çумăр çума пуçларĕ. Унăн шерпечĕпе чÿхеннĕ йывăç-курăк çăмăллăн сывласа ячĕ.

Этем пурнăçĕнче те çавнашкалах. Чипер çĕртенех хуйхă-суйхă йăтăнса анать. Ăна çĕнтернĕ хыççăн, килекен савăнăçпа лăш сывласа яратпăр кайран. Шел пулин те,хăшĕсем çак чун ыратăвне чăтаймасăр черетлĕ телейпе савăнăç çитиччен хăрушă утăм тăваççĕ. Телейлĕ кунсем пулаççех. Шанчăка çухатмалла мар çеç,- тет районти тĕп больницăри Л.М. Иванова психотерапевт.

- Мĕнле асăрханмалла çак йăнăш утăмран;

- Суицид шухăшласа тăвакан пулăм. Çавăнпа та унран мĕнле асăрханмалли çинчен калаçиччен маларах, çав утăма мĕншĕн тунин сăлтавĕсем çинчен чарăнни вырăнлăрах.

Хăшĕсем çак хăрушă инкек патне çемьери йĕркеллех мар хутшăнусене, уйрăлнине, вăл е ку чире е намăса пула тăваççĕ. Йăлари йывăрлăхсем, ĕçри хирĕçтăрусем тата ытти сăлтавсем те вĕсен шутнех кĕреççĕ.

- Çак хăрушă утăма тума пултаракан теветекллĕ ушкăна камсем кĕреççĕ;

- Шанчăка çухатнă çынсем. Вĕсем суицид тĕслĕхне пĕртен пĕр çăлăнăç тесе шутлаççĕ. Çак теветкеллĕ ушкăна çавăн пекех психика чирĕпе чирлекен личноç арканакан, психоактивлă веществосемпе усă куракансем те çак ушкăна кĕреççĕ.

Теветкеллĕ тепĕр фактор вăл - малтан та çакăн пек хăрушă утăм тума хăтланни, çавăн пекех тăвансенчен хăйсем çине хăйсем алă хунă тĕслĕх пулни. Çакна курса вĕсем теçав хăрушă утăма тума пултарни. Ку ушкăна çавăн пекех пĕччен çынсем, тус-юлташ, çывăх çынсем çуккисем кĕреççĕ: юнашар çывăх çын пулни çав шанчăксăрлăха сирсе яма пулăшнă пулĕччĕ.

- Халăхра, тет, текен каларăш пур. Ăна ĕненес пулсан, психика тĕлĕшĕнчен сывах мар çынсем тăваççĕ йăнăш утăма; Ку тĕлĕшпе специалист шухăшне пĕлес килет.

- Ку тĕрĕс мар. Суицида тунисенчен 80-85 проценчĕ сывă çынсем.

Хăйсемех  хăйсем çине алă хурассине сирсе яма çук тени те тĕрĕс мар. Çав кризис вăхăчĕ вăл - вăхăтлăх. Çав вăхăтра çынна чун ăшши, пулăшупа ăнлану кирлĕ. Çавна туйсан, вăл хăрушă шухăшне пурнăçа кĕртмест.

- Хак хăрушă утăма тăвакан çынсен типĕ пур теççĕ;

- Апла мар. Ку вăл лару-тăруран çеç  мар, личноç ăна епле хакланинчен те килет.

- Çын хăй çине алă хурас  йышăнăва хатĕрленмесĕр кĕтмен çĕртен тăвать, теççĕ.

- Анализ çакна кăтартса парать. Суицид кризисĕ темиçе эрне, уйăх та тăсăлма пултарать.

- Çак хăрушă утăма тăвиччен малтан  çакăн пирки ыттисене пĕлтерет, анчах юнашаррисем çакна шÿт вырăнне хурса йышăнаççĕ, теççĕ.

- Нумай тĕслĕхсене илес пулан, çак хăрушă утăма шутламасан, çакăн пек шухăшсем пулни паллă. Урăхла каласан, çын яланах юнашар пурăнакансене хăйĕн çак утăмĕ пирки  каланă.

- Çак хăрушă утăма тума йышăннине ниепле те пĕлме çук теççĕ.

- Çын хăйĕн çине алă хуриччен хăйне ăнланмалла мар тытма пуçлать.

- Пĕрре çак хăрушă утăма тума хăтланнисем урăх ун пек хăтланмаççĕ, тени тĕрĕс-и;

- Тĕрĕссине вара çын çак хăрушă пулăма пĕр хутчен пурнăçа кĕртме хăтланнă пулсан, çак утăма тепре тума пултарас хăрушлăх пысăк. Уйрăмах малтанхи 1-2 уйăхра 60-80 процент чухлĕ.

- Хăйне хăй вĕлерес килни ăруран ăрăва куçать теççĕ...

- Кăна никам та çирĕплетсе паман.

- Çыннăн ĕç нумай пулсан, çак усал шухăша пурнăçламасть теççĕ;

- Ку тĕрĕс мар.

- Хаçат вулакансене мĕн сĕннĕ пулăттăр;

- Чи малтанах çакна калам. Çын çак  хăрушă утăма шутлани çинчен кама та пулин сăмах майăн пĕлтеретех. Çакна шÿт вырăнне хурса йышăнмалла мар. Унпа калаçмалла, калаçтармалла, чун ыратăвĕ пирки каласа патăр вăл сире. Ăна çак вăхăтра ăнланулăх кирлĕ, йывăрлăхран тухма пулăшакан сĕнÿ кирлĕ.

Пурнăç йывăрлăхсемсĕр мар. Чуна йывăр чухне пĕччен юлмалла мар, хăвăра хумхантаракан япала пирки юлташсене, шанчăклă çынсене каласа памалла. Çавăн чухнехи пĕр пĕчĕк сĕнÿ те сире çав самантра татса параймалла мар шутланнă проблемăна пĕтермелли çула тупма пулăшать.

Çакна асра тытмалла. Пурнăçра ялан хура кунсем пулмаççĕ. Хыççăн савăнăçлă, телейлĕ кунсем пулаççех. Ун чухне вара малтан пĕр шанăçсăр шутланă лару-тăру та нимĕн те мар пек туйăнать.

Тепĕр хут калатăп. Чуна йывăр чухне çав йывăрлăхпа куçа-куçăн юлмалла мар çеç. Хăвăрăн вăрттăнлăхăра никама та уçас килмесен, психотерапевт патне килĕр. Мĕн хумхантарнине каласа парăр специалиста. Вăл сире хкмхантаракан йывăр шухăшсене ытти çынсене каласа памасть. Тĕрĕс сĕнÿ вара йывăрлăхран тухмалли çул-йĕре тупма пулăшĕ, çакна валли вăй хушĕ.

Шанăç телефонĕ те ĕçлет районти тĕп больницăра: çавăнпа та хăвăра йывăр чухне, вăл е ку сăлтава пула канăçа çухатрăр пулсан, шăнкăравлăр. Хăвăр ятăра та, адресĕре те каламасса та пултаратăр. Специалистăн ырă  сĕнĕвĕ сире пурнăçри пулăмсем çине урăхларах пăхма пулăшĕ.

- Тавах, Лариса  Меркурьевна, калаçушăн.

Аса илер-ха пурнăçăрти пĕр-пĕр йывăр саманта. Халĕ ун çине урăхларах пăхатăр вĕт. Апла пулсан, йывăрлăх иртет. Çакна шанмалла. Йăнăш утăмран сыхланмалла. Ĕмĕр ахаль те кĕске. Хамăрах  кĕскетес марччĕ ăна.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика