22 июня 2006 г.
РФ ятарлă медицина страховани фончĕ тата РФ социаллă страховани фончĕ ĕçлекен граждансене диспансеризаци тума каякан тăкаксене саплаштарасси çинчен пĕрлехи приказ кăларнă.
«Сывлăх» наци проекчĕ 35-55 çулсенчи ĕçлекен граждансен сывлăхне тĕрĕслеме палăртать. Çакă пĕтĕмпех патшалăх шучĕпе пулать, çынсен тÿлемелле мар.
Сиенлĕ производствăра ĕçлекенсене тĕрĕслеме палăртаççĕ. Тĕрĕслеве вара бюджетниксенчен пуçлаççĕ.
Мĕншĕн 35-55 çулсене илнĕ-ха; Çакă вăй питти вăхăт шутланать. Чирсем те çак тапхăрта палăрма пуçлаççĕ.
Çак çулсенчисем пирĕн çĕршывра 14 миллион çын. Кăçал 4 миллионне пăхасшăн. Хăйсен сывлăхне тĕрĕслеттерес текенсене кĕтеççĕ.
Çитес çулта диспансеризаци ирттерме патшалăх укçа-тенкĕне кăçалхинчен икĕ хут ытларах - 4 миллиард тенке яхăн - уйăрать